Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Мĕн ĕçлесе пурăнатăн? — ыйтрĕ квартальнăй.
— Хăма çуракан заводра ĕçлетĕп.
— Апла иккен... — те ĕненсе, те ĕненмесĕр мăкăртатса илчĕ те квартальнăй аллине çӳлĕк çинче выртакан кĕнекесем еннелле тăсрĕ.
«Пуçланчĕ...» Микула пуçне усала систерекен шухăш пырса çапрĕ. Ухтарсан брошюрăна тупасса ним иккеленмесĕрех шанчĕ вăл. Вара пĕтĕмпех пĕтрĕ. Анчах ку ытла та ăссăрла килсе тухрĕ. «Вăл вĕренни революцилле ĕçе усă параймасăрах çухалĕ-ши вара? Тем тери асаплантарсан та кĕнекене кам панине каламăп», шухăшларĕ Микула.
Квартальнăй пĕр кĕнекине илсе уçкаласа пăхрĕ те сассине кăштах çемçетрĕ:
— Евангели вулатăн-и?
Микула хăйне чĕнсе каланине илтрĕ, пурпĕр нимĕн те шарлаймарĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ, квартальнăй мĕн ыйтнине аван ăнланнипе тата унăн сасси улшăннине туйсан, каллех Микула хутне кĕме васкарĕ:
— Вăл турра ĕненекен çын, господин квартальнăй. Евангели тата турă йĕркисем çинчен çырнă ытти кĕнекесене те вулать. Кашни вырсарникунах чиркĕве çӳрет.
— Çамрăк çын турă йĕркисене тытса пурăннине мухтама тивĕç, — мăкăртатрĕ квартальнăй. Ытти кĕнекесене тĕрĕсле пуçларĕ. Тытма юраман кĕнекесем тупăнманнине пула ухтарма чарăнчĕ, Микула еннелле çаврăнчĕ:
— Çамрăк çын, паспăртна пар!
Микулан çӳçпуçĕ вирелле тăчĕ. Брошюрăна тупассинчен тем пекех хăранăччĕ, ĕнтĕ паспорта ыйтаççĕ... «Мĕн тума? Эпĕ суя паспортпа пурăннине пĕлчĕç-ши? Миххан мунчине çунтарнă тесе арĕслеме килчĕç-им?» — таçта тĕпсĕр шăтăка ярăннă пекех туйăнчĕ Микулана.
Кил хуçи хĕрарăмĕ хваттерте пурăнаканĕ хăранипе çухалса кайнине сисрĕ. Полици тени кама ан хăраттăр! Каллех Микулана пулăшас кăмăлĕпе:
— Саша, паспăртна кăтарт! — тесе астутарчĕ. Микула юлашкинчен тăна кĕчĕ. Сĕтел сунтăхĕнчен паспăртне кăларса квартальнăя тыттарчĕ.
— Апла тен эппин... —паспорт çине çырнине ăшĕнче вуласа мăкăртатрĕ квартальнăй. — Хушамату мĕнле?
— Соколов! — хăвăрт хуравларĕ Микула.
— Яту?
— Александр... Клементьевич!
— Ăçта çуралнă?
— Ĕпхӳ кĕпĕрнинче. Çав ятлă уездрах, Турхан вулăсĕнчи Тиуш ялĕнче, — малтанхи пекех ним тытăнкăсăр хуравларĕ Микула.
— Чăваш пулатăн эппин? — питне-куçне пĕркелерĕ квартальнăй.
Микула ăна асăрхаймарĕ, анчах хăйне алăра тыткала пуçланипе хăюллăн хуравларĕ:
— Ийя, господин квартальнăй, эпĕ чăваш! Квартальнай паспорта каялла пачĕ:
— Ырă каç пултăр, çамрăк çын! — терĕ те, вĕсем пӳлĕмрен тухса кайрĕç.
Микула пĕчченех юлсан тин çанçурăмĕ тăрăх вĕри тар юхнине тата ĕмĕр тăршшĕпех ура çинче тăрса ирттернĕ пек ывăннине туйрĕ. Ашĕнче хăйне хăй çилленсе ятларĕ: «Мĕнле революционер пулайăп эпĕ... Чăн вилĕмле хăрушлăхпа тĕл пулсан мĕн курăп?..» Микула пукан çине чул пек персе анчĕ те, намăсран пытанас пек, аллисемпе пит-куçне хупларĕ.
XXIII
Ку çĕре Микула çывăрнă-çывăрманах ирттерчĕ. Полицейскисем кĕрсе тухни ним инкек кӳмерĕ пулин те, хăравçăланса намăса кĕни ăна вут çине пăрахнă пекех çунтарчĕ. Йăнăшнине юсамалăх вăхăт пур-ха. Малтанхи хут полиципе тĕл пулса мĕнле хăравçăланнине ĕмĕрне те манас çук. Ун пуçне урăх шухăшсем те çавăрса илчĕç. Кузнецов патне каймалла. Вара ашшĕне шырамалла. Микула хăвăрт тумланчĕ те, кил хуçи хĕрарăмĕ пырса апат çиме сĕнсен кăштах кӳреннĕ пек пулчĕ.
— Варвара Макаровна, паян вырсарникунне, эпĕ кăнтăрлахи кĕлĕрен тухмасăр апат çименнине мантăр-им?
Кил хуçи хĕрарăмĕ кунашкал йăлана хăнăхса çитнĕрен урăх сĕнмерĕ.
Кузнецовпа арăмĕ Микулана яланхи пекех ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кузнецовăн сăнама вĕреннĕ куçĕсем Микула сăн-пичĕ темшĕн ытла та лутăрканнине тата куçĕсем çывăрман пирки хĕрелсе тăнине асăрхарĕç.
— Николай Степанович, чирлесе ӳкмерĕр пулĕ вĕт? — канăçсăрланса ыйтрĕ вăл.
— Çук, чирлемен.
— Апла тесен мĕн пулнă сана? Ытла та сăнран улшăннă-çке?
— Çаплах, Леонид Сергеевич... Кĕçĕрхи каç маншăн чăн та хăрушă иртрĕ, — тунмарĕ Микула.
— Мĕн пулнă апла? — Ĕнтĕ Дуся та çуйланчĕ.
— Темех мар та... Хам ухмаххипе хăравçă пирки пулчĕ... Ман пата полицейскисем пырса кайрĕç...
— Полицейскисем?
— Паспорт тĕрĕслеме пынă. Эпĕ сехре хăпнипе çухалса кайрăм. Малтанах ухтарма килчĕç пулĕ те брошюрăна тупĕç тесе шухăшларăм. Паспорта ыйтсан, Михха мунчине вут тивертнĕ тенĕшĕн тытма килнĕ пек туйăнчĕ. Вĕсем тухса кайсан, хамран хам вăтаннипе тĕпсĕр шăтăка сикес пекех пултăм. Çĕре çывăраймасăрах ирттертĕм. — Микула каласа пĕтерсен ассăн сывласа илчĕ, Кузнецов ятласса кĕтрĕ.
Лешĕ малтан чăнах та ятласшăнччĕ. Микула ним пытармасăр каласа пани тата чĕререн ӳкĕнни ун кăмăлне улăштарчĕ. Вăл кулса ячĕ.
Ку вăт пырасла... Полицейскисем сан сехруна аванах хăпартнă курăнать!
— Ан та калаç, Леонид Сергеевич. Ĕмĕрне те манассăм çук.
Кузнецов кулма чарăнчĕ. Ĕçченлĕ сасă çине куçрĕ.
— Каç хăвна ху тивĕçсĕр тыткаланине ăнланни начар мар, Николай Степанович. Куна, чăн та, ĕмĕрех асра тытса пурăн. Эпир хамăр ĕçре полицейскисемпе тĕл пуласса кашни сехетрех кĕтмелле. Çухалса кайни пуçа çиме те пултарать. Кирек мĕнле хăрушлăхпа тĕл пулсан та харпăр хăйне хăюллă тыткалама хăнăхмалла, тăнăç кăмăллă пулмалла.
— Ăнланатăп, Леонид Сергеевич... Анчах та...
— Юрĕ, юрĕ... унашкалли тепĕр чух пулкалать вăл. — Микулана пăшăрхантаракан калаçăва вĕçлесшĕн: — Ну, мĕнле, вуларăн-и? — ыйтрĕ Кузнецов.
— Темиçе хут та вуларăм, Леонид Сергеевич, — чĕрĕленчĕ Микула, брошюрăна кăларса пачĕ.
— Ăнланайман сăмахсем нумай-и?
Çак ыйту хыççăн вĕсен хушшинче «Коммунистический манифест» çинчен сăмах хускалчĕ. Микула ыйтусем пачĕ. Кузнецов ăнлантарчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле тин Микула ашшĕне шырама шутлине астутарчĕ те, вĕсем уйрăлчĕç.
...Вăхăт каç еннелле сулăничченех шыраса та тĕл пулайманнипе Микула иккĕлене пуçларĕ: «Хула ял мар, ăçта пур çĕрте те шырама ĕлкĕрĕн?» Çапла вăл юлашки хут «Русь» обществин пристанĕ çине кĕчĕ. Кунта халь çеç пăрахут çитсе чарăнчĕ те, ăна пушатма крючниксем чупса кĕрсе кайрĕç. Микула кăштах пăхса тăнă хыççăн хваттерне таврăнма шут тытрĕ. Ашшĕ крючниксем хушшинче пуласса вăл аса та илмерĕ. Сасартăк ăна пăрахут çинчен çăк йăтса тухакан пĕр крючник чарса тăчĕ. Ку крючник пĕр вăхăтрах тăватă михĕ йăтнă—иккĕшне подушки çине хунă, иккĕшне хул хушшине хĕстернĕ. Микулана вăл ашшĕ пекех туйăнчĕ. Тумĕ, сăн-сăпачĕ ытла та улшăнни çеç иккĕлентерчĕ. Акă крючник вырăна çитрĕ те, ун çийĕнчен михсене пушатакансенчен пĕри ăна ăшшăн сăмах хушрĕ:
— Степа, уссăрах хăвна ху шеллемесĕр кунашкал йывăр йăтатăн. Унсăрăн та ĕлкĕретпĕр!
— Нимех те мар, — хуравларĕ лешĕ.
Микула чĕри савăклăн вăркăшма тытăнчĕ. Енте ним иккĕленмелли те çук, ашшĕ ку. Çак самантрах ăна ыталаса илес килчĕ унăн. Упранма кирлине аса илнипе çеç ун пек тумарĕ.
Çтаппан, михĕсене хурса хăварсан, чĕрине ыраттаракан шухăша путнăскер, никама-ниме астумасăр пăрахут еннелле утрĕ. Иртнĕ каç вăл эрех ĕçсе ӳсĕрĕлĕп те хуйха-суйха манăп тенĕччĕ—пулмарĕ. Çĕр хутах çывăраймасăр çунса выртрĕ. Халь ĕнтĕ ăна кинĕ намăса кĕртни çеç мар, урăххи те пăшăрхантарма пуçларĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мĕнле-ха мăнука курмасăрах, вăл мĕнлине пĕлмесĕрех тухса килме хăйрăм эпĕ?» Çтаппан хăй çумне çамрăк çын пырса тăнине те асăрхаймарĕ. Мостки çине, çынсем çук çĕре çитсен, хăйне хуллен чĕннине илтрĕ:
— Атте...
Çтаппан çаврăнса пăхрĕ те тĕлĕнчĕ: «Эккей, э... Атте тенĕ пекех илтĕнчĕ-çке? Кам-ши ку?» Юнашарах мăйăхлă та сухаллă, çине çӳхе пиншак тăхăннă, сăран атăллă çамрăк утса пырать.
Микула ашшĕ паллайманнине ăнланчĕ. Ку уншăн кулăшла пек туйăнчĕ, савăнтарчĕ те... «Тăван атте те паллаймарĕ пулсан, ытти çынсем пушшех паллаймĕç!»
— Атте, паллаймарăн-им мана?
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр... — пĕтĕм чĕринчен хумханса эхлетрĕ Çтаппан, ывăлне ыталасшăн пулчĕ.
Микула асăрхаттарчĕ, чарчĕ ăна.
— Атте, малалла ут. Çынсене хамăр çине ан пăхтар...— Кăштах пырсан: — Ĕçе хăçан пăрахатăр? — терĕ.
— Кĕçех пăрахатăп.
— Ху тĕллĕн ан пăрах, атте. Вĕçне çитиех ĕçле. Вара урама тух. Эпĕ çак вырăнсенеллех çӳрĕп.
Вĕсем уйрăлчĕç. Анчах Çтаппан малалла ĕçлеме пултараймарĕ. Вăл ывăлĕ çинчен ытла та нумай шухăшланă, ним сас-хурасăр çухалнăшăн çунса пурăннă. Кĕтмен çĕртен унăн ывăлĕ, чун-чĕринчен юратакан ывăлĕ тупăнчĕ. Çтаппан Богданов патне пычĕ те:
— Илюш, паян эпĕ урăх ĕçлейместĕп, — терĕ.
— Мĕн пулчĕ? Эсĕ сăнран та йăлтах улшăннă-çке? — чăнласах çуйланчĕ Богданов.
Çтаппанăн çавăнтах хăйĕн пысăк савăнăçĕ çинчен — ывалĕ тупăнни çинчен — каласа парас килчĕ. Анчах Микула асăрхаттарнине асра тытрĕ.
— Ытлашши темех пулман та... Хама хам сывах мар пек туятăп, — тесе хуравларĕ.
— Апла пулсан, общежитие кай та вырт. Эпир нумаях тăмастпăр, пыратпăр, — килĕшрĕ Богданов.
Çтаппанпа Богданов калаçнине крючниксем те илтрĕç.
— Степа, эрех çине пăрăç ярса ĕç. Вара тем чир те иртсе кайĕ! — хута кĕчĕç вĕсем.
Çтаппан тус-йышĕсене тав тума мансах вĕсенчен уйрăлчĕ. Подушкине хурса хăварма общежитие кĕрсен, Матĕрнене тĕл пулчĕ.
— Степан Иванович, ĕç пăрахрăр та-и?
— Çук-ха.
— Эсĕ ма килтĕн тата?
— Эпĕ-и?.. — Çтаппан чарăнчĕ. Суяс та килмест ăна, тĕрĕссине калама та çук.
— Степан Иванович, — ӳпкелесе чĕнчĕ Матĕрне, — эпĕ сана темĕнле усал туса çиллентернĕ пекех айкашатăн?.. Каç та ним сăмах каламасăрах тухса кайрăн. Паян та чĕнмесĕр çӳретĕн...
Çтаппан, кăмăлĕ хумханнипе хăй мĕн тăвасса пĕлмесĕр, аллисене Матĕрне хулпуççийĕ çине хучĕ.
— Матрена Игнатьевна, — çепĕççĕн чĕнчĕ вăл, — эсĕ мана çиллентерме мар, ырă кăна тунă. Ман çемьене телейлĕ тăвасшăн тăрăшнине ĕмĕрне те манассăм çук. Эсĕ маншăн чи çывăх тăван пекех...
Матĕрне чĕри çурхи хĕвел ăшшинчи юр пекех ирĕлчĕ. Юратнă арçын аллисем ун хулпуççийĕ çинче. «Эсĕ маншăн чи çывăх тăван пекех» тени ун хăлхине кĕсле сасси евĕр янăрарĕ. Матĕрне, Çтаппана ыталаса илесрен хăйне аран чарса, ачашшăн ӳпкелесе илчĕ:
— Ху çаплах нимĕн те каламастăн... Темскер пытарасшăн манран...
— Тепĕр чух каласа парăп, Матрена Игнатьевна. Халь манран нимĕн те ан ыйт. Çакна çеç калама пултаратăп, ман кăшт уçă сывлăша тухса çӳремелле...
— Степан Иванович! — аса илсе чĕнчĕ Матĕрне, — апат çисе кай! Халех антарса паратăп!
— Тавтапуç, Матрена Игнатьевна... Эпĕ нумаях çӳремĕп. Таврăнсан апатланăп! — терĕ те Çтаппан тухса кайрĕ.
Урама тухсан, кĕсйинче пĕр пус та çуккине аса илсе, кăштах пăшăрханчĕ. Пĕр-пĕр трактире кĕрсе ывăлне хăна тусан аванччĕ те... Анчах крючниксем патне, пуринчен ытла Матĕрне патне, укçа ыйтма таврăнас килмерĕ.
— Атте, мĕншĕн ытла ир килтĕн? Ĕç пăрахрăр та-и вара? — кĕтсĕ илчĕ Çтаппана ывăлĕ.
— Ыттисем юлчĕç... Эпĕ пĕчченех тухрăм. Уншăн ан пăшăрхан. Ман тус-йышсем аван çынсем, хăйсемех пушатса пĕтерĕç. Эпĕ çак самант килессе нумай кĕтрĕм, çавăнпа ĕç пăрахиччен тӳсме пултараймарăм...
Микула ашшĕне аван ăнланчĕ. Хăй пулсан та тӳссе тăрас çукчĕ.
— Юрĕ. Атя, ресторана кĕрсе ларар.
— Ман çумра...
— Темех мар, атте. Ман кăштах пур.
Вĕсем ресторана кĕчĕç. Микула пушă пӳлĕм ыйтса илчĕ, апат-çимĕç илсе килме хушрĕ. Пӳлĕмре иккĕшĕ юлсан, Çтаппан ывăлне астутарчĕ.
— Эпир иксĕмĕр ал та тытман-çке-ха!
— Атте!.. — Ача чухнехи хаваслă сассипе чĕнчĕ те Микула ашшĕне ыталарĕ.
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, ачам... — пăшăлтатрĕ Çтаппан:— Эсĕ чул çыхса шыва пăрахнă пек çухалтăн. Ун хыççăн ял хушшинче тем тĕрлĕ халап та çӳрерĕ... Паянхи телейлĕ саманта кĕтсе илессĕн сунманччĕ...
— Атте, каçар... Сире хам çинчен пĕлтерменшĕн айăплă. Анчах çапла кирлĕ пулчĕ. Полици ман йĕр çине ан ӳктĕр тесе сас-хура памасăр пурăнма тиврĕ. Мана пĕтнĕ тесе шутлани питех те аван.
— Ийя, ачам...
— Атте, эсĕ улшăннă. Малтанах сана паллаймарăм та, — терĕ Микула.
— Эсĕ те нумай улшăннă, ачам.
— Хăш енчен?
— Эккей, э... сухал, мăйăх ӳстерсе янă. Ытларах маттуррăн курăнатăн.
— Вăхăт, атте... Текех каччă мар ĕнтĕ. Эсĕ çамрăкланнă вăт.
Çтаппан пуçне пĕкрĕ. Вăл намăс çуртĕнче пулнине аса илчĕ те ывăлĕ çине пăхма та аванмарланчĕ. Официант кĕрсе тухсан, Çтаппан урăх сăмах çине куçрĕ:
— Ну, мĕнле пурăнатăн? Ăçта ĕçлетĕн?
— Астăватăн-и, Окружной судран таврăнсан, эпĕ сире ырă кăмăллă вырăс çыннисем çинчен каласа панăччĕ?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачам, астăватăп çеç мар, вĕсем асран та тухмаççĕ. Кунта ĕç шырама килсен, вĕсем мана тĕл пулса пулăшĕç тесе шутларăм.
— Вăт, атте, шăп та çав вырăс çыннисем мана тăван пек йышăнса ĕçе вырнаçтарчĕç. Халь эпĕ хăма çуракан заводра ĕçлетĕп. Аванах пурăнатăп. Аса илнĕ пек чухне, халь ман ятăм Микула мар.
— Мĕнле апла Микула мар? — ывăлĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ Çтаппан.
— Çаплах, атте. Хам ятпах çӳресен мана полицейскисем тупма пултарнă. Çавăнпа ята улăштарма лекрĕ. Çын умĕнче мана Саша тесе чĕн. Эпĕ Александр Клементьевич ятлă. Хушаматăм ман — Соколов.
Çтаппан ăнланса илеймерĕ пулсан та килешрĕ.
— Юрĕ, эсĕ калашле пултăр.
— Ĕнтĕ, атте, каласа пар-ха: ман арăмпа ывăлăм мĕнле пурăнаççĕ унта?
Çтаппан чĕри тӳлтлетсе тапма тытăнчĕ. Çамки çине сивĕ тар пăчăртанса тухрĕ. Вăл ирĕксĕрех çакна аса илчĕ: ывăлĕпе телейлĕ тĕл пулнă вăхăтра ырри вырăнне усал хыпар пĕлтерме тивет. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кин çинчен мĕнле каласа парас ăна?»
Микула ашшĕ улшăннине çав самантрах сисрĕ.
— Атте, мĕн пулчĕ сана?
Çтаппан кинĕ çинчен сăмах хускатма йывăр пулин те каласа пама тивессе ăнланчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачам... Çак самантра эсĕ ман сассăма илтиччен манăн чĕлхе типсе ларсан аванрахчĕ...
— Атте, эсĕ мана йăлтах хăратса пăрахрăн. Йĕркипе каласа пар, тархасшăн, мĕн пулнă? — хуллен ыйтрĕ Микула.
— Сан арăму ытла та пуйса кайнă... Халь унăн лаша та пур...
— Фу... — çăмăлраххăн сывласа ячĕ Микула. — Эпĕ килте темле инкек сиксе тухнă тесе хăранăччĕ. Лаша туянни аван япала.
— Мĕне кура савăнатăн? — кăмăлсăрланчĕ Çтаппан.
— Ара, атте... Юлашкинчен те пулин пирĕн каллех лаша пур. Кĕçех ĕне илĕпĕр. Вара каллех ĕлĕкхи пекех пурăнма пуçлăпăр.
— Усăсăрах савăнатăн, ачам...
Ашшĕ çине тăрсах теме систерсе калаçни Микулан хавас кăмăлне сирчĕ.
— Мĕншĕн уссăр, атте? — Çтаппан хуравлама васкаманнипе Микула чĕри тепĕр хут хускалчĕ! — Эсĕ тем пытарасшăн...
Çтаппан хăйпе хăй калаçнă пек хуравларĕ:
— Кунашкал лаша пулнинчен пулманни аванрахчĕ... Ан тив, эпир чухăн пурăнаттăмăр та, хамăра тивĕç телейлĕччĕ. Çынсем пире куçран сурма, пӳрнепе кăтартса кулма пултараймастчĕç... Эпир çынна куçран пăхма вăтанмастăмăрччĕ. Халь...
— Халь пирĕн пит-куçа тăлавар çĕлесе çӳреме тивет.
— Мĕншĕн?
— Лаша илнĕ укçине... — Çтаппан сасси хуллен, сӳрĕккĕн илтĕнчĕ. — Михха панă... Кин ăна савнăшăн...
— Мĕн терĕн эсĕ?!.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачам... Чĕре çурăлас пек ыратать. Хамăн пĕртен-пĕр юратнă ывăлăмшăн усал хыпар илсе çӳрес килместчĕ ман... Анчах ним тума... Чăннинчен иртсе кайма çук. Ĕнер çеç килте пултăм та...
—Ĕнер?
— Ийя, ачам... Вара çакна пĕлтĕм. Темиçе кун каярах кин лаша илнĕ. Ял халăхĕ малтанах ку укçана вăл хăй патне кĕрсе выртнă ыйткалакана çаратса юлнă тесе шутланă. Тĕпчеме тытăнсан...
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...