«Ирӗклӗх» В.В.Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ сӑмахпа килӗшмесӗр ҫырнӑ уҫӑ ҫыру
В. Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ ухмахла сӑмах - Федераципе Республикӑмӑр Конституцийӗсемпе саккунлӑхӗсене, тӗнче шайӗнче ҫирӗплетнӗ ирӗксене хирӗҫлет, халӑхпа ертӳлӗхе аташтарма пултарать, ӑна Чӑваш Республикинче нимӗнле те нихӑҫан та йышӑнмалла мар.
РФ Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш ен вӑл республика (патшалӑх). Ун йӗркине шута илсех Республика хӑй ҫӗрӗ ҫинче икӗ патшалӑх чӗлхи ҫирӗплетнӗ — пӗртан, тулли праваллӑ чӑваш тата вырӑс чӗлхисем.
Чӑваш Енти Патӑрьел районӗнче Начар Упи текен ял пур (Темшӗн ӑна "Красномайск" текен сӑнсӑр ятпа улӑштарнӑ та халиччен те чӑн ята каялла тавӑрман....).
Асӑннӑ ялта ӗлӗкренпех тутарсем пурнакан кӗтес пур. Ҫав кӗтесе Тутаркасси теҫҫӗ. Официалла хутсенче те ҫаплах ҫырӑнать: улица Татарская. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хальхи вӑхӑтра мӗнпурӗ 8 кил.
Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерекенсем хӑйсен аттестачӗсене илеҫҫӗ. Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухма паракан ҫак пӗрремӗш документа хальхи вӑхӑтра чыслӑн та чаплӑ уяв ирттерсе параҫҫӗ. Унашкал уяв Адыгей Республикинче те иртнӗ, ҫамрӑксене аттестатсем панӑ. Рузанна Туко ятлӑ хӗр сцена ҫине тухсан вара республикӑра пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тепӗр хӗре ылтӑн медале панипе килӗшменни пирки пурте илтмелле каланӑ. Ахаль-махаль хӗр пирки сӑмах пырсан ку пӑтӑрмах пирки Раҫҫейри МИХсем анлӑн ҫутатмӗччӗҫ-ха та.
Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать.
Заметки о дорожном сервисе в России. Реплика пассажира. Мнение
— Почему РЖД возит пассажиров в вагонах прошлого века, а билеты продаёт по ценам нынешнего? — Такой вопрос задавался среди других 15 июня в прямой линии с Президентом РФ Путиным.
Москва-Чебоксары
— Я второй раз еду в Чебоксары, но такого страшного плацкартного вагона ещё не видела, — заметила молодая проводница ночного поезда Москва-Чебоксары, отправившегося в рейс с Казанского вокзала 30 мая.