Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
— Валя, эсĕ манпа мар, пачах урăх çынпа утса, калаçса пыратăн.
Тантăшăм кулса ячĕ.
— Кампа утатăп? — терĕ.
— Кампа пултăр, савнă каччупа — Антиппа.
— Тĕрĕс.
— Мĕншĕн çыру çырмастăн? — тетĕп. Вăл пур ― тытса чуптуса пĕтерчĕ. Сăлтав тупать, тӳрре тухать.
— Ку вара чăнах та кулăшла, — лăх-лăх кулса илтĕм эпĕ. — Сăлтавне ĕненме пулать-и?
— Ирĕксĕрех ĕненме, тивет. Çĕнтерӳ хыççăн пурне те Сталинград патĕнчи урăх çĕре куçарнă. Пирĕн пата та, Талюна, Сталинград патĕнче çапăçнă летчиксем килнĕ. Эпĕ курса калаçрăм. Антипсен чаçĕ, тен, пĕр-пĕр вăрттăн кĕтесре танкĕсене юсаса йĕркене кĕртет-тĕр. Адрес илсенех çырать.
— Качча илме ĕлкĕреймен упăшкасем пирĕншĕн хыпмаççĕ. Манчĕç çыру çырма, — шӳтлетĕп эпĕ. — Ирĕксĕрех урăх йĕкĕт тупма тивет.
— Тупах. Сан Ким мĕнле çын-ши, калаймастăп. Ман Антип чăн-чăн улăп. Мана çын аллинче усрамасть, тупса вăрласа каятех. Тĕлĕнмеллескер вăл. Юратать мана. Хам та шутсăр юрататăп. Урăх çынпа пĕр кун пурăнаяссăм çук.
Вĕçĕ-хĕррисĕр шăкăлтатать çумри тантăшăм. Татти-сыпписĕр илтесчĕ чĕвĕлти чĕкеç юррине.
— Çав тери тунсăхласа çитрĕм, - тет Валя. — Питĕ курас килет Антипа.
— Тӳсер кăштах, ―лăплантаратăп ăна. Чĕнмесĕр, кăшт шухăша кайса утса пычĕ вăл. Вара çапла каларĕ:
— Талюна, вăрçă пĕтсен, атя пĕрле туй тăватпăр? Пĕтĕм ял тĕлĕнсе тăтăр!
Илĕртӳллĕ ĕмĕт. Тем пекехчĕ çав кунсем çаврăнса çитсен. Эпĕ ăна хам мĕн шухăшланине калаймарăм, мĕншĕн тесен командир чарăнчĕ, апла пулсан, эпир суя аэродром тумалли вырăна çитрĕмĕр. Варук кĕреçепе йăпăр-япăр тытăнчĕ те çĕре чавма.
— Варук, чим, — аллинчен пырса тытрĕ ăна Елис, ― пысăк ĕçе пĕччен ан пуçăн, ĕнсӳне хуçан.
— Эпĕ мĕн... ахаль çеç, — тӳрре туханçи тăвать лешĕ. — Çĕрĕ çемçе-ши тесе чавса пăхас килчĕ. Ялта пахча-çимĕç лартаççĕ пулĕ халь.
Катя Измайлова командир аслă хире куçĕпе виçет. Хĕрсем ун тавра тăраççĕ.
— Халиччен хамăр тĕллĕн суя аэродром туса курман. Пултарайăпăр-ши? — кулянать Варук. Елисĕ çийĕнчех сăмах тупса тавăрчĕ ăна:
— Çăкăр çиме пĕлсен, çĕçĕ тытса касма та пĕлес пулать.
Командир пире мĕн-мĕн тумаллине ăнлантарчĕ. Тытăнтăмăр вара ĕçе. Чи малтан эпир хамăра пытанма çырма хĕрринче шăтăк чаврăмăр. Унтан суя аэродром тума кирлĕ таран çĕр виçсе илтĕмĕр. Чылай пысăк лаптăк. Кĕтессене ялав лартрăмăр. Ялавĕсем сарлака, вĕлкĕшсе тăни таçтан курăнать. Халĕ ĕнтĕ самолет чупмалли çул тумалла. Айккисене хума çырмара шурă чул катăкĕсем пуçтартăмăр. Шурă пир сарса «Т» паллă тăвасшăнччĕ, тӳпере мотор кĕрлени илтĕнчĕ.
— Фашист самолечĕ! — пĕлтерчĕ Катя. — Тем шухăшлă вăл, пире курсан, тытăнĕ пеме.
Пытанма команда пачĕ вăл. Хамăр чавса хăтĕрленĕ шăтăка чупрăмăр. Хĕрсем меллĕ вырăн тупса вырнаçрĕç.
Манпа юнашар, сылтăмра — Валя, ун çумĕнче — Елис, хĕрринче — Катя командир. Сулахайра — Варук, вара ыттисем. Варук пуçне пĕкнĕ те пăштик-пăштик сывласа ларать. Самаях сехĕрленнĕ ĕнтĕ. Ун пек, кун пек килсе тухсан, тăрса чупма та хатĕр.
Эпĕ самолета куçран вĕçертместĕп. Чĕпĕ шыракан хурчăка евĕр ерипен çывхарать вăл пирĕн паталла. Сăнать ĕнтĕ хăйĕн кашкăр куçĕпе ăçта мĕн пуррине, аэродром шырать.
Ыттисене хăратакан самолет пĕр Вальăна кăна нимĕн чухлĕ те пăшăрхантармасть тейĕн. Кукленсе ларнă та кĕнеке страницисене уçса хупкалать.
— Талюна, — лăпкăн чĕнчĕ вăл мана, — Антип патне улăха тухсан, вăл яланах сăвăсем калатчĕ. Час-часах çакна калатчĕ. Итле-ха.
— Вула, — хушатăп ăна.
— Пăхмасăр пĕлетĕп.
Приди ко мне, когда зефир
Колышет рощами лениво.
Когда и луг и степь — весь мир
Оденется в покров сонливый.
Валя сăвă калама чарăнсанах алă çупни илтĕнчĕ. Кам ăс çитерчĕ-ха кăна тума? Э-э, Катя иккен.
— Чăваш хĕрĕсем вырăсла сăвă вулаççĕ, — тĕлĕнет вăл. — Раççейре Алексей Кольцов сăввисене юратман çын çук пулĕ.
— Ха, вăл учительница-иç, — пĕлтерме васкарĕ Варук.
— Эпĕ те учительница пулнă вăрçăччен, — шухăшлăн каларĕ Катя.
— Валя, чăвашла сăвă кала-ха, — йăлăнать Варук.
— Чăвашлине те калама пултаратăп. Итле Петĕр Хусанкай сăввине.
Тĕнче çути кăтартнипех, анне,
Тавтапуçа эс тивĕç манăнне.
Çуратнине аса илсен, ялан
Ах ахлатса сывлăттăн эс кайран.
Тавах, анне, тавах сан куççульне,
Куççуль тин мар çăвать чăваш çулне.
Пилле мана ― кашни ун тумламне
Ахахăн ялтăртатмашкăн малашне!
Варука сăвă хурлантарчĕ. Нăш-нăш турткалать сăмсине. Ватă амăшĕ аса килчĕ ĕнтĕ ăна. Хĕрĕ патне çырăвне те хăй çыраймасть, шкул ачисем кăна чĕркелеççĕ. Шел, паллах, аннесене.
Валя сăвă вулани мана çĕнĕ шухăш пачĕ. «Тен, пĕрер концерт йĕркелемелле?» Уркка, ав, яланах сцена çинче выляйманшăн кӳтсе çӳрет. Хатĕрлетĕр акă кĕске сценка. Выляса патăр, Валя сăвă калĕ. Юрлакансемпе ташлакансем те тупăнĕç. Вăрçă вăхăтĕнче савăнăçлă концертсем нихçанхинчен те ытларах кирлĕ çарти çынсене. Чуна çĕклентертĕр вăл, тăшмана пĕтерме пулăштăр. Таврăнсанах ку ĕçе тытăнас.
Лайăх, тавçăруллă хĕр Валя. Ман шутпа, вăл çак хăрушă самантра юри сăвă вулама тытăнчĕ. Ăна итле тăркач тăшман самолечĕ вĕçсе килнине те маннă. Чим, ăçта самолет? Тӳпере шыратăп. Курăнмасть. Пăрăнса кайнă. Тасални паха. Кĕтĕр çеç шаларах, персе антараççĕ ăна хастар зенитчиксем...
Тăтăмăр. Тем çинчен пурте шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Пулмарăмăр-çке тимĕр тылă хурри, ма шăкăлтатас мар, ара?!
Сенкер тĕспе пĕвеннĕ паян çут тĕнче маччи. Тек унта хурчка ярăнни курăнмасть. Эппин, çĕкленмелле, пуçланă ĕçе тытăнмалла.
Унчченхи пекех Катя малта пырать, ун хыççăн эпир утатпăр.
20
Хĕвел хĕртсе пăхать. Çанталăк лăпкă. Çил ачисем ашкăнмаççĕ, питех, вĕсем тинĕс çийĕн хумсене хăвалаççĕ.
Аллăмăрсенче кĕреçе вылять. Самолет чупмалли çула хатĕрлетпĕр, паллăсем тăватпăр.
— Ай-уй, — кăшкăрса ячĕ Елис. — Çеçенхир варринче çăл вĕрет!
— Чăнах пур-и? Паçăртанпах ăш хыпнипе ăшаланатăп, — чупса пычĕ Варук Елис патне. — Ăçта çăл?
Елис ăна кăткă тĕми кăтартать. Кăткисем вĕтеленеççĕ кăна, чупаççĕ, тем çĕклеççĕ. Варук кĕçех макăрса яратчĕ.
— Ялан суян, темтепĕр шухăшласа кăларан!
— Эпĕ пĕртте айăплă мар, — тӳрре тухать Елис. — Сана шыв ĕçме чĕнмерĕм-çке. Ваттисем ăна, кăткă тĕмине, вĕресе тăракан çăлпа танлаштарнă.
Шăрăх. Питçăмарти тăрăх тар пĕрчи юхса анать, çăвара кĕрет. Тар тумламĕ тăварлă. Хĕрсем гимнастеркисене хываççĕ. Мĕнех, таврара никам та курăнмасть, аслă хирте хамăр хуçа. Пиçтĕрех тата çара çурăм. Май хĕвелĕ сывлăхшăн та усăллă теççĕ. Варука тумне хывма ӳкĕте кĕртеймерĕмĕр. Пăчăхин тата.
Тăватсăмăр: Катя, Валя, Варук, эпĕ — часах Кира патне кайрăмăр. Сехри хăпнипе таçта тарман-ши вăл? Чиперех ларать-мĕн.
— Хăрамарăн-и? — ыйтать Катя унран.
— Мĕнрен?
— Фашист самолетĕнчен?
— Хăрама мар, кулянса лартăм тупă çукшăн, персе антармаллаччĕ мура. Шăршлама тухнă, куçне çăхан сăхманскер.
— Кĕçех хăйĕн эшкерне ертсе килĕ, — чĕнмесĕр тăмарăм эпĕ те.
Командир Кирăна çĕнĕ аэродром туса пĕтерни çинчен раципе пĕлтерме хушать. Самолетсене вăрттăн йыхăранçи тумалла. Уйрăмах аэродром адресне тĕплĕн кăтартма тивет. Тĕл тăкчăр бомбисене. Нимĕç радисчĕ советсен вăрттăнлăхне тытрăм тесе савăнса хыпарлĕ хăйĕн начальникне. Пирĕн чеелĕхе тавçăрса илесси асĕнче çук вĕсен.
— Мĕнле вĕрентсе янă, шăп çапла пĕлтерĕп раципе, командир юлташ, ― тет Кира. ―Анчах самолет ĕлкисене вынаçтарма ĕлкĕретĕр-и?
— Ĕлкĕретпĕр, — çирĕплетсе каларĕ Катя.
Вĕсем радиосигнал хăçан памаллине калаçса татăлчĕç.
Икĕ ĕлкене те йăтса кайрăмăр. Йывăр мар. Фанертан çеç хатĕрленĕскерсем.
Аэродрома вырăн тупса лартрăмăр вĕсене. Çунаттисене лакпа сĕрнĕ, хĕвел пайăркисем йăлтăртатаççĕ кăна.
Пĕрне Катя тем пăркаларĕ, Вальăна пулăшма чĕнчĕ. Ак тамаша — самолет ĕлки çĕкленет, вĕçет! Анчах, çунатне амантнă акăш пек, часах çĕр çумне йăпшăнчĕ.
— Маттур, кунтан ытла вĕçме кирлĕ мар сана, тусăм, ― йăпатнăн калать Катя, унăн çунатне аллипе çупăрласа.
* * *
Хĕвел тухрĕ. Акă илтĕнсе те кайрĕ кĕтнĕ хăнасен кĕрлевĕ. Улаççĕ. Эй, çырлахах, сывлăш тепле тӳсет. Темиçе самолет карталаннă та ыткăнаççĕ пирĕн паталла.
— Килеççĕ, — шурă куçпа пăхса илчĕ вĕсем çине Катя. Сасси хăйĕн савăнăçлă. — Пĕлтерĕве хăвăрт ярса тытнă.
Вăл команда пачĕ. Вальăна хăйпе юлма, ыттисене çырма хĕрринчи шăтăка кайса пытанма хушрĕ. Эпĕ те ĕлке патĕнче тăрасшăн. Ирĕк памасть, хăтăрса пăрахрĕ, ача вăййи мар имĕш, командир сăмахне пĕр ӳпкелешсе тăмасăр пурнăçламалла.
Ирĕксĕрех итлеме тиврĕ. Тавлашса тăни килĕшмест. Лешсем çывхарнăçем çывхараççĕ.
Эпир хăпăл-хапăл вирхĕнтĕмĕр çырма еннелле. Елис хĕрлĕ хĕреслĕ сумкине пурпĕрех хулпуççи урлă çакрĕ, чупнă май вăл силленсе кăна пырать. Вырăна çитсен, Варук, хăлхисене хупласа, пуçне çĕрелле чикрĕ. Эпĕ ун пек тума пултараймастăп. Çав тери хăрушă пулсан та, куçа хупмастăпах. Пăшалăма хатĕрлерĕм. Елис та мана кура пăшалне авăрларĕ.
Вуникĕ пуçлă çĕленле чашкăраççĕ тăшман самолечĕсем. Миçен! Пĕрре, иккĕ, виççĕ... е ытларах, анчах тек шутлаймастăп, куç йăмăхать. Чăнах, мĕншĕн куç шывланчĕ-ха? Тен, хĕвел çутине тӳсеймесĕр, тен, шикленнипе... Хăрамаллах. Çĕрпе пĕлĕт катăлса, ишĕлсе пынăн туйăнать. Халиччен тăшман самолечĕсен пысăк кĕтĕвне курманччĕ ― кун пек иккен.
— Чунĕ çук, юнĕ çук, вĕçет эсремет, — мăкăртатать Елис.
Акă пĕр сехмечĕ таçтан муртан килсе тухрĕ те аэродром çийĕн ухă йĕппи евĕр вăйкăнчĕ. Катьăпа Валя ку çиçкенчĕке малтанах асăрханă пулас. Лапах выртрĕç. Анчах лешĕ аэродром çийĕн карăннă чух пирĕн пĕр самолет ĕлки веçенçи турĕ. Çакна фашист летчикĕ курмасăр юлмарех. Бомба-мĕн пăрахмарĕ, тем тесен те, разведчик. Халĕ хăйсен эшкерне те пĕлтерет-тĕр.
Катьăпа Валя тăчĕç те вĕçенçи тунă ĕлкене вырăна лартрĕç.
Тăшман самолечĕсем аэродрома тĕллесе тӳп-тӳррĕн аялалла анаççĕ, умлă-хыçлă.
Командир та, Валя та хăйсен ĕлкисем умĕнче вырăнтан тапранмасăр тăраççĕ. Хăранипе сехрисем хăпмарĕç-ши пирĕн хĕрсен?!
— Килĕр хăвăртрах! — йыхăратпăр вĕсене Елиспа иккĕн тан.
Аранах! Катьăпа Валя, хыçалалла пăха-пăха илсе, пирĕн паталла ыткăнаççĕ.
Катьăн ĕлки вĕçме тытăнчĕ, тепри темшĕн тапранмасть. Унччен те пулмарĕ, Валя палт çаврăнчĕ те чавтарчĕ каялла.
«Ăçта?! Таврăн!» — команда парать пулас Катя Вальăна. Эпир, паллах, унăн сассине илтместпĕр, самолет шавĕ хуплать. Катя аллине сулкаланине çеç куратпăр.
Валя хăлхине те пырса кĕреççĕ командир сăмахĕсем, те çук. Вăл пурпĕрех чупать. Çитрĕ хайхискер чăлханса ларнă ĕлке патне. Пĕшкĕнчĕ, тем майлаштарчĕ.
Катя Измайлова командир пашкаса сикрĕ эпир пытаннă шăтăка.
Тăшман самолечĕсем шăп аэродрома вĕçсе çитнĕ самантра иккĕмĕш ĕлке çĕкленчĕ, вĕçме тытăнчĕ. Валя пирĕн паталла ыткăнать.
— Чуп! Чуп хытăрах!
— Пĕтĕм вăйпа! — ĕшкĕртетпĕр ăна.
Уншăн хам чупасла яшт! сиксе тăтăм. Измайлова çавăнтах команда пачĕ мана: «Выртнă пул!» Темиçе пусăм çеç Вальăпа пирĕн хушăмăрта. Анчах вăл шак! месерле кайса ӳкрĕ. Мĕне пĕлтерет?
Çак вăхăтра тем хупăрларĕ хĕвеле. Тĕнче тĕттĕмленчĕ. Çĕр çурăлнăн кĕр-кĕрр! кĕмсĕртетрĕ.
— Валя!
— Валя! — кăшкăратпăр эпир. Вăл ним те хускалмасть. Тăшман самолечĕсенчен татти-сыпписĕр бомбăсем тăкăнаççĕ.
— Кирек мĕн калăр, Вальăна инкек пулнă! — пăшăрханчĕ Елис. Сасси урмăшса тухать хăйĕн. Вăл шăтăкран сиксе тухрĕ те Валя патнелле упаленчĕ.
Чуна тăвăр, сывлăш çитмест мана, çăвар типет. Шыв ĕçесчĕ пĕрех хут.
Елис Вальăна кĕçех сĕтĕрсе килчĕ.
— Мĕн пулнă ăна?
— Амантнă, — пĕлтерчĕ Елис. — Пулăшмалла! Гимнастерка çухине йăлмакланисене вĕçертрĕмĕр. Вальăн кăкăрĕнчен юн сăрхăнать.
— Сумкунтан йод, бинт кăлар, — хушатăп Елиса, — суранне хам çыхатăп.
— Валя, Валя! Куçна уç, — тилмĕретпĕр пурте. — Мĕн ыратать сан?
Валя чĕнмест. Юн нумай кайнипе тăнне çухатрĕ-ши? Ах-ахлататпăр пурте. Акă Валя ерипен куçне уçрĕ. Йĕритавра пăхкаларĕ те тĕнчери чи çывăх çынна чĕнчĕ:
— Анне! Анне, эпĕ вилетĕп.
— Мĕн эсĕ, Валя? — йăпататăп эпĕ ăна суранне çыхса майлаштарнă май. Ăна хăйĕн çутă ĕмĕтне аса илтеретĕп. ― Вăрçă пĕтсен, пĕрле туй тăватпăр, ялйыш тĕлĕнсе тăмалла туй. Мантăн-и?
— Антип!..
Валя пуçланă сăмахне каласа пĕтереймерĕ, пуçĕ лăнк кайрĕ.
— Вилчĕ! Вилчĕ! — хыпăнса ӳкрĕç хĕрсем. Варукпа Елис ӳлесе йĕреççĕ. Ăçтан тӳсен, ялтан пиллĕкĕн тухрăмăр, пĕри катăлчĕ те. Мĕн тери хитре, ăслă, маттур пикене çухатрăмăр. Аллинче ун — Кольцовăн сăвă кĕнеки. Илетĕп вĕçертсе.
— Лартăр пулатчĕ ĕлки, çавăншăнах пĕтрĕ, — ӳлет Варук. — Катьăпа пĕрле чупнă пулсан, сывах юлатчĕ.
Самолет ĕлки вырăнтан тапранайманни хушнă çар ĕçне пурнăçламаннине пĕлтерĕччĕ. Валя — тӳрĕ кăмăллă хĕр. Комсомолка. Ĕлке тапранмасăр ларнине шăтăкран лăпкăн сăнаса выртайман вăл.
Чăлханнă ĕлкене вĕçертсен, Валя гимнастерка кĕсйинчен Кольцов кĕнекине кăларса алла илнĕ ĕнтĕ. Ырă ĕмĕтпе пирĕн пата чупнă. Çывăхрах бомбăсем ӳке-ӳке çурăлни такама та хăратать. Валя пире сехĕрленессинчен çăласшăн пулнă. Паçăрхи пекех вулатчĕ-ха вăл ним шиксĕр. Илемлĕ сăвă пире, çунатти çине лартса, инкек-синкеке мантарса, аякка, чечек çуракан пахчана илсе кайĕччĕ. Тен, вăл урăхларах шухăшланă. «Тăкăрах хăвăрăн хĕçпăшалăра, тискер чунлă фашистсем. Эсир усал ĕçпе муталаннă вăхăтра эпир сăвă вуласа чун-чĕрене йăпатар».
Ахлатсах кулянать Катя. Вăл командир-çке. Унăн хăйĕн салтакĕсемшĕн явап тытмалла. Ку çеç-и? Ырă кăмăллă çын теприн инкекĕшĕн, паллах, хыпса çунма тивĕç.
— Самолет çинчи стрелок персе амантнă ăна, ― ăнлантарать командир Валя пирки.
Тӳсме çук чун хурланать. Мĕнле хăйса çĕр айне чикĕпĕр-ши ăна? Амăшне мĕнле ăшă сăмах тупса лăплантарăпăр? Мĕскĕн амăшĕ мĕн чухлĕ куççуль юхтарĕ.
Мĕн вăхăт макăрса ларнă-ши эпир Валя умĕнче? Тăна пырса кĕнĕ чух таврара шăпахчĕ. Кайăк-кĕшĕк те юрламасть. Хĕвелĕ те ӳрĕк-сӳрĕккĕн çеç пăхкалать. Суя аэродром пуш-пушах. Унта ним те курма май çук. Ĕлкесенчен турпас та юлман-тăр. Аэродромри çĕр пичĕ пăхма хăрушă, шăтăклă-путăклă. Çума-çумăн тарăн варинккесем, çӳллĕ сăртсем курăнаççĕ. Миçе тонна вилĕм кӳрен бомба тăкнă-ши кунта? Вальăпа çапла инкек пулса тухман пулсан, пĕççе çапсах кулаттăмăр анра-сухра фашистсенчен.
Пире илме машина янă. Вальăна хамăрпа пĕрле илсе каятпăр.
Юлашки çĕр Валя пирĕнпе ирттерет.
Таврăнсан эпир ун чăматанне уçрăмăр. Тен, тупăка пĕрле хурса ямалли япаласем тупăнĕç. Пăхкаларăмăр, нимех те çук. Салтак чăматанĕ темерĕн çав. Çырусем выртаççĕ ав. Амăшĕнчен килнисем пур. Хăй вĕрентнĕ шкул ачисем те çырнă-мĕн ăна. Кун пирки нихçан та асăннине илтмен унран. Çын çырăвне уçни аван мар та, темшĕн чун чăтмарĕ ачасен çырăвне вуласа пăхмасăр. Каçарĕ-ха, ятламĕ мана тантăшăм.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...