Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ


Ак каллех хурăнлăхсем, пĕчĕк юхан шывсем, чиркӳллĕ ялсем пуçланчĕç. Халь, иккĕмĕш хут курнăран-тăр, вĕсем юлан утпа пыракансене темле тăванраххăн туйăнаççĕ. Çав хитре улăхра тахçан çӳренĕ пек вĕсем, ав çав кĕпер айккинче пулă тытнă пек, хĕвел çинче кĕмĕл тĕслĕн çуталса выртакан пысăк кӳлĕре нумай пулмасть шыва кĕнĕ пек…

Çĕр-шыв чăнах та вĕсен енчи пекех ку таврара: хутăш вăрман, çырма-çатра, хĕрлĕ тăмлă уй-хир, вырăнĕ-вырăнĕпе хура тăпра, хуçăк çунатлă çил арманĕсем, пилеш йывăççиллĕ пахчасем, çĕр çумне пусăрăнса ларнă çуртсем.

Çаксене мĕн пурне курса тĕкĕрçĕсем хăйсен килĕсем çинчен ытларах çуйкăнланса шутлаççĕ. Ăçта та пулин пĕр-пĕр хĕрарăм кĕвентепе икĕ витре йăтса иртнине асăрхасан вĕсенчен кашни ун çине нумайччен сăнаса пăхать — ун арăмĕн утти мар-и ку, йăнăшпа ун арăмĕ килсе тухман-и çак таврана? Хăва хушшинче е чавса тунă кимĕсем çинче пулă тытакан ача-пăча курăнса кайсан та тĕкĕрçĕ унталла тинкерет, куç умне каллех хăйĕн ачисем тухса тăраççĕ. Алăкне уçса пăрахнă хура пӳртрен çăра тĕтĕм йăсăрланать, сăмса шăтăкне çуллă икерч шăрши килсе çапать — ку тĕтĕмпе тутлă шăршă та çынна тăван кил ăшшине аса илтереççĕ. Тăван кил, тăван кĕтес! Пĕр самантлăха та манмасть сана хăйĕн терчĕпе е патшалăх нушипе çӳрекен тĕкĕрçĕ. Вăл ялан сана аса илет, сан çинчен шутлать, сана тепре курас ĕмĕтпе пурăнать. Ун урăх ĕмĕт çук. Кирек мĕн çинчен калаçтăр вăл, кирек мĕн çинчен юрлатăр, ун шухăшĕнче ялан эсĕ, тăван кил, тăван кĕтес!

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12