Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Я не против полиции, я просто боюсь ее.(Альфред Хичкок)
 

Ad

Малалла утар!

РФ пуҫлӑхӗ

  04.12.2008 13:55 | 5012 views
РФ пуҫлӑхӗ кам пулни телеҫыхӑнуранах курӑнать. Ак, Медведевах илес — президент вырӑнне йышӑнма хатӗрленекен кандидат чухне ҫеҫ тухса калаҫрӗ. Халӗ вара калаҫмасть, ун вырӑнне пӗрремӗш министр калаҫать — Путин юлташ. Тӗрӗссипе пирӗн пуҫлӑх Путинах ҫав, Медведев мар.
//халӗ стенограммӑна вулатӑп та «Медведев» хушаматне асӑннине пӗрре те курмастӑп. :)
 
[Comments (2)]

Кӑларса ҫапас умӗн ҫеҫ чӗлхе уҫӑлать...

  19.11.2008 15:36 | 5251 views
http://lenta.ru/news/2008/11/19/shaimiev/

Шаймиев Мускава критикленӗ текен хыпара вуларӑм.
Тӗрӗс калать ӗнтӗ — чӗлхене пӗтересех пыраҫҫӗ шельмӑсем. Шел те, Раҫҫейре демократи пур тесе калаҫҫӗ пулин те, ҫук вӑл. Кашни чиновник хӑйне ӑшӑ вырӑнтан кӑларса пӑрахасран хӑраса ӗҫлет — Мускавра темле арӑш-пирӗш саккун кӑларсан та хирӗҫ чӗнеймест. Кӑларса ҫапас умӗн ҫеҫ вара чӗлхи уҫӑлать. Малтан вара...
Эпир те, ҫынсем, пурӑннӑ чухне епле пурӑнас тетпӗр ҫавӑн пек пурнӑҫа ирттеретпӗр. Вилес умне ҫитсен ҫеҫ пуҫа кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкаласа илетпӗр те каҫару ыйтма пуҫлатпӑр.

More...

 
[Comments (4)]

Пире асӑнман...

  17.11.2008 22:59 | 5053 views
Вӗрентӳ сайтӗнче фантастикӑпа фэнтези конкурсӗ пирки хыпар вырнаҫтарнӑ:
http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=749376

Темшӗн пирӗн ҫинчен пӗр сӑмах та пӗлтермен. Эп, мантарӑн, кунӗн-ҫӗрӗн ярса панӑ хайлавсене вырнаҫтарассишӗн тӑрӑшатӑп (юлашки кунсенче купи-купипе ярса параҫҫӗ...), пӗрремӗш вырӑн йышӑнакансене пурне те картинсем парнелесшӗн... (6 пысӑк картин /пӗрин хакӗ пин тенкӗ патнелле/, 12 — пӗчӗкки /100 тенкӗ/).

Ман кӑмӑла аплах пусараймӑн ҫав — ҫав-ҫавах палӑртнине тӑвӑп!
 
[Comments (1)]

Елчӗк ентешлӗхне Ҫӗнӗ Шупашкара парнеленӗ тет

  11.11.2008 22:48 | 4955 views
Паян cap.ru порталти хыпарсене пӑхна май «Яльчикское землячество в подарок городу» ятлӑ хыпар куртӑм. Тӗленсех кайрӑм — «Ентешлӗхсене те парнелеме пуҫларӗҫ-ши ӗнтӗ?» тетӗп. Тем тесен те ятне виҫҫӗ вуларӑм — ҫапах та ентешлӗхе хулана парнеленӗ пек пулса тухать. Хыпарӗ, паллах, урӑххи пирки — Ҫӗнӗ Шупашкарта Елчӗк ентешлӗхӗ «Елчӗк Ен» ятлӑ уяв ирттерет иккен.
Ҫапла ҫав, вырӑсланатпӑр-вырӑсланатпӑр — вырӑсланса ҫитейместпӗр. Ни вырӑс, ни чӑваш тепӗр майлӑ.

Хыпарӗ кунта: http://gov.cap.

More...

 

Куда?!..

  10.11.2008 14:49 | 5434 views
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче ман Хусанта иртекен ҫавра сӗтеле хутшӑнма тивӗ. Ҫавна май билетне маларах илсе хурас терӗм. Малтан, ав, билет ҫуккипех, Раҫҫей чӑваш пики ӑмӑртӑва кайса кураймарӑм. Тата Шупашкара ҫитнӗ-ҫитнех чукун ҫул вокзалӗнче билета чӑвашла туянса пӑхас терӗм.
Чӳрече умӗнче ҫын ҫукки мана, паллах, кӑмӑла кайрӗ (ара, кунта, Чулхулара, тӑр-ха черетре! Пӗр билета туянмашкӑн сехет ҫурӑ тӑмалла!). Билет сутакан майра сӑнӗпе пӗрре те чӑвашла пӗлекен хӗрарӑм пек туйӑнмарӗ. Ҫавах "Мана Чулхуларан Хусана ҫити билет парӑр-ха" — терӗм. Тата "чӳкӗн 14-мӗшӗн каҫхи валли" тесшӗнччӗ те, анчах тӳрех анратса (чӳкне ӑҫтан пӗлтӗр-ха ӗнтӗ?

More...

 
[Comments (1)]

Хазария. Быль, как небыль

  22.10.2008 16:03 | 6208 views
В России завершились съемки историко-публицистического фильма "Хазария. Быль, как небыль"...

http://lenta.ru/news/2008/10/22/hazaria/

Вӑт... хасарсем пирки фильм та ӳкернӗ иккен. Пӑхасчӗ ӑна...

 

Чӑваш ячӗсем

  20.10.2008 22:19 | 5265 views

...пулсан, вӗсене чӑнах та ют ҫӗршыври халӑхсен хӗрӗсемпе арпаштарма пулатчӗ, ячӗсене кӑна илер: Изабелла, Лиана, Христина, Вероника. Ҫӗр ҫул каярах Элмет чӑвашӗсем паракан Минеслу, Сертевпи, Илемпи ячӗсем вырӑнне ҫак ятсене ҫӗнӗ самана илсе килчӗ ку тӑрӑха...

http://suvar.su/1404.html

Чӑнах та Изабелла ят Нарсписемпе Илемписенчен лайӑхрах пулӗ. Е вырӑнлӑрах... хальхи саманара.
 
[Comments (1)]

Хаҫат-журнал нумайрах пичетленӗ теҫҫӗ...

  18.10.2008 15:35 | 5678 views
http://ru.chuvash.org/news/608.html

Ку хыпара ӗненес пулсан — хаҫат-журнал калӑпӑшӗ ӳсет теме пулать. Ав, ҫӗнӗ журналсемпе хаҫатсем те тухаҫҫӗ.
Анчах та самани халӗ ҫавнашкал — рекламӑллӑ кӑларӑмсен йышӗ ӳсет те ахальлисен чакать. Ҫӗнӗ журналӗсем — пурте рекламӑллисем (вӗсен шутне пирӗн холдинг /ҫапла, эпир халь холдинг ятлӑ/ кӑларма тытӑннӑ «Вся недвижимость» журнал та кӗрет).
 
[Comments (3)]

Cap.Ru хыпарӗсене пӗлсе тӑма

  16.10.2008 14:20 | 5403 views
http://cap.ru сайт чӑвашла мар (пысӑк ҫитменлӗх) пулин те унта хыпар чылай пичетленет. Анчах та хыпар нумай пулин те вӗсене куллен вулса тӑма япӑх — RSS ҫукки чӑрмантарать.
"Ҫук пулсан — тумалла" терӗм те ҫак сайтра робот хатӗрлерӗм — вӑл кашни сехетре пӗрре вӗсен сайтне кӗрсе тухать те ҫӗнӗ хыпарсене уҫласа илет. Уҫласа илнӗ хыпарсенчен вара хам сайтра RSS тума нимӗн те чӑрмантармасть:
http://chuvash.org/cgi-bin/index.cgi?a=caprurss

Унсӑр пуҫне эпӗ хыпарсемпе "Яндекс. Лента" урлӑ вулама хӑнӑхнӑ — хыпар епле тухать, вӑл пӗр 5 минутран ҫав хӑюра вырнаҫать.

More...

 

Сайт килӗшрӗ

  10.10.2008 22:49 | 7585 views
Тӗнче тетелӗнче ҫак сайта пырса кӗтӗм:
http://tung.by.ru/

Кунта эвенк чӗлхине вӗрентеҫҫӗ. Ман шутпа питӗ чаплӑ хатӗрленӗ! Чӑваш чӗлхине вӗренмелли сайт ҫавнашкал чаплӑ пулсан — ҫынсем, тен, ун патне туртӑна та пуҫлӗҫ?
Ятарлӑ уроксем хатӗрлемешкӗн эпӗ хам енчен пӗр 10 пин укҫа та шеллесе тӑмӑттӑм.
 

Темӗн лӑпӑртатаҫҫӗ

  09.10.2008 13:01 | 4974 views
Украина Радине каллех салатса янӑ. Хальхи депутатсем пӗр ҫул ытларах ҫеҫ ӗҫлеме ӗлкӗрчӗҫ (VI суйлав пӗлтӗр авӑнӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ)...

Хронологи:
* 1-мӗш суйлав 1990 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Унта лекнӗ депутатсем 4 ҫул патнеллех ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
* 2-мӗш 1994 ҫулта суйланнӑ — вӑл та 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 3-мӗш суйлав 1998 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 4-мӗш суйлав тепӗр 4 ҫултан иртнӗ — малтанхи пекех, пушӑн 30-мӗшӗнче.
* 5-мӗш суйлава вара 4 ҫул ӗҫлеме паман. Депутачӗсене пушӑн 26-мӗшӗнче суйланӑ, анчах та пӗр ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӗсене унтан хӑваласа янӑ.

More...

 

Патаксемпе ункӑсем

  08.10.2008 16:42 | 4901 views
Кирилицӑллипе латинла алфавитсенчи патаксемпе ункӑсене шутласа пӑхас терӗм :) J, Л, Д - ку саспаллисенче пуринче те кукрашкаллӑ вырӑнсене патаксем шутне кӗртнӗ (тайлӑк патак шутне мар).
Ку процентсен шучӗ хӑшӗ лайӑхрах пулнине кӑтартмасть паллах: Щ саспаллинех текстра сахал усӑ кураҫҫӗ, саспаллийӗ вара виҫӗ патак парать. Ӑна палӑртмашкӑн уйрӑм текста пӑхса тухмалла — унта вара паллӑ пулса тухӗ — ӑҫта патаксем ытларах, ӑҫта сахалрах. Ҫапах та ҫак танлаштару икӗ алфавит патаксемпе кукрашкасен шучӗпе ытлашши уйрӑлса тӑманнине кӑтартать. Латинлинче тайлӑк патаксем ытларах, кирилицӑра — тӳрӗ патаксем.

More...

 

Ҫӗнетеҫҫӗ...

  06.10.2008 18:45 | 5312 views
Ҫӗнни, паллах, питӗ лайӑх та хитре. Пӗр стандартпа тунӑ пулсан — тата та лайӑхрах. Ҫапах та...

Лапсар патӗнчи ҫула ҫӗнетеҫҫӗ — сараҫҫӗ, ҫӗнӗ асфальт витеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах автобус чарӑнӑвӗн будкисене те ҫӗнетме шутланӑ курӑнать. Мӗн калас? Хитре вӗсем — пӗр айӑккине чӑваш тӗррине те ҫапса хунӑ. Хитри хитре те анчах ытла та пӗчӗккӗ-ҫке! Ӑна хитрешӗн мар, ҫумӑрта йӗпенесрен тумалла! Лапсарти чарӑнусенче ҫын нумай пухӑнать — Кӳкеҫ еннеле кайнӑ енче те, Мускав еннелле те. Малтанхи чарӑну будкисем, паллах, тахҫанхисемччӗ — хитрелӗхӗ те тахҫанах ҫухалнӑччӗ.

More...

 

Юр-ҫумӑр урлӑ...

  28.09.2008 01:08 | 4813 views
Эх... паян малтанхи кунсемшӗн ҫывӑрса тӑрантӑм. 12 сехет ҫывӑрнӑ :) Паян ӗҫлемелле мар пулин те ӗҫе пӗр япалана кайса пама палӑртнӑччӗ те апатланнӑ хыҫҫӑн ҫула тухрӑм. Урамра вара — йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк. Ҫумӑр пӗрехет, сивӗ ҫилӗ вӗрет. Ку ҫанталӑкра килте ларма лайӑх — анчах та шӑматкун автобуссенче ҫын сахал пулнине кура вӑл япалана ӗҫе леҫесех терӗм, ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах килтен тухрӑм. Ӗҫе ҫитнӗ тӗлелле ҫумӑрсӑр пуҫне юр та ҫума тытӑнчӗ! Тата ӗнерех метромост тунӑ вырӑна кайса пӑхас тенӗччӗ (кам пӗлнӗ-ха ҫапла ҫанталӑк пуласса?) — малтан иккеленсе тӑтӑм, кайран вара, ҫумӑрпа юра пӑхмасӑрах, кайрӑм.

More...

 

Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ

  22.09.2008 14:04 | 4771 views
Паян Медведев 2009 ҫул — Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ пуласи ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кӑҫал вара — Ҫемье ҫулталӑкӗ.

2009 ҫул Чӑваш Енре мӗн ҫулталӑкӗ пулӗ-ши? Чӑваш чӗлхи ҫулталӑкӗ пулсан тем пек лайӑхччӗ! Николай Васильевич, енчен те чӑнах та чӑваш чӗлхишӗн ҫунать пулсан* — ман шутпа Чӑваш чӗлхин ҫулталӑкӗ пуласси пирки пӗлтермелле.

Ҫапла пултӑрах!
__
* — ман шанас килет. Ахальтен мар пулӗ пӗр пухура вӑл сцена умне тухса калаҫакан ҫынсене вырӑсла кӑна сӑмах каланишӗн хурланӑ.
 

Уксах Тимур

  12.09.2008 08:46 | 5312 views
Паян ӗҫе килтӗм те пӗлтерӳсен хӑми ҫинче «Конный цырк «Тамерлан» пултарулӑхне кайса курма йыхравлан хута куртӑм. Тӗпрен илсен вӑл чӑваш халӑхӗн тӑшманӗ — тутар-монголсем касса пӗтереймен чылай чӑваша пӗтерекенӗ. Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне килсен вӑл кунта самай сӑтӑр тунӑ, самай халӑха тӗп тунӑ. Ӑна вара чыслаҫҫӗ! «Дневной дозор» кинорах ӑна епле чаплӑн кӑтартнӑ! Гитлера, сӑмахран, эпир хурлатпӑр пулсан, Уксах Тимура вара темшӗн чапа кӑларасшӑн. Тепӗр тесен Аттил та Европӑри чылай халӑх патне хурлӑх илсе килнӗ — эпир вара ӑна чыслатпӑр. Интереслӗ, вӑхӑт иртсен Гитлера та ҫаплах чыслама пуҫлӗҫ-ши?
 
[Comments (3)]

Тулашӗ хитре те шалашӗ йӳҫӗ

  01.09.2008 18:02 | 5663 views
Шӑматкун, ҫурлан 30-мӗшӗнче ҫӗнӗ наци вулавӑшне кайса курас терӗм. Пӗр сӑлтавӗ, паллах, — ҫӗнӗ ҫурпа паллашасси, шалтан ӑна епле илемлетнине курасси. Тепӗр сӑлтавсем те пурччӗ — чӑвашла вулавӑш валли ҫӗнӗ хайлавсем ӳкерсе илесси тата Волгин кӗнекин хуплашкине («Кӗнекесем» уйрӑмра вӑл ҫеҫ тӑлӑххӑн, хуплашкасӑр тӑрать) ҫапса илесси. Паспорта та манса каймарӑм — унсӑр вулавҫӑ билетне памаҫҫӗ.
Шалта та самай илемлетнӗ иккен! Анчах та, кӗнекисене пурне те куҫарманнине пула никам та ҫуккӑччӗ — стойка хыҫӗнче тӑракан йышӑнакансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук.

More...

 
[Comments (7)]

Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.

  21.08.2008 19:49 | 5402 views
Ӗнер ӗҫре хут коропкӑна чиксе хунӑ картриджа шырама тиврӗ. Картриджӗ тӗрлӗ тӗслӗ принтерӑн, мана вара хӗрли кирлӗ. Яланхи пекех вӑл тӗсли ҫиелте мар, шалта выртать. Пӗрине шыраса тупрӑм та ҫиелтисене каялла чикме пуҫларӑм. Ҫак самантра шалти туйӑм мана «Ан хур, каялла кӑларма тивӗ», — тенӗн туйӑнчӗ. Итлемерӗм, пуҫтарса хутӑм. Пустуй ӗненмерӗм, тупнӑ картридж ӗҫлеменни лекнӗ иккен — каллех лешсене кӑларса теприне шырама тиврӗ.
Паян ӗҫе тухас умӗн ҫав шалти туйӑмах паспорта чиксе тухма хистерӗ. Итлес терӗм — чӑнах та, паспорт кирлӗ пулчӗ.
Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.

More...

 

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пирки иртнӗ ҫавра сӗтел

  27.07.2008 19:46 | 5411 views
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ.

More...

 

Чӑваш кӗпипе

  23.07.2008 17:28 | 4852 views
Килти сӑнӳкерчӗксен альбомне пӑхнӑ чухне ҫакна асархарӑм: ман анне качча кайнӑ чухне чӑваш тӗррилӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ иккен! Малтан вӑл сӑнӳкерчӗксем ытлашши пӗлтерӗшлӗ марччӗ, халӗ вара самай килӗшеҫҫӗ.
 
Pages: 1, ... 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, ... 47
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat