Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Степан Иванович, мĕн пулнă сана? Мĕншĕн кăмăлсăр эсĕ?
— Çук-çке... Ывăннă çинчен кăштах сыпма шутларăм çеç... — тунчĕ Çтаппан.
Матĕрне чĕри лăпланмарĕ пулин те, ятарласа тĕпчеме хăймарĕ. Тепĕр тесен, унăн сĕтелĕ хушшинче Çтаппан эрех ĕçме шухăшлани ăна савăнтарчĕ.
— Юрĕ, халех тултарса парăп! — килĕшрĕ те Матĕрне пӳлĕмрен тухса кайрĕ. Часах черкке çине эрех тултарса Çтаппан умне лартрĕ. —Ĕç, тархасшан... — Çтаппан ĕçсе ярсан татах сĕнчĕ: — Ĕнтĕ çырткала-ха. Çимĕçе чаплах мар та ан тирке. Эсĕ паянах килессе пĕлнĕ пулсан, вĕри апат хатĕрлеттĕм.—
— Матена Игнатьевна, пур пулсан, тепĕр черкке тултарса пар-ха...
— Степаи Иванович, мĕн пулнă сана? Чирлемерĕн пулĕ-çке?
— Эпĕ сывах.
— Апла мĕн пăшăрхантарать сана? Е килте инкек сиксе тухрĕ-и?
— Ийя, — ассăн сывласа хуравларĕ Çтаппан. Мĕн пулнине веçех каласа парас шухăш пырса кĕнĕччĕ, анчах тӳссе ирттерчĕ. «Кин намăс кăтартни çинчен ют çынна мĕнле каласа парас? Пурпĕр çăмăл пулас çук. Култарни çеç».
— Кинӳ чирлемен пулĕ-çке? Мăнуку сывах-и?
— Пурте чирлĕ... — ним калама аптранă енне персе ячĕ Çтаппан. Ун кăмăлĕ пушшех йывăрланчĕ.
— Апла тесен, чăн та, пысăк инкек.. — çуйланса ӳкрĕ Матĕрне. Çавăнтах ӳпкелеме тытăнчĕ: — Чирлĕ çынсене ма пăрахсах килтĕн тата? Вĕсем сываличчен килте пурăнсан та тем марччĕ. Е кинӳпе мăнукна кунта илсе килмеллеччĕ. Хулара тухтăрсем те пур. Пурăнма тесен ман пӳлĕм çителĕклĕччĕ.
Ку сăмахсеи Çтаппан чĕрине çемçетрĕç. Халех каймасан каласа. памасăр тӳсес çуккине туйса, сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Степан Иванович, ма çимесĕрех тухрăн?
— Васкатăп, Матрена Игнатьевна. Апатшăн тавтапуç. Эсĕ ырă тунине нихçан та манас çук, — терĕ Çтаппан, алăк патнелле утăмласа.
Матĕрне юриех хатĕрленĕ вырăн çине выртса канма сĕнесшĕнччĕ, лешĕ кĕтмен çĕртен тухса кайма шут тунипе пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Алăк хупăнса юлсан, Матĕрне пуçне сĕтел çине хурса сасăпах макăрса ячĕ.
XXI
Слободаран инçе мар вырнаçнă хăма çуракан завод кăшкăртрĕ. Кăнтăрлахи сменăра ĕçлекенсем улшăнас вăхăт. Çирĕм ултталла çитнĕ, мăйăхĕпе сухалне ӳстернĕрен хăй çулĕнчен аслăрах курăнакан çамрăк çын рама чарчĕ, подрамщикпа пĕрле ĕç вырăнне тасатрĕ, цехран тухрĕ. Кĕçех пĕр хутлă йывăç çурт тĕлне çитсе, çенĕк алăкĕ çумĕнчи шăнкăрав кнопки çине пусрĕ. Ăна çулланнăрах кил хуçи хĕрарăмĕ уçса кĕртрĕ.
— А-а... Саша... Çитрĕн те-и? Паян ытла та хăвăрт-çке? — кăмăллăн кулкаларĕ вăл. Çамрăк çын васкарах утнипе кăна маларах çитрĕ пулсан та, кашни кун ăсатса та кĕтсе илекен кил хуçи хĕрарăмĕ часах асăрхарĕ.
— Маларах çитрĕм пулас çав, — хуравларĕ çамрăк.
— Хĕрсемпе курнăçма васкатăн-им?
— Курнăçасшăн-ха, Варвара Макаровна, — терĕ те çамрăк хăй пӳлĕмне кĕчĕ.
— Ун пӳлĕмĕнче ытлашши нимех те çук. Сылтăм енчи стена çумĕнче тимĕр кравать. Ун çинче мунчала чышса тунă матрац, кивĕрех утиял. Пĕчĕк сĕтелпе икĕ пукан. Сулахай енчи стена çумĕнче çӳлĕк. Унта кĕнекесем, турă йĕркисене вĕрентекеннисем те пур.
— Саша, малтан чей ĕçтерес-и е апатне парас-и?
— Халлĕхе нимĕн те кирлĕ мар, Варвара Макаровна...
— Ма тата? — тĕлĕнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
— Пĕрле ĕçлекен юлташ хăнана чĕнчĕ. Çавăнта кайма васкатăп, — ăнлантарчĕ çамрăк.
— Апла питĕ аван. Халь те ниçта тухмасăр пурăнатăн. Çамрăка тухкаласа çӳрени ытлашши пулмĕ.
Кузнецов килĕнче çамрăк çынна яланхи пекех вашават кĕтсе илчĕç. Вăл пурне те хаваслăн ал тытса тухрĕ.
— Ну, чипер кайса килтĕн-и, Евдокия Ларионовна? Ман çемье мĕнле пурăнать? Ванюк сывă-и, ӳсет-и?
— Пурне те йĕркипе каласа парăп-ха, Николай Степанович... Малтан кучченеç парнелем-ха сире... — Кузнецовпа Микула шарламасăр ларчĕç. Дуся хутаçран пĕр пит-шăлли кăларчĕ те: — Леонид, ку сан валли, Николай Степанович арăмĕ, Анна Александровна, парса ячĕ, —тесе Кузнецова тыттарчĕ.
— Тĕлĕнмелле хӳхĕм ал ĕçĕ ку! — ырласа илчĕ Кузнецов.
— Леонид, курасчĕ эсĕ! Николай Степанович арăмĕн элли чăн та ылтăн.
— Тавтапуç! Чун-чĕререн тавтапуç хаклă парнешĕн! Дуся тепĕр питшăлли кăларчĕ.
— Ку хама валли-ха, — тесе айккинелле хучĕ. Виççĕмĕшне кăларса Николай Степановича пачĕ.
Микула питшăллине тытса кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. Хуравлама сăмах тупаймарĕ. Куçĕ çеç савăнăç куççулĕпе тулчĕ.
Дуся мăйăр хутаçне кăларса кăштах тирĕк çине ярса илчĕ, юлашкине Микулана пачĕ.
— Ку хаклă кучченеçе те мăшăру парса ячĕ. Ялта арăмупа ывăлу чиперех пурăнаççĕ тесе калама хушрĕ. Леонид, курасчĕ эсĕ!.. Николай Степанович арăмĕ чăннипех ӳкерчĕк çинчи пек илемлĕ те ырă кăмăллă хĕрарăм.
— Эсĕ ирттерсе мухтатăн, Евдокия Ларионовна, — ун сăмахĕсем тем пекех савăнтарчĕç пулин те, именерех хуравларĕ Микула.
— Çук, пĕрре те ирттерсе мар, Николай Стенанович. Ывалу çинчен каласа пама сăмах та тупаймастăп. Унашкал чипер, сывă та йăрă ачана эпĕ урăх курнине те астумастăп. Вăл çичĕ уйăхра çеç пулин те сак хĕрринчен тытса утать. Тетте купăс парсанах каласа юрлама тытăнчĕ. Унпала мечĕкле выляса савăнтăм вара...
— Ну, вăт... Килти лару-тăрусем аванах, Николай Степанович. Уссăрах пăшăрханатăн. Дуся апат-çимĕç хатĕрлерĕ.
Вĕсем сĕтел хушшине ларчĕç.
— Атте мĕнле пурăнать тата? — ыйтрĕ Микула.
— Николай Степанович, каçар тархасшăн, ун çинчен пĕлтерме йăлтах манса кайнă. Сан аçу килте çукчĕ.
— Килте çукчĕ? — канăçсăрланма тытăнчĕ Микула.— Ăçтаччĕ вăл?
— Вăл ĕçлесе укçа тупма Хусана килнĕ, терĕ.
— Ку вăт пырасла! — тĕлĕнчĕ Микула. Çав самантрах ашшĕне Атăл çине кайма чĕннине, ун чух вăл ниепле те килĕшменнине, халь хăй ирĕкĕпех тухса килнине каласа парасшăнччĕ. Урăх шухăшсем пăшăрхантарма пуçланипе калаймарĕ. Апла вĕсем начар пурăннине ăнланчĕ. Дуся кун çинчен е тĕплĕн пĕлеймен, е ăна хуйхăртас мар тесе шарламасăр ирттерчĕ. Микула ассăн сывласа ыйтрĕ:
— Апла килте Анукпа ывăл çеç-и?
— Иккĕшĕ çеçчĕ, — çирĕплетрĕ Дуся.— Николай Степанович, уншăн ним те ан шухăшла. Аçу нумай вăхăт пурăнмалла кайман. Тырă акма çитетĕп тесе тухса кайрĕ терĕ Анук.
Микула, чăн та, кăштах лăпланчĕ. Çак вăхăтрах ăна ашшĕпе тĕл пулас шанăç пырса кĕчĕ. Ун чухне пурин çинчен те тĕплĕн ыйтса пĕлĕ.
Кузнецов сăмаха урăххи çине куçарма шут тытрĕ.
— Тата сехмет мĕнле пурăнать унта?
— Сехмет-и? — тепĕр хут асăнса илчĕ те Дуся, ун пит-куçĕнче вылякан савăнăç çухалчĕ. Сасси те улшăнчĕ. — Тĕрĕссипе каласан, эпĕ чĕрĕ юлса халь сирĕнпе пĕрле пулни ансăртран кăна килсе тухрĕ.
— Мĕн калаçатăн эсĕ? Микула та сывлама чарăнчĕ.
Дуся Миххапа мĕнле тĕл пулнине тата чуть çеç унăн чарсăрла йăлисен парни пулайманнине каласа пачĕ.
Кузнецов хресченсен пурнăçĕ çинчен тĕплĕнех пĕлменччĕ. Дуся каласа панă хыççăн ялти сĕлĕхсем ун чĕрине сăнă пек пырса тăрăнчĕç. Вăл хăй арăмĕшĕн çеç мар, мĕнпур хĕн-хур туссе пурăнакан хресченсемшĕн çилленсе те тăвăлланса эхлетрĕ:
— Акă мĕнле подлец вăл!
Пулăшу пама аллине тăснă вырăс хĕрарăмне чут çеç таптаса вĕлерменнине илтсен, Микула чĕринче курайманлăх çеç мар, Миххана тавăрас çилĕ вĕресе хăпарчĕ.
— Куншăн ăна ахаль хăварма юрамасть! — сăмах хушрĕ вăл.
— Тĕрĕс, Николай Степанович! Анчах мĕнле майпа?
— Çук, Николай Степанович, ĕрĕхнĕ лаша пек тĕрлетсе кайнипе тăшмана нумаях тавăраймăн, Ана тавăрас тесен тăнăç кăмăллă пулмалла, кашни ĕçех шутласа тумалла. Эпир çак ĕçсем сирĕн ялти Миххаран çеç мар, пиншер ытти Миххасемпе обществăлла стройран, влаçра çĕр улпучĕсемпе капиталистсем тăнинчен килнине аван пĕлетпĕр. Миххана тавăрас тесен, ĕçхалăхĕ курайман обществăлла строя çапса салатмалла. Çакна хăвăртрах çывхартас тесен, миллионшар ĕçхалăхне кĕрешĕве хутшăнтармалла... Татăклă каласан, Николай Степанович, чăвашла листовкăсем е хаçат кăларсан питĕ аванччĕ. Сехметĕн тискер йăлисем çинчен çеç йĕркипе çырса салатсан та, чăваш чухăнĕсем пуянсене ытларах курайми пулĕç. Анчах ку ĕçе мĕнле йĕркелĕпĕр-ши?
Ку ыйту ун умне пĕрремĕш хут тухса тăчĕ пулин те, Микула ăнланчĕ ăна.
— Леонид Сергеевич, Хусанта чăваш чĕлхипе кĕнекесем кăлараççĕ.
— Хам та çавнах каласшăнччĕ. Чавашла кĕнеке кăларнă çĕрте чăвашсем те пулма тивĕç. Малтанлăха вĕсемпе паллашса, вĕсен кăмăл-шухăшне пĕлсен аванччĕ.
— Тăрăшăп, Леонид Сергеевич!
— Питĕ аван. Ан тив, ку сан пуçламăш хут татăклă ĕç тума хушни пултăр.
Вĕсем нумайччен калаçса ларчĕç. Юлашкинчен Кузнецов чăлантан пĕчĕк брошюра илсе тухса тыттарчĕ.
— Николай Степанович, асăрханарах вула. Хут çине нимĕн те çырса ан ил. Анланман сăмахсене ахалех астума тăрăш. Кайран иксĕмĕр пĕрле ăнланма тăрăшăпăр.
— Пĕтĕмпех эсĕ хушнă пек тăвăп, Леонид Сергеевич, — сăмах пачĕ те Микула ырă каç сунса тухса кайрĕ.
Микула анлăн утса пырать. Пуçĕнче хаваслă шухăш йăсланать: «Килти пурнăç аптрамаллах мар. Ывăл та ӳсет. Тен, кĕçех аттепе тĕл пулăп. Вăл Науççарах ĕçлет-и, тен. Тĕл пулсанах киле кайма хушăп. Вара Анукпа ывăлăма та çăмăлрах пулĕ». Пуринчен ытла ăна Кузнецов ĕç хушни савăнтарчĕ. Вăл тахçантанпа ĕмĕтленни çитрĕ.
Çак самантра Микулан хуткупăс каласа юрлас килчĕ, çумра купăсĕ пулмарĕ. Вырăнĕ те юрламалли вырăн мар. Вара вăл нумай пулмасть вуланă сăмахсене аса илчĕ: «Высоко в горы вполз Уж и лег там в сыром ущелье, свернувшись в узел и глядя в море. Вдруг в то ущелье, где Уж свернулся, пал с неба Сокол с разбитой грудью, в крови на перьях... 0, если б в небо хоть раз подняться!.. Врага прижал бы я... к ранам груди и... захлебнулся б моей он кровью... 0, счастье битвы!.. Безумству храбрых поем мы славу!
Безумство храбрых — вот мудрость жизни! О смелый Сокол! В бою с врагами истек ты кровью... Но будет время— и капли крови твоей горячей, как искры, вспыхнут во мраке жизни и много смелых сердец зажгут безумной жаждой свободы, света!
Пускай ты умер!.. Но в песне смелых и сильных духом всегда ты будешь живым примером, призывом гордым к свободе, к свету!
Безумству храбрых поем мы песню!..» Микулана кил хуçи хĕрарăмĕ уçса кĕртрĕ. Апат çиме сĕнчĕ. Анчах Микула юлташĕсем патĕнче аван хăналарĕç тесе ирттерчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ урăх калаçса тăмарĕ, ырă каç сунса уйрăлчĕ.
Микула хăй пӳлĕмне кĕчĕ, алăкне çекĕлпе çаклатса питĕрчĕ. Ĕнтĕ никам та курас çук çĕрте вăл питшăллине кăларса чуптуса илчĕ. Ăна пуç вĕçне çакса хучĕ. Вара кĕсйинчен тахçантанпах вулама ĕмĕтленсе пурăннă брошюрине кăларса сĕтел çине хучĕ. Ун хуплашки çине мĕн çырнине вуларĕ: «К. Маркс и Ф. Энгельс. Манифест Коммунистической партии». Вара малтанхи страницине уçрĕ: «Призрак бродит по Европе —призрак коммунизма...»
XXII
Тепĕр кунне Микула хваттерне тĕттĕмленсен тин таврăнчĕ. Вăл пристаньсем çинче, баржăран вут пушатнă çĕрте тата ĕç шыракансен хушшинче пулса курчĕ, анчах ашшĕне тупаймарĕ. Пурпĕрех ăна тĕл пуласса шанчĕ.
Кил хуçи арăмĕ ăна каçхи апат çитерчĕ. Микула пӳлĕм алăкне çаклатрĕ. Матрац айĕнчи брошюрине кăларса вулама тытăнчĕ.
Ана вăл иртнĕ каçах вуласа тухнăччĕ-ха, ăнланман сăмахсене астуса юлма тепĕр хут вуларĕ: «Орудие производства... Производительные силы...» «Хресченсем реакционнăй сословисем пулса тăраççĕ» тесе çырни тĕлне çитсен аванмарланчĕ. Хресченсене пролетариатсен ретне куçарас, пурнăç çине хăйне евĕр пăхма пăрахтарса, пролетариат евĕр пăхтарас килчĕ. «Буржуазия производит прежде всего своих собственных могильщиков. Ее гибель и победа пролетариата одинаково неизбежны», — малалла вуларĕ вăл. Брошюра вĕçĕнче çырнине чунтан килĕшекен юрра юрланă иек вуларĕ: «Пусть господствующие классы содрогаются перед коммунистической революцией. Пролетариям нечего терять в ней, кроме своих цепей. Приобретут же они весь мир. Пролетарии всех стран, соединяйтесь!»
Микула вăхăт мĕнле иртнине, кил хуçи хĕрарăмĕ темĕнле икĕ арçынна уçса кĕртнине, вĕсем салтак аттисемпе йывăррăн шаклаттарса пӳлĕм алăкĕ умĕнчен иртсе кайнине те сисмерĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ кĕтмен хăнасем килсе кĕнипе канăçсăрланма тытăнчĕ. Квартальнăй надзирательпе городовой ахальтен çӳременнине, вĕсем килчĕç пулсан, унăн килĕнче темĕнле юрăхсăр ĕç сиксе тухнине аван ăнланать вăл. Хăй лăпкă пурăннипе ниепле айăпа кĕменнине аса илсен, хваттерте пурăнакансенчен хăшĕ те пулин саккуна хирĕçле ĕç тунине тавçăрчĕ. Анчах хăшĕ-ши? Кил хуçи хĕрарăмĕ, ним пулман чухнехи пек курăнма тăрăшса, хăй пӳлĕмĕн алăкне вашаватлăн уçрĕ.
— Тархасшăн, савнă хăнасем вырăнне пулăр. Эсир хисеплесе килнĕшĕн чунтан савăнатăп. Лимон ярса пĕрер стакан чей ĕçме кăмăл тумăр-ши? Хамăр тин çеç ĕçрĕмĕр те, сăмавар чашкăрсах ларать-ха.
— Ануфрий Панкратович, — шӳтлĕрех сасăпа чĕнчĕ квартальнăй городовоя, — эсĕ мĕнле шутлатăн?
— Эпĕ çапла шутлатăп, господин квартальнăй, çăкăр-тăвартан пысăк пулни çылăх.
— Аслă калатăн, Ануфрий Панкратович, — паçăрхи пекех шӳтлерĕ квартальнăй, — анчах тĕнчере унтан ăслăрах сăмах та пур: тытăннă ĕçе туса пĕтерсен кирек мĕн тума та ирĕк, теççĕ.
— Ку та тĕрĕс, господин квартальнăй, — килĕшрĕ городовой.
Вара квартальнăй кил хуçи хĕрарăмĕ енне çаврăнчĕ:
— Акă мĕн, ырă хуçа, чейне кайран та ĕçĕпĕр. Халь хăвăр патăрта хваттерте пурăнакансене кăтарт-ха, —терĕ.
— Хаваспах, господин квартальнăй. Халь вĕсем шăпах килте — евĕклĕн килĕшрĕ те кил хуçи хĕрарăмĕ полицейскисене ертсе кайрĕ.
Алăка хуллен çеç шаккарĕç пулин те, ытла кĕтмен çĕртен пулнипе, Микула шартах сикрĕ. Тăруках ним тума аптранипе хытса тăчĕ.
— Саша!
«Эпĕ мĕн тума кирлĕ пултăм ăна?» —шухăшлама ĕлкĕрейчĕ Микула, алăк тулашĕнче кил хуçи хĕрарăм такампа калаçнă сасă илтĕнчĕ:
— Ахăртнех, çывăрать пулмалла.
Алăк тулашĕнче арçыннăн сивĕрех те нӳремсĕр сасси илтĕнчĕ:
— Хытăрах шакка!
«Ют çын, Кам вăл? Мĕншĕн шаккаççĕ? Кунта мĕн кирлĕ вĕсене?» Микула сыхланса кăна вуламалли кĕнеке пуррине аса илчĕ те, чĕри çуйлăн тапма тытăнчĕ. «Ухтарма килчĕç мар-и? Леонид Сергеевич ахальтен упранма хушрĕ-и-мĕн? Эпĕ ăна пытарма шанăçлă вырăн та хатĕрлемерĕм. Ăçта хурас ĕнтĕ?» Вăл çиçĕмрен те хăвăрт пӳлĕм тавра пăхса çаврăнчĕ. Ниепле шанăçлă вырăн та тупаймасăр, тӳшек айне чиксе хучĕ.
Алăка хытăрах шаккарĕç. Микула чĕтрекен аллипе катерчĕ те айăккинерех пăрăнса тăчĕ.
— Саша, сана ахăртнех тутлă ыйхăран вăратрăм пулĕ, ан çиллен, — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
— Килĕрех, — куçне алăк çинчен илмерĕ Микула. Алăкран квартальнăйпа городовой кĕчĕç те, пӳлĕм тăруках тулса ларчĕ. Микулана сывлăш çитми пулчĕ, чĕри мăлатук пек шаккама тытăнчĕ: Квартальнăй çăткăн куçĕсемпе пӳлĕм ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ.
— Мĕншĕн нумай кĕттертĕн? — терĕ сиввĕн.
— Каçарăр, тархасшăн... Эпĕ çывăрса кайнă та туйман...
— Айăплă çынна хурăн хуллипе çапнине пĕлместĕн-и эсĕ, сукин сын!
Микула ним калама аптранипе сăмах чĕнеймесĕр тăчĕ. Ун хутне кĕрсе, кил хуçи хĕрарăмĕ сăмах хушрĕ.
— Господин квартальнăй, ку çамрăк çын ман килте пурăнакансенчен чи лайăххи. Вăл хăйне яланах лăпкă та хисеплĕ тытать.
Квартальнăй çамрăк çын ни вилĕ, ни чĕрĕ тăнине тата кил хуçи хĕрарăмĕ питех хăраса кайнине астуса илчĕ. Полицейскин мăнкăмăллăхне çын хăранисĕр пуçне мĕн тивĕçтертĕр тата? Анчах ăна тем пулсан та палăртма юрамасть. Унсăрăн вăл полицейски те пулмĕччĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...