Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Елис, ку хыпара илтсен, шутсăрах кулянать ĕнтĕ. Çырса ярас мар-тăр. Кайран, тем вăхăтран, аса илĕпĕр луччă.
Хăпарса çитрĕмĕр мачча çине. Чуна сивĕ. Утăм ярса пусас килмест. Тен, кунта çын вĕлерен фашист ача чух вылянă-тăр, йыт-кушака пăвнă пулĕ. Шан-ха вĕсене, мина та лартса хăварма ӳркенмĕç.
Йĕри-тавралла пăхкалатпăр. Ним те курăнмасть. Каялла анатпăр. Виççĕмĕш пӳрт маччи çийĕнче хамăр мĕн шыранине тупрăмăр. Тĕрлĕ тĕслĕ хут тĕркисем темиçе. Пире çакă кирлĕ те.
Эпĕ хутран чечек ăсталама пĕлейместĕп. Хам ĕмĕрте нихăçан та çав ĕçе пикенсе пăхман. Тата тĕрлĕ тĕслĕ хут та курман. Астăватăп: ĕлĕк килте, кĕтесре, турăш пурччĕ. Сухаллă папай сăнне ӳкернĕччĕ унта. Йĕри-тавра кăпăртатакан илемлĕ хутпа капăрлатнăччĕ. Атте-анне курман чух, вăрттăн, хутне чĕпĕтсе илеттĕмĕр те выляма пукане укçи тăваттăмăр.
Чĕрĕ чечекрен пуç кăшăлĕ явма пултаратăп. Анчах чĕрĕ чечеке ăçтан тупăн? Халĕ март уйăхĕ кăна-çке. Телейсĕр Кира. Пĕр мăкăнь чечекĕ хурăттăм тăпру çине.
Катя — чăн-чăн ăстаçă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех парнелĕх тĕрлĕ тĕслĕ хутран чечек кăшăлĕ ăсталанă тейĕн. Кĕрен хутран хатĕрлени роза чечекĕ евĕрлех.
Верентсен упа та ташлать. Сăнатăп Катьăн пӳрнисем вылянине. Ман чечексене пурпĕрех чĕрĕ теме çук. Ан ятла ĕнтĕ, Кира.
Хĕвел аннă вăхăтра Кирăна çĕре чикрĕмĕр. Чыс туса пăшал печĕç.
«Кунта Тăван çĕршыва хӳтĕлесе совет салтакĕ — хĕр-пике Кира Чернова куç хупнă».
Вулатăр çакна иртен-çӳрен. Пĕлтĕр паттăр хĕр çинчен, пуç тайтăр…
35
Фашистсен тĕп йăви — Берлин пирĕн аэродромран çĕр хĕрĕх-çĕр аллă километрта кăна теççĕ. Ку аэродром пирĕн фронт линийĕнчен аллă-утмăл километрта. Фронт хăвăрт куçса пынипе аэродромсем туса ĕлкĕреймеççĕ. Нимĕçсем чакнă чух хăйсен аэродромĕсене айăн-çийĕн çавăрса хăварнă. Халĕ çуркунне, самолетсене çĕр тăрăх чуптараймастăн, вĕсене асфальтланă çул кирлĕ. Аэродром аякра — чăрмав, ырă вăхăт сая каять. Летчиксем меслет шыраса тупрĕç, автобус çӳрекен шоссе çулĕпе усă курас. Ĕçе татса пама çар начальникĕсем пычĕç. Аван шухăшласа тупнă. Шоссе çулĕ çинчен вĕçсе тăма тытăнчĕç вара пирĕн самолетсем. Нимĕçсем шыранă, тупайман совет самолечĕсем вĕçекен аэродромсене. Тавçăрса илеймен тăшман совет летчикĕсен чеелĕхне.
Пирĕн эскадрильйăна темиçе кун ĕнтĕ ĕç хушмаççĕ. Çаплах тепĕр вĕçеве хатĕрленетпĕр. Тепĕр вĕçев çăмăл йышши мар: Берлин çийĕн фотоӳкерчĕксем тума каякан самолетсене хӳтĕлемелле. Тăшман сывлăшран е çĕр çинчен тапăнас-мĕн пулсан, хамăра тата пирĕн хӳтлĕхри самолетсене мĕнле сыхласа хăвармалли меслетсене веренетпĕр. Доска çине чертежсем ӳкерсе параççĕ. Вунă тĕрлĕ маневр. Хăшĕнпе усă курма тивĕ унта, чухлама хĕн малтанах.
Булатпа иккĕн шкулти пек юнашар ларатпăр. Чăн-чăн урок. Шăнкăрав та янăрать.
Юлашки урок хыççăн Булат мана тăхтама хушрĕ.
— Мĕн пулчĕ?
— Калаçмалли пур. Тимлĕн итле эпĕ каланине. Тӳрех хирĕç ятласа ан тăк.
Эпĕ, килĕшнине пĕлтерсе, пуçа сĕлтетĕп.
— Талюна, туй тăвар-и?
— Мĕнле туй?
— Мăшăрланар.
Кулса ятăм.
— Пĕлсех тăтăм çапла пуласса, — кӳренчĕ каччăм.
— Эсĕ ан çиллен-ха. Хаваслă мана, çавăнпа кулмасăр тӳсеймерĕм.
— Итле эсĕ, — хистет Булат. — Пуян çынсем ĕлĕк туй хыççăн ют çĕршывсем тăрăх çул çӳреме тухса кайнă. Эпир Берлин çийĕн вĕçĕпĕр. Илĕртмест-и вара сана çак?
Ихĕлтетесси самант таçта кайса кĕчĕ.
— Ах, Булат, тем кĕтет-ха пире Берлин тӳпинче, — терĕм шухăшлăн.
— Шанар ăраскалăмăра. Ку таранччен тĕрĕс-тĕкелех, ӳлĕм те йĕркеллĕ пулĕ.
Кантăк умне пырса тăтăм. Йывăç папкисем паркаланнă. Тураттисем çинче кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Пирĕн хыççăн Тăван çĕршывран килмен-ши вĕсем? Мана телейлĕ пурнăç сунса юрланăнах туйăнать.
Туй... Мĕн тумалла? Хирĕçлес-и? Капла çитес вĕçеврен ыррине ан кĕт. Пăсăлма пултарать. Вĕçев ăнăçлăхĕ савăнăçлă кăмăлтан нумай килет. Чĕре хĕсĕнчĕ, хĕрхенетĕп Булата. Ун хуйхи — ман хуйхă. Пĕр-пĕрне ытлашши хăнăхса çитрĕмĕр. Эпĕ унсăрăн самант та пурăнаймастăп. Чăн-чăн юрату пулĕ ку. Кама кĕтес? Вилни чĕрĕлмĕ. Тытатăп та акă, качча каятăп. Туй хыççăнхи çулçӳрев те ĕмĕр асăнмалăх юлĕ.
Çавăрăнса тăтăм та Булат еннелле сылтăм алла тăсрăм. Каччă чăрр пăхрĕ иккĕленсе. Çавăнтах тавçăрчĕ те пулас. Куçĕсем шуйланчĕç. Чупса пырса аллăма ярса тытрĕ.
— Килĕшетĕн-и? — тет.
— Килĕшетĕп.
Булат ыталаса илчĕ, хыттăн-хыттăн чуптурĕ. Генерал патне чĕнет. Пĕрлешме вăл кăна ирĕк парать.
Çавтăнтăмăр та ыткăнса тухрăмăр пӳртрен. Пире эскадрилья командирĕ — Иванов капитан хирĕç пулчĕ.
― Сирĕн çине пăхсан, чун савăнать, — кулкалать вăл. ― Ялан пĕрле, шыв сапсан та уйăрас çук.
— Командир юлташ, — чĕнет Булат, — эпир мăшăрланасшăн.
Хамăрăн ĕмĕт-шухăша йăлт уçса пачĕ.
— Ман енчен чару çук. Саламлатăп кăна. Иккĕн тан тав тăватпăр ăна.
Виççĕн кĕтĕмĕр генерал патне. Эпĕ те, Булат та чĕлхене çăтнăн ним калаймастпăр. Юрать, командир юлташ хăюлланать.
— Авланма шут тытнă-ха, — тет вăл.
— Эсĕ-и? — тĕлĕнет генерал.
— Мĕн эсир, генерал юлташ, манăн килте арăм та, ача та пур. Вĕсем эпĕ киле таврăнасса кĕтеççĕ.
— Эппин, кам авланасшăн? Ним те ăнланаймастăп.
— Мĕнле кам авланасшăн, пирĕн геройсем пĕрлешесшĕн. Акă вĕсем, — тĕллесе кăтартать капитан пирĕн çине. ― Сирĕнтен пил ыйтма килчĕç. Питĕ килĕшӳллĕ мăшăр.
— Костинпа Итемри мăшăрланасшăн-и?
— Эпир! — Булатпа иксĕмĕр те хыпăнса ӳкрĕмĕр. — Берлин çине арлă-арăмлă пулса вĕçесшĕн.
— Вăрçă пĕтиччен тăхта, Костин юлташ, — ăшшăн кулкалать генерал. Хăй мана куç хĕсет вăрттăн.
— Тăхтамастăп. Юлашки çапăçусене çумра юратнă арăм пуррине туйса вĕçесшĕн.
— Эсĕ, Талюна, качча каясшăн-и вара Костина?
— Качча каятăп. Эпĕ ăна юрататăп, — пат татса хуратăп. Сăмахăм муталанчăк тухрĕ.
Генерал пире мăшăрланма ирĕк пачĕ. Туй пекки столовăйĕнче пулать. Чи çывăх туссене чĕнсе çавăрăнтăмăр.
— Эх, ача, ытла килĕшӳллĕ мăшăр эсир, — ăмсанать пире Варук. — Иксĕр те герой. Ялта тĕлĕнеççĕ ĕнтĕ.
Катя Измайлова та ырлать:
— Маттур эсĕ, Талюна. Кунтан чипер каччă тупаяс та çук.
Мана пĕркенчĕк кирлĕ. Мĕнрен хатĕрлес? Варук простыне пăсма хушать. Тĕрĕсех калать вăл. Шурă миткаль туянаймăн кунта.
Варукпа иккĕн хĕрлĕ çип тупса простынь кĕтесĕсене пĕчĕк тĕрĕсем лартрăмăр.
Булат валли те ĕç тупăнчĕ. Ăна консервă банки тĕпĕнчен вунă пуслăх кĕмĕл укçа пысăкăш çаврашкасем кастартăмăр, шăтарттартăмăр. Çаврашкасене нухратран ним чухлĕ те уйăраймăн. Тĕрĕ тĕрленĕ простынь тавра çутă нухратсене çĕле-çĕле çыпăçтартăмăр. Ĕнтĕ никам та хурлаймĕ — чăн-чăн пĕркенчĕк.
Булат эпир темтепĕр шухăшласа кăларнинчен кулать. Палăртнă вăхăт çитет, ăна хăнасене кĕтсе илме столовăйне ăсатрăмăр.
— Тухъяччĕ, — тет Варук.
Çук япалана ăçтан тупăн? Хамăр касса кăларнă нухратран тухъя çĕлеме пултараттăм, анчах эпир кану çĕрĕнче мар, пирĕн вăхăт хĕсĕк.
Тухъя вырăнне пуçа пилотка тăхăнатăп. Унăн хĕрлĕ çăлтăрĕ тухъя çамки çинчи тенкĕ пекех йăлтăртатать. Кăкăр умĕнче те чи чаплă «шӳлкеме» — «Ылтăн Çăлтăр» пур.
Пилотка çийĕн, чăваш йăлипе, пĕркенчĕк уртса ятăм.
— Хӳхлетне? — тĕпчет Варук.
— Унсăр мĕнле.
Пыратпăр. Пĕр енче — Варук, тепĕр енче ―Катя Измайлова. Шел, Елис çук. Столовăйне кĕрсен, пĕркенчĕке авăса-авăса хĕр йĕрри пуçларăм:
Ах, тантăшсем, тантăшсем,
Эпĕ сирĕн хушăрта
Çинçе пĕвĕме ӳстертĕм,
Чăн-чăн мăкăнь çеçки пек
Саркаланса çӳрерĕм.
Эпĕ хальхи вăхăтра
Çич ют килне каятăп,
Мĕн курасса пĕлместĕп, —
Çавăнпа эп йĕретĕп.
Шӳтленине ăнланса пурте алă çупса ячĕç. Ман çума Булат пырса тăчĕ. Ун кăкăрĕ çинче те «Ылтăн Çăлтăр», йăлтăртатать. Эпир лартăмăр. Сĕтелĕ çара, апат-çимĕç сахал.
— Чухăн туй, — кулянатăп сасăпах.
— Эх, ача, ун пек ан кала, Талюна, — йăпатать Варук. — Кам ăнланмасть пулĕ, кăна ячĕшĕн çеç ирттернине.
— Пĕр хут çеç качча каятăп-çке, туй та пĕр хут çеç пулать.
— Йăнăш шухăшлан, Талюна, — шав лăплантарасшăн тăрăшать мана тантăшăм. — Тулăх туйне, киле тавăрăнсан, пĕрле тăвăпăр. Тимук çавна кăна кĕтет.
Тĕрĕс калать Варук. Чăн-чăн туйне килте тăвăпăр. Кăмăлăм уçăлать, чун хаваслăхпа тулать.
Акă тамаша! Кăна кĕтмен эпĕ: столовăйне генерал кĕчĕ тăчĕ. Эппин, вăл хăй çыннисене хисеплет. Ăна тĕпелелле иртме чĕнетпĕр. Турткалашса тăмарĕ, паллах. Чи малтан вăл пире алă тытса саламларĕ, телейлĕ пурнăç сунчĕ. Эпир те ăна сума суса килнĕшĕн тав тăватпăр.
Генерал пушă алăпа килмен. Шампански эрех кăларса лартрĕ. Уçнă чух шăв-шав тăчĕ вара пĕр кана. Шӳтлеççĕ, кулаççĕ.
Туй нумая пымарĕ.
36
Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Темиçе кун хатĕрленнĕ вĕçев пуçланмалла.
Берлин... Хăçан та пулсан çитсе курăп-ши унта? Калаймастăп. Анчах тата темиçе минутран эпĕ ун çине çӳлтен ывăç тупанĕ çине пăхнă пек пăхăп. Илĕртӳллĕ вĕçев, туй хыççăнхи çулçӳрев.
Шурăмпуç çути çĕкленет. Эпир — аэродромра. Самолетсем хатĕр. Пирĕн истребительсем, летчик алли пырса тĕкĕнессе, халь-халь ухă йĕппи евĕр тӳпенелле вăшлатасса кĕтнĕ пек, хĕрлĕ сăмсисене мăнаçлăн кăнтарса лараççĕ.
Командир самолет сăмсисене сăрлаттарнăранпа эскадрильйăна айăпласа ятланине тек илтмен. Çаплах ырăпа асăнаççĕ. Тата «Иванов капитан ертсе пыракан эскадрилья» тесе вăрăммăн каласа тăмаççĕ, кĕскен «хĕрлĕ сăмсаллисем» теççĕ кăна.
Команда парасса кĕтетпĕр. Пĕри те шарламасть. Çумра тăракан Булат паçăрах аллăма хыттăн чăмăртарĕ. Ăна сăмахсăрах ăнлантăм; «Пуçна ан ус! Яланхиллех хăюллă пул. Çĕр çине çавăрăнса киличчен!» — терĕ ĕнтĕ вăл.
Икĕ самолет аэродромран умлă-хыçлă çĕкленчĕ. Вĕсем çинче — Берлина тӳперен сăнаса ӳкерекенсем. Акă, пире çĕкленме те команда янăрарĕ. Йăпăр-япăр хăпарса ларатпăр. Самант та иртмерĕ, пирĕн эскадрилья та вĕсем хыççăн сывлăш çулĕ çине тухрĕ.
Вĕçнĕ май сывлăшра татах самолетсем курăнчĕç. Бомбардировщиксем те пур. Пĕтĕмпех хамăрăннисем. Вĕсем урăх аэродромран çĕкленнĕ. Ĕçĕ пурин тĕ пĕр — Берлина ӳкерсе илесси. Пысăк хула. Пĕр-ик çын тумалли ĕç мар, вуншарăн кар тăмалла. Самолетсем Берлин çине тĕрлĕ енчен вĕçсе кĕмелле.
Берлин курăнать ав. Вăл кăн-кăвак тĕтрепе витĕннĕ.
Совет самолечĕсене тăшман асăрханă. Çывхарма пуçласанах, зенитчикĕсем çӳлелле вут-хĕм сирпĕтме пуçларĕç. Пуçа ан пырса чик. Хăйсен тĕп хулине вирлĕ сыхлаççĕ.
Çак вăхăтра пирĕн бомбардировщиксене ертсе пыраканĕ тем иккĕленсе пăркаланма пуçларĕ. Хăрамалла чăнах та, çав тери переççĕ... Анчах пирĕн командир — Иванов капитан радиопа приказ пачĕ: «Малалла!». Ерет пăсăлчĕ. Кĕтмен инкек: пирĕн икĕ бомбардировщик пĕр-пĕринпе пырса çапăнчĕç те çĕрелле кĕрслетрĕç. Летчиксен кăмăлне хуçрĕ ку. Юрать-ха, Иванов капитан командир пурне те рете тăратрĕ.
Тăшман зенитчикĕсем çине бомбăсем тăкăнчĕç. Истребительсем те вашлатса иртнĕçемĕн пулеметран шатăртаттарчĕç.
Вут-хĕм урлă каçрăмăр.
Берлин çийĕн вĕçетпĕр. Аппаратсем ӳкереççĕ пулĕ. Аялалла пăхса илесчĕ манăн та, анчах ку сĕмсĕрленнипе пĕрех. Эпĕ те ыттисем пекех куçа-пуçа енчен енне чалăртса çеç пыратăп.
Унччен те пулмарĕ, тăшман иетребителĕсем пĕлĕт хыçĕнчен чăмса та тухрĕç. Тăваттăшĕ пĕрле, ыттисем икшерĕн-икшерĕн çӳлерехрен те аяларахран вĕçеççĕ. Нумаййăн мур илесшĕсем. Çăлăнса тухайăпăр-ши? Вăйсем тан мар. Мана Суворов калани аса килчĕ: «...Йышпа мар, ăспа çĕнтер».
Тытăçас марччĕ. Тĕллев урăхларах-çке пирĕн.
Ĕçлĕ самолетсене хӳтĕлеме кар тăтăмăр. Куматпăр кăна вĕсен çийĕн.
Тăшман самолечĕсем атакăна кĕчĕç.
— Итемри, сыхлап, хыçăнта — фашист! — асăрхаттарать мана командир.
Çӳлелле вирхĕнетĕп. «Персе тивертетех-ши эсрел? — шеллесе илтĕм хама. — Эх, ăçта тупма тивет вилĕм».
Мана кĕтмен пулăшу çăлчĕ. Булат сывлăшра та мана куçран вĕçертместех иккен. Вăл, мана тăшман тапăннине курса, ăна лешĕнчен маларах персе ĕлкĕрет. Тăшман самолечĕ çулăмпа хыпса çĕрелле чикĕнет.
Халĕ нимĕç самолечĕсем манран аялта. Хĕвел хĕрелсе тухать. Ку çӳллĕшрен тапăнма меллĕ. Хĕвел енчен атакăна кĕретĕп. Пĕр «мессерĕ» ман умра. Мана асăрхарĕ те тӳпенелле чăмрĕ. «Тараймастăн!» — тетĕп ăшăмра. Ăна хăваласа çитсе пынă май алă айĕнчи кнопка çине пусрăм... Эпĕ кăларса янă снарядсем «мессера» пырса тирĕнчĕç те йăлтăрр çуталчĕç. Радиатортан шыв пĕрĕхрĕ, вăл вĕлкĕшекен шурă хăю евĕр курăнчĕ. Çавăнтах хура тĕтĕм пайăрки тăсăлчĕ. Летчик кабининчен çулăм чĕлхи яртлатса тухрĕ. Хĕмленекен «мессер» кĕçех хам çине ӳкетчĕ, аран пăрăнма ĕлкĕртĕм.
Ыттисем мĕнле-ши, тĕрĕс-тĕкĕлех-ши? Куçпа пăхса çавăрса илме май çук.
Аялта пушар. Тӳперен ӳкнĕ самолетсем вут хыптарчĕç-тĕр.
Тата мĕн вăхăт пычĕ-ши çапăçу? Ман алăра Булат парнеленĕ сехет. Çанна сирсе сехет çине пăхаймастăп.
Часах каялла таврăнма команда пулчĕ. Тăшман самолечĕсем — пĕтнисем пĕтрĕç, ыттисем тарчĕç.
Анса лартăмăр. Пурте куç умĕнче, Алеша таврăнаймарĕ. Вăл фашистсен виçĕ самолетне тăрăнтарнă, хăй те ӳкнĕ.
Арçынсем пилоткисене хыврĕç. Алешăна асăнса, пĕр авăк чĕнмесĕр пуçа усса тăратпăр.
Булат ман çумра. Курах кайрăм: унăн тăнлав çинчи çӳçĕ шап-шурă. Пурă çăнăхĕ тăкăннă-и? Алă тутри кăларса шăлтăм — тасалмасть. Ăнлантăм, вăл çак вĕçев вăхăтĕнче кăвакарнă.
Задание ăнăçлă пурнăçланăшăн тав турĕç пире.
* * *
Çыру тыттарчĕç. Конверт çине палламан алăпа çырнă. Çырăва васкаса уçрăм та тӳрех вĕçне пăхрăм. «Елисăн çывăх юлташĕ Грачов».
Ырра пĕлтермест ку. Чĕре шарах çурăлчĕ. Вулама пуçларăм.
«Хаклă Талюна!
Сире питĕ хурлăхлă хыпар пĕлтерме тĕл тивнишĕн каçарăр.
Нейсе таврашĕнче пирĕн вăйлă çапăçусем пулчĕç. Кунне темиçе хут та атакăна кĕтĕмĕр. Тăшман чакмасть. Сывлăшран та тапăнса хăшкăлтарчĕ. Кашни хăлаçшăн нумай юн тăкрăмăр, çынсем вырта-вырта юлчĕç. Елис çаплах урлă-пирлĕ пуля вĕçнĕ çĕре аманнисене илме кĕрсе тăчĕ. Миçе çынна çăлмарĕ-ши вăл! Аманнă командира та хăйĕн çурăмĕ çине хурса упаленчĕ вут-çулăм витĕр. Юлашкинчен хăй те çапăçу хирĕнче ӳкрĕ. Эпир ăна ыттисемпе пĕрле çар чысĕпе пытартăмăр.
Ротăра ăна пурте юрататчĕç. Пуринпе те ăшшăн калаçатчĕ вăл, çынна пулăшма хатĕр тăратчĕ. Сирĕн пирки каласа панине пĕрре мар илтнĕ. Аппăш вырăнне хуратчĕ вăл сире.
Гимнастерка кĕсйинче сирĕн адреса тупрăмăр. Çырса пĕлтерме хушрĕç юлташсем...»
Улесе йĕрсе ятăм. Елис çук тенине ĕненместĕп! Пулма пултараймасть! Мĕншĕн раснах унăн пурнăçĕ татăлмаллаччĕ? Эх, ылханлă фашист, мĕн тери лайăх хĕре çирĕр. Никам та каçармасть сире çакăншăн. Тăхтăр, тавăрас кун çитĕ! Çав кун çывăхрах.
37
Пурте митинга пуçтарăннă. Куропаткин замполит фронтăн Çар Совечĕ Чĕнсе каланине вулать. Унта фашистла Германин тĕп хулине — Берлина илсе çĕнтерӳ ялавне çакмалли çинчен каланă.
«...Çынçиен гитлеровецсене пирĕн çĕр çинче калама çук хăрушă ĕçсем тунăшăн тавăрас вăхăт çитрĕ, — тенĕ Чĕнсе каланинче. — Хамăр Тăван çĕршывшăн... Малалла, Берлин çине!...»
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...