Шăши


Кушак шăшие мĕншĕн хăвалать?


Пĕр уйра шăши çури пурăннă. Тусĕсем пулман пирки вăл пĕчченех уй тăрăх чупнă, никампа та хутшăнман.

Пĕррехинче çакскер тус шырама кайнă. Уй хĕррипе утсан-утсан пĕр пысăк хапха умне çитнĕ. Кил хуçи шăпах урама тухнă иккен.

— Эсĕ кам? — тĕлĕнсе ыйтнă шăши. Çын малтанах нимĕн те асăрхаман.

— Эсĕ кам? — каллех ыйтнă шăши.

Виççĕмĕш хут чĕнсен çеç этем шăши çурине асăрханă.

— Эпĕ этем, эсĕ ху кам?

— Эпĕ шăши çури, тус шырама тухрăм. Эпĕ санăн тусу пулам-и?

— Юрать, пулах. Юлташ пурри пăсмасть.

Вĕсем пĕрле пурăнма пуçланă. Шăшие кунта питĕ килĕшнĕ. Кунĕн-çĕрĕн чупса çӳренĕ вăл, çĕнĕрен-çĕнĕ шăтăксем тунă, кĕçех кил хуçин тырă миххисене те шăтарма пуçланă, Кил хуçи çывăрма выртсанах шăши калла-малла чупнă, тырă вăрласа çинĕ. Çакă этеме килĕшмен, питĕ тарăхтарнă. Вăл шăшие хăйĕн килĕнчен хăваласа янă. Вăл каялла таврăнасран кушака хурал тăма хушнă, хăйма çитерме шантарнă.

Шăпах çакăнтан кушак шăшие хăвалама пуçланă.

 

* * *

Кушак ним тума аптранипе тус шырама тухрĕ тет. Йытă патне çитсен, ăна юрласа пама ыйтать. Вăл юрланине килĕштермест. Йытă тарăхсах каять, кушака хăваласа ярать.

Малалла

Уйрах пурăнатăп


Пĕррехинче уйра пурăнакан шăши хваттерте пурăнаканнине хăнана чĕнчĕ. Лешне хăнара килĕшмерĕ, сĕтел пачах та тулăх мар тет уйри шăшин.

— Эсĕ ман пата кил! Манăн сыр та, кăлпасси те, аш та, çăкăр та, тем те пур, — хăнана чĕнчĕ тет хайхискер тусне.

Уйри шăши пĕр кунхине хваттере хăнана кайса килме шутларĕ тет.

Çитрĕ тет. Чăнах та, хваттерте тутлă шăршă сисĕнет тет.

Пĕр-ик çимĕç патне çитнĕччĕ çеç, унччен те пулмарĕ — кушак сасси илтĕнчĕ те, шăши уйри хăнине хăвăрт çеç айккине шутарчĕ. Кăшт çеç кăлпасси татăкне ас тивсе курчĕç хайхисем.

Кушак тухса каясса чылай кĕтсе ларма тиврĕ. Лешĕ тухса кайсан кăшт çикелерĕç те хваттер курма пуçăнчĕç.

— Чим-ха, чим, эс кунта ан пус, — туртса илчĕ тет хваттер шăшийĕ уйрине. — Унта лексен вилме пултаратăн.

Капкăн пур иккен.

— Э-э-э, — хăйне валли пĕтĕмлетӳ турĕ тет уйри шăши. — Эпĕ уйрах лайăх пурăнатăп. Хама хам хуçа. Никам та мана чăрмантармасть! — çапла каласа уйри шăши ирĕкелле тухса чупрĕ тет.

Сурăхсем


Пĕр ир Шăши шăтăкран тухнă та

Чупкаласа çӳрет сулхăнта.

Ăна курах каять кĕтӳри ват Сурăх.

 

— Хӳри çине пус, ан кăшкăр урăх! —

Тесе кун патне чупаççĕ лешĕсем.

 

Ват Сурăх Шăшине вĕçертсе ямарĕ,

Акă кĕтӳ пăлханма пуçларĕ.

Пурте Шăши курма чупаççĕ,

Тĕрткеленеççĕ, пĕр-пĕрне чышаççĕ.

— Хуллен! — тет ват Сурăх.

— Ма пит тăрăнатăр?

Ан тĕртĕр мана, Шăшине тартатăр!

— Пучах касаканни мар-и ку? Пăхăр-ха! —

Тет пĕри.

— Çавă, çавă! — тет тепри. —

Çак ĕнтĕ картари выльăха

Пучахсăр улăм çитерет,

Вăл темле сăтăр тума та ĕлкĕрет.

Çавăншăн ăна

Хĕнес пулать кăна!..

Пурте килĕшеççĕ унпала.

Тилĕ тус килсе тухать, калать:

— Тăвансем! — тет йăвашшăн, —

Итлĕр, эп сире çакна каласшăн:

Йывăр ĕç мар вăл Шăшине хĕнесси,

Анчах кама пулĕ-ха ун усси?

Шăшине ăса кӳртеймĕр хĕнесе,

Улăмпа хăварăр çеç витсе...

Лешсем чупсах ĕçле пуçлаççĕ,

Шăши çине купаланă улăмне

Малалла