Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Пĕр ирхине, ыйхăран вăрансан, кантăк умне пырса тăтăм çĕнĕ куна саламлама. Шурă чĕнтĕр кантăк каррине сиртĕм çеç ―мĕн куратăп! ―куçпуç алчăраса кайрĕ. Чӳрече анинче — чечек купи. Тĕттĕм кĕрен чечексем. Вĕсем, тин çеç хăпаракан хĕвел шевлипе çуталса, çулăм евĕр йăлкăшаççĕ. Ытамласа илтĕм. Ытла тĕлĕнмелле-çке. Кам кун чухлĕ чечек хурса хăварнă? Эпĕ мар, хваттер хуçи те чухламасть. Ачасем мар-ши?
Шкула кайрăм, куçран пăхатăп кашнинех. Çук, вĕсен ĕçĕ мар.
Ĕç пĕтерсе, киле таврăнтăм. Тепĕр кун ирхине татах хĕрлĕ киккириклĕ автан хăйĕн уçă сассипе кăшкăрса вăратрĕ. Çĕн кун! Кантăк умне пыратăп. Чӳрече анинче каллех — чечек! Ку хутĕнче ахах тĕслисем. Шуррăн, шупка кĕреннĕн чĕлтĕртетеççĕ. Ăçта ӳсеççĕ-ши çакăн йышши илемлĕ чечексем? «Çӳллĕ ту çинче, ― тет хваттер хуçи, — чунтан юратсан кăна йĕкĕт хĕре ахах чечекĕсем парнелет. Хăтана килессе кĕтмелле эппин». Хваттер хуçи хĕрарăмĕ пуçне суллать. Ăнланатăп. Каччă евчĕ яманнинчен тĕлĕнет ĕнтĕ. «Ма, эппин, хăйĕн юратăвĕн хĕлхемĕсене усăсăр сапать?»
Виççĕмĕш кун чӳрече ани чăпăл курăкĕпе, тăваттăмĕш кун — утмăлтуратпа, унтан — салтак тӳми чечекĕпе илемленчĕ. Татах-татах тем тĕрлĕ чечек те хурса тăчĕ куçа курăнман алă. Чечексене шыв янă савăтра тытатпăр. Пӳлĕм тулли çеçке. Пурăнас килет. Тĕнче çак чечексем пек илемлĕ. Юрла-ташла тăратăп. Кам та пулин юратнине туйсан апла иккен, хăвна ху паллаймастăн.
Ирсерен çапла чечек пухма хăнăхрăм. Чун уççиччĕ вăл. Кантăк çине чечексем кĕтмен çĕртен пырса выртрĕç, кĕтмен çĕртен çухалчĕç. Ĕнтĕ пӳлĕмри савăтсенче чĕлтĕртетекен чечексем сӳнчĕç. Шывне улăштарса тăни те пулăшмарĕ. Ачаш çеçкесем типсе пĕркеленнĕçемĕн пĕркеленчĕç. Куратăп та ниçта кайса кĕме пĕлместĕп. Çеçкесем мар, манăн чунăм хăрса типнĕн туйăнать. Унашкал хурлăх нихçан та тӳсмен. Пĕр шухăшласан, кулса вилмелле: курман-илтмен çыншăн тунсăхла-ха. Вăрттăн йĕретĕп те.
— Каччă юратса сивĕннĕ пекех туйăннă сире, — тетĕп эпĕ. Катя кулать.
— Чечек парнелесе тăнă каччăпа курнăçаймарăр-и? — ыйтать Кира.
— Тăватă уйăхран тин курнăçма тӳр килчĕ.
— Ай-ай, час мар. Ăçта çухалса пурăннă? Унччен сивĕнмелĕх те пур, — пуплет Варук.
— Пĕр сивĕннĕ чуна кăмака çине хурса ăшăтаймастăн вара, — сăмах хушать Елис та.
— Сивĕтме парĕ вăл, ―малалла калать Катя ―Юлашки шаннă чечек çыххине кăларса ывăтнă кун унран çыру илтĕм. Вăл хулана вĕренме кайнă. Чăн-чăн чунилли, ăш-хыптармăш. Аултан тухса кайиччен ман пата кĕрсе тухма именнĕ.
Çырăва вуласа тухсан, хĕпĕртенипе кил хуçи хĕрарăмне ыталаса вăр-вар çавăртăм. «Чечек хуçи тупăнчĕ! — кăшкăратăп хам. — Араслан! Акă кам. Кала-ха, чипер-и йĕкĕчĕ?» «Пăхма чечен. Ун пек çамрăка кăнтăрла çурта çутса шырасан та тупаймăн. Анчах...» Мĕн «анчах»?
Кинемей «анчахне» тепĕр кун тин пĕлтĕм. Араслансен çемйинче вунă çул каялла асăнма хăрушă инкек пулса иртнĕ.
Араслан — çемьере чи кĕçĕнни. Унăн чи аслă пиччĕшĕ те вырăс хĕрне юратнă, тет. Хулана вăхăтлăха ĕçлеме кайнă та киле майра илсе килнĕ. Нимпе те йышăнман ваттисем çамрăк кине. Кӳршĕ-аршă та сивĕ куçпа пăхнă. Ниçта кайса кĕме ăнкартман çамрăк мăшăр. Çĕнĕ çын макăрнă. Пăрахса каяс килмен ун савнă упăшкинчен.
Ваттисем кинне çиме апат та паман. Ывăлĕ кивĕ йăласене питлесе сивленĕ, çĕнĕ пурнăçра çĕнĕлле пурăнма ĕмĕтленнĕ. Вăл пӳрт лартать хăйсем валли. Уйрăлса тухать. Савăнăçлă пурăнаççĕ иккĕшĕ. Ача çуралать. Анчах çĕлен чашкăрма пăрахман. Ашшĕ çук каç çав çĕлен ача çине чӳречерен вутпуççи пăрахать. Çунса каяççĕ мĕскĕнсем.
— Мур илесшĕсем! Мĕнле хăйнă?
— Эх, шел ачипе амăшне.
— Сана тивеймерĕç-и, Катя, вĕсем? — кулянаççĕ хĕрсем.
— Вутпуççи пырса пăрахакана айăпланă-и хăть? — хытă пăшăрханса ыйтать, Варук.
— Айăпланипе ачипе амăшĕ чĕрĕлес пур-и? — хуйхăрать Елис.
— Кам тунă çак усал ĕçе — вĕçне-хĕрне тупайман. Саккунĕсем ун чух пирĕн вăйсăртарах пулнă.
— Эсĕ Араслана юратма хăрамарăн-и? — ыйтать Варук.
— Çук. Эпир пурнăçа урăхларах тума ĕмĕтленнĕччĕ. Вăл институтра вĕренчĕ, пулă ĕрчетекене — ихтиолога тухатчĕ.
— Чим-ха, Катя. Арасланĕ кинемей мухтанă пекех чиперччĕ-и?
— Мĕнле çынна чипер темелле? — чарăнса тăчĕ Катя. Вара хăех каларĕ: — Калама хĕн, Талюна. Маншăн чипер, саншăн вăл чипер мар. Ăна курма ятарласа хулана кайрăм. Мĕн тетĕн, малтан вăл чипер пек туйăнмарĕ. Пĕвĕ-сийĕ кĕрнеклĕ, сăнĕ — хура, пичĕ — кӳпшĕм, куçĕ — хĕсĕк, шала пытаннă. Тĕсне уйраймарăм. Пăхма хăюлăх çитмерĕ, Чылай кайран çеç куртăм, тĕм хушшинчи хура хурлăхан евĕр йăлтăртатать.
Араслан калаçма пуçласанах эпĕ чунтан килĕштертĕм ăна, юратрăм.
— Халĕ ăçта вăл?
— Фронтра. Артиллерист.
— «Эпир пурнăçа урăхларах тума ĕмĕтленнĕччĕ» тетĕр эсир, Катя. Мĕнле? — каласа пама ыйтрăм эпĕ.
— Мĕнле?.. Эпир...
Çак вăхăтра кĕмĕл чаршав хыçĕнче шăри-шари çухăрашни илтĕнчĕ. Шартах сикрĕмĕр. Катя калаçма чарăнчĕ. Пурте шăплантăмăр. Фрицсем шавлаççĕ. Çурăм сăр-сăр сăрлатать. Шыв пăр пек сивĕ. Шăнтать. Çитменнине тата, маччаран пăт-пат тумла тумлать. Вăл — каснă-лартнă пăшатан, ыраттармаллах пуç тирне тирет. Ахаль каламаççĕ çав: тумла, тумласа, чул шăтарать.
Хĕрсене те сивĕ аптратать, ă-ăх текелеççĕ.
Паçăр, Катя хăйĕн юратăвĕ пирки сăмах вакланă чух, ăна итлесе, сиввине, шывра тăнине сисмен. Чунра ăшăччĕ, куç умĕнче чечексем, сăрт-тусем вĕлтлететчĕç, шкул ачисем вылятчĕç, хура сăнлă Араслана та кураттăм. Хăлхана тискер сассем кĕчĕç те, чунри хăтлăха, илемлĕ туйăмсене шăлса ывăтрĕç.
Тăратпăр чĕтресе, малалла мĕн пуласса кĕтсе. Ют сасăсем пĕрре çывхараççĕ, тепре аяккалла каяççĕ.
— Хĕрсем, — шăппăн чĕнет Варук, хăй йĕрсе яманни кăна. — Мана ура хырăмĕнчен такам кап! çыртрĕ.
— Ан шиклен, Варук, ăна сана кӳрентерме памастăп, ― хута кĕренçи пулчĕ Елис. — Пĕлетĕп сана кам çыртнине. Хăйĕн пуçĕ пур, çӳçĕ çук, çăварĕ пур, сасси çук.
— Юптарса ан тăр-ха халь те пулин, — тарăхать Варук. — Лекетпĕр акă тăшман аллине, вара авăтăн автанла.
Елис хирĕç ним те каламарĕ. Пурте шăп тăраççĕ. Пакăлтатнă ют сасă каллех çывхарать. Акă вăл çумрах. Такама чĕнет. Йăслать, ахăрать. Шыв чаршавне шăтарчĕ кĕчĕ, çĕр çумĕн темскер хыпашлать. Пире курмасть, куçĕ тула юлнă. Ăнлантăм, вăл пулă шырать. Ялта та çамрăксем арман урапи хыçĕнче пулă тытатчĕç çапла. Сиссе те юлмарăм, ун пуçне тахăшĕ темпе шап! шаплаттарчĕ. Пăхатăп: Елис! Пăшал кӳпчекĕпе ислетет кăна фрица пуçĕнчен. Кĕтменччĕ куна. Тăшман пуçне çапса çурасси ман асра та çук.
Тăратăп тăм писменле. Елис маттур. Паттăр херача, Катя, командир пулин те, çухалса кайнă.
Фриц сасă пама та ĕлкĕреймерĕ, ӳпне ӳкнĕскер, шывра сывлăшсăр пăчăхса вилчĕ-тĕр. Çав кирлĕ.
Шыв чаршавĕ хыçĕнче тек сас-хура илтĕнмест. Пĕчченех пулă тытнă-ши ку эсремет?
Хăрушлăх икĕ хут ӳсрĕ: ура вĕçĕнче ―вилнĕ çын. Çакна чăтасси хăй мĕне тăрать? Тата юлташĕсем вăл çуккине асăрхĕç те шырама тытăнĕç.
Пуçра шухăш явăнать. Алăсем пăшала çирĕпрех ярса тытрĕç. Тепĕр тăшманĕ кунта пуçне килсе чиксен мĕн тумаллине Елис тĕслĕх кăтартрĕ. Хĕр-тантăшсем те ман пекех шухăшлаççĕ пулас.
Тăра-киле хăрани те таçта кайса кĕчĕ. Вăй та пур. Тăшмана кĕтсе илме хатĕр, кĕтĕр çеç.
— Хăçан каç пулать, тупата, — тарăхать Варук.
— Ан кулян, тусăм, кун иртсен, каç пулатех, — çак самантра та шӳтлет Елис.
Чăн та, кун вĕçленме вăхăт. Юриех хĕвеле тахăшĕ тĕреклесе тăрать-тĕр. Килсем, килсем, каç! Нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕвелĕ, пире илтнĕнех, анчĕ пулас, эпир пытаннă шăтăк аранах пăч тĕттĕмленчĕ. Куçран тĕксен те, ним курăнмасть. Хĕрсем тухса кайма хыпаланаççĕ. Катя темшĕн вырăнтан та тапранмасть.
— Каяр.
— Тапранма вăхăт.
Катя команда парасса кĕтетпĕр. Акă вăл тинех, шыв чаршавне сирсе, куçран çухалчĕ. Тепĕртак тăрсан эпир те тухрăмăр.
Урасем чӳпĕк пек çемçелсе кайнă. Урлă-пирлĕ пускаласа, аран-аран уткалатпăр. Тĕттĕмленнĕ. Вăйлă çил вĕрет.
— Ман хыççăн пырăр, — хушрĕ командир.
Шыв урлă шăпăртаттарса каçрăмăр. Юрать, пĕве хыçĕнче шывĕ ăшах. Çырантан хăпарсан, Катя тытăнчĕ тĕрлеттерме — пуйăспа ăмăртать тейĕн. Нихăшин те малтинчен юлас килмест, çавăнпа та чупнă çĕрте чупатпăр, утнă çĕрте утатпăр. Пирĕн ума такăр çул сарса хуман. Тĕмеске çине те хăпарса анатпăр. Лупашкана та анса хăпаратпăр. Ку пирĕншĕн нимех те мар, типĕ тăпра урана çыпçăнмасть. Хамăр еннелле сукмаксăр-мĕнсĕр чуххăм вĕçтеретпĕр.
Шыв арманĕ аякка юлчĕ. Сахалтан та ик-виç çухрăм хыçа юлчĕ вăл. Ăшăнса тарлама та ĕлкĕртĕмĕр. Пăсланатпăр пулĕ, анчах çĕрле курăнмасть. Тинех канса сывлăш çавăрма вăхăт.
Шăп тăрса тăнлатпăр: хăваламаççĕ-и хыçалтан? Çук, сас-хура илтĕнмест. Эппин, эпир ирĕкре.
— Ай, вĕлт пăхрĕ те вĕлле хыçне пытанчĕ, — терĕ Елис пăшăрханнă сасăпа.
— Кам пăхрĕ?
— Ăçта?
— Хăвалаççĕ пире! — пуçран çапнăн малалла ыткăнчĕ Варук. Аран хăваласа çитрĕмĕр ăна.
— Айван та иккен эсĕ, — ахăлтатать Елис. — Курмастăн-и арман йăмрисем çийĕн ылтăн туя вăй вылянине? Çавăнпа та çиçĕм çиçет терĕм. Эсĕ ĕрĕхтерен тихалла.
— Ей-пух, çынла калаç-ха, Елис, — ӳкĕтлет Варук. ― Хăçан та пулин сехрене хăпартатăнах.
— Шӳте ăнланман çын салтак та мар вăл, — ним кулмасăр калать Елис.
Çиçĕм çиçрĕ, аслати те кĕрлерĕ. Çумăрĕ пирĕн пата çитмерĕ. Ку аван-ха. Каллех йĕпенсен, чирлесе те ӳкĕн.
Вăрманта чарăнтăмăр çĕр выртма. Варук ачхулатать. Сунас. Катя пире пĕрер кашăк эрех ĕçтерчĕ. Эмел имĕш ку, шăнса пăсăласран упрать. Чыхăнкаласа-ӳсĕркелесе çăтрăмăр. Ытла та йӳçĕскер.
23
Хĕрсенчен тахăшĕ Валя патне масар çине çитсе килме сĕнчĕ. Килĕшрĕмĕр.
Штаб умĕпе иртсе пынă чух пĕри кантăка уçрĕ те кăчăк туртрĕ. Ун пек çĕре Варука пуссан та яраймăн. Елис ухута. Вăл тус-юлташне — Кирăна çавăтрĕ те, иккĕш тиха пек чупрĕç выляса. Ăмсанса пăхса юлтăм. Вальăна çухатнăранпа эпĕ хама ытла хăраххăн туйма тытăнтăм.
Кăшт кайсан, кантăк умĕнче тăрса юлнă Елис кăшкăрса чĕнчĕ.
— Талюна, тăхта!
Мĕн пулнă-ши тесе, тапах чарăнса тăтăмăр. Кирăпа Елис хăваласа çитрĕç. Елис, япала пытарнă пек, аллине çурăм хыçне тытнă. Хăй такмаклама пуçларĕ:
— Атăл урлă юман каснă, турпасĕ кунта килсе ӳкнĕ.
— Ан тертлентер-ха кирлĕ-кирлĕ мар каласа. Кала этемле, — ятлать Варук Елиса... Вара ун аллине кап ярса тытрĕ. — Э-э, ача, ун аллинче çыру!
— Çырăвĕ кама? — пĕлесшĕн пултăм.
— Сана, Талюна, сана, — тет Елис мана.
— Камран? Ким яман пулĕ те? — хыпалантăм çырăва илме.
Конвертне алла тытсанах пĕлтĕм: ялти аслă юлташран — Вунеркке учительницăран. Варукпа Елис хупăрласа илчĕç мана. Ял хыпарне пĕлесшĕн, часрах вулама хĕтĕртеççĕ.
Çырăва эпир Вальăн вилтăпри çине ларса вуларăмăр: «...Сирĕн хыпар пире шутсăр хурлантарчĕ. Тек нихçан та курас çук ĕнтĕ Вальăна. Тăпри çăмăл пултăрах. Амăшĕ вырта-вырта макăрать. Шкул ачисем ун патĕнчен татăлмаççĕ. Хам та кунсеренех кĕрсе тухатăп. Эпир çӳрени амăш хуйхине çăмăллатинччĕ. Этем шавкăнĕ час тӳрленмест.
Нумаях пулмасть Вальăн чаçран ярса панă медальне илтĕмĕр. Валя сăнӳкерчĕкне, медальне шкулти Ленин кĕтесне вырнаçтартăмăр.
Малаллахи йĕркесене ман пачах çырас килмест. Малтанах çырнă пулсан, Валя хыпар илтсе вилетчĕ иçмасса. Февраль уйăхĕнчех Антип пирки хут ячĕç. Вăл Сталинград патĕнчи çапăçура Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хӳтĕлесе пуçне хунă. Паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ тесе çырчĕç. Çак чуна кăшлакан хыпара пытарса пурăнас шутпа çыру та яма тăхтаса тăтăм. Сирĕн, ав, хăвăрăн пысăк хуйхă пулнă иккен. Ах, ытла йывăр-çке чĕрене ыраттаракан хыпара илтме.
Ялта чылайăшĕ мăшăрĕ-ывăлĕсем пĕтни çинчен хут илчĕç. Тӳсмелле ĕнтĕ епле пулсан та, чĕр пуçа чул айне кайса хурас çук.
Пурте хуйхăпа пусăрăннă пулин те, колхозра çав тери хастар ĕçлеççĕ. Çуракине чиперех ирттертĕмĕр. Тракторсем çук, лашасем те сахал, пуррисем те ырханкка. Вăй çитменнипе шăлпа çыртса туртрăмăр темелле. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлет халăх. Уйра тырпул кăрр ларать. Пахча-çимĕçсем те чечекре.
Сире пурсăра та пысăк салам! Пурне те киле çĕнтерӳпе çавăрăнса килме ырлăх-сывлăх сунатпăр! Тек хурлăхлă хыпар илес марччĕ сирĕнтен».
Варук нăш-нăш йĕрет.
— Темле ĕнтĕ анне, — тет вăл куççуль витĕр, ― пахчине лартса хăварайрĕ-ши...
Варукăн сăмса çунаттисем хăпартланчĕç, татах тем каласшăн.
— Эх, ача, — ура çине сиксе тăчĕ вăл, — хамăн пулас колхозра, тракторпа çĕрне-кунне пĕлмесĕр сухалăттăм.
— Антип Петрович учителе питĕ, питĕ хĕрхенетĕп, ― ассăн сывласа илчĕ Елис. — Вальăна та хĕрхенетĕп. Иккĕшĕ те лайăх çынсемччĕ. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ вĕсен. Пĕтерчĕ вăрçă.
— Валя, — чĕнетĕп эпĕ ун вилтăприне ыталаса, — илтрĕн-и Антип пирки? Тупа тăватпăр, юлашки сывлăш тухичченех сире асра тытăпăр.
Кира çеçкесем пухнă. Чечек кăшăлĕ явса Вальăн вилтăпри çине хурса хăвартăмăр.
24
Ку суя аэродромăн пурнăçĕ вĕçленчĕ. Тăшман самолечĕсем темиçе хут та киле-киле бомба пăрахрĕç. Вĕсем хăйсен вăйхалне усăсăр пĕтернине сисмен айвансем.
Пире чаçа чĕнеççĕ. Пуçтарăнса çула тухрăмăр. Утатпăр. Тарăн вар пуçĕпе иртнĕ чух Варук чарăнса тăчĕ те: — Командир юлташ, çырма тĕпĕнче машинăсем пур, — терĕ шăппăн.
Нихăшĕ те асăрхаман, вăл курнă. Шурлăхлăрах вырăнта, чăнах та, виçĕ грузовик ларать. Фашистсен машинисем.
Инкек-синкекрен сыхланас шутпа йăпăр-япăрах тĕмескесем хыçне выртрăмăр. Никам та явăнмасть-и таврара? Сăнатпăр. Чылай вăхăт иртрĕ, çын çӳрени курăнмасть. Эппин, хуçисем çук. Мĕн сăлтавпа пăрахса хăварнă-ши? Мĕн тĕлĕнмелли пур! Вăрçăра тем те пулать. Тен, шоферĕсем тарнă, тен, персе пăрахнă вĕсене.
Варук машинăсене кайса тĕрĕслесшĕн. Командиртан ирĕк ыйтать. Командир васкамасть.
— Мĕн тăватăн машинăпа? Эсĕ шофер мар-иç. Ан кай, ― ӳкĕтлет Елис ăна.
— Трактористпа шофер хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та çук. Ялта грузовикпа çӳренине маннă-и вара? — текелет Варук.
— Пурпĕрех çак машинăсемпе санăн ĕç çук. Чĕнмен çĕре пуçна пырса ан чик.
— Ан йăсла-ха, Елис, — чарасшăн ăна Варук. — Шутсăр кайса пăхас килет. Виçĕ машина! Тен, пĕри те пулин юрăхлă. Утиччен машинăпа чупма лайăхрах.
Командир чармарĕ. Тĕрлеттерчĕ Варук машинăсем патне.
— Асту, тен, мина хурса хăварнă! — кăшкăрать Катя. Асăрханса пускалать Варук машинăсен çывăхĕнче.
Акă пĕр машина кабинине кĕрсе ларчĕ. Пăркалать, пускалать. Иккĕмĕш машина кабинине те тĕрĕслерĕ. Майне килтереймест пулас — машинăсем тапранмаççĕ. Виççĕмĕш кабининче чылайччен мăштăртатрĕ вăра. Варук унтан пире аллипе кăчăк туртрĕ. Пытăмăр.
— Херсем, ку машини аванах, — тет Варук. — Пулăшăр. Тапратсан, каять.
Варук мĕн хушать, çавна тăватпăр. Каялла та, малалла та тĕрттерчĕ машинăна. Тапратрăмăр хайхискерне. Çул çине тĕртсе тухсан, кабина çине ӳкерсе хунă фашистсен хӳреллĕ хĕрес паллине çĕçĕпе хыртăмăр. Варук кабинăри лармалли сак айĕнче темле шĕвек тупрĕ. Савăчĕ туллиех. Çĕтĕк йĕпетсе унпа сăтăртăмăр.
— Çĕр çинчен те çапла тасатмалла фашистсене, шăрши-марши ан юлтăр, — пуплеççĕ хĕрсем.
Машинăна йăлтах шывпа çурăмăр. Йăлтăртатакан пулчĕ. Варук пире тӳрех лартмарĕ-ха. Çĕр хăлаçа яхăн чуптарса пăхасшăн. Пур пайĕ те тĕрĕсех ĕçлет-и, чарсан чарăнма пĕлет-и?
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...