Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


Ут чуптарнă ачасем ăна хăйсене çакланнă пайран пĕр ывăç аçтăрхан мăйăрĕ пырса пачĕç, вĕсем хыççăн çав-çавах лашасене çерем тăрăх уттарса çӳрекен Ахтупай патне уяв ячĕпе шап-шур пусма кĕпе тăхăннă Нухрат чупса çитрĕ.

— Саламлатăп сана, Ахтупай! — терĕ вăл качча хулран ярса тытса. — Аттепе анне сана рахмат калама хушрĕç. Маттур эсĕ, Ахтупай, тупата!

— Тавтапуç ыр сăмахшăн! — пуç тайрĕ Ахтупай, анчах лашисене чармарĕ, вĕсене чĕлпĕртен тытса малаллах утрĕ. — Мана мар, сана саламламалла пуль тетĕп эпĕ, сирĕн лашăрсем мала тухрĕç…

— Пур пĕрех мар-и? — аллинчи шурă чечекĕпе вылякаласа унпа юнашар утрĕ Нухрат. — Эпĕ сана пирĕн Асаматшăн савăннă пулĕ тесе. Эсĕ…

— Ара, эпĕ хурланман, паллах. Анчах ав çынсем кĕрешнĕ çĕрте пулаймастăп…

— Эс кĕрешесшĕнччĕ-и? — чăрр! пăхрĕ ун çине хĕр ача.

— Хам вăя тĕрĕслесе пăхасшăнччĕ.

— Эп пĕлмен. Чăнах, сана пит вăйлă теççĕ, Ахтупай, суймаççĕ-и çынсем?

— Ара, кĕрешмесĕр мĕн калам-ха эп? Тен, мана чи халсăр çын та пуçхĕрлĕ çавăрса çапма пултарать?

— У, эсĕ, упа, — хул пуççинчен тĕртме хăтланчĕ ăна Нухрат. — Çук ĕнтĕ, кăçал сан кĕрешесси пулмарĕ. Пĕлетĕн-и, атте сана пирĕн Султанпа халех Кĕчкей ака туйне пыма хушрĕ. Вĕсем аннепе иккĕш унта кайрĕç.

— Савăнтартăн, — терĕ Ахтупай ассăн сывласа.

— Атя, атя часрах. Иксĕмĕр пĕрле вĕçтеретпĕр, эсĕ — Султанпа, эпĕ — Асаматпа.

— Асамат ĕшеннĕ, ăна тек утланма юрамасть…

— Ну, эппин, хам Пăрăнтăкпа пыратăп! Унпа та ăмăртса пăхатпăр Кĕчкейре, юрать-и?

— Пĕлместĕп, — пачах салхуллăн хуравларĕ каччă. — Унти ака туйне кая юлмарăмăр-и вара эпир?

— Çук, кая юлман. Атте хăй çитмесĕр пуçлама хушман унта. Кӳр эппин Асамата, часрах Султана илме каятпăр.

Хĕр ача аллинчи чечекне Ахтупая тыттарчĕ те хăй пĕр-ре куç хупса иличчен утне утланчĕ, каччăн вара хуçăлнă кăмăлпа ирĕксĕрех ун хыççăн васкамалла пулчĕ.

Кĕчкей хыççăн Тукай мăрса хăйĕн урхамахĕсемпе Ĕсмел ака туйне, унтан Елчĕк ака туйне çитрĕ, пур çĕртен те лав тулли парне турттарса таврăнчĕ. Урасмет та çав териех намăс курмарĕ вăл ака туйсенче, унăн кăçал çеç улăштарса илнĕ тимĕр кăвакĕ ялта виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Ака туй кунĕсем хăйсем хыççăн ял çинче нумай сăмах-юмах хăварчĕç пулин те, çурхи шыв пек хăвăрт шавласа иртрĕç. Уйрăммăнах вĕсем пасартан пасара, ака тунĕнчен ака туйне çӳреме юратакан Чураппапа Нухратшăн ытла час иртнĕ пек туйăнчĕç. Çав тери лайăхчĕ, кăмăллăччĕ ăшă та уяр çанталăкра халăх хушшинче пусма кĕпепе, сафьянран çĕлетнĕ ичеги текен çăмăл атăпа капăрланса çӳреме. Пĕтĕм çын сан çине пăхать, сан çинчен пăшăлтатса калаçать, тĕл пулан çын пуç таять, сума сăвать. Нухрат Кĕчкей ака туйне юлан утпа пырса тухсан темиçе пин çын ун çинчен куç илме пĕлмерĕ, пурте: «Тукай хĕрĕ, курăр-ха, Тукай хĕрĕ!» — тесе çеç тăчĕç.

Чураппапа Нухрат Тукая Хусана, аслă сапантуйне илсе кай тесе те йăлăнса пăхрĕç, анчах мăрса вĕсене куç шурри çеç кăтартрĕ.

— Айвансем! — терĕ вăл. — Манăн Хусан тесессĕн çан-çурăм сăрлатса каять, сирĕншĕн вăл тапăсем тăрăх çӳрессипе пĕрех иккен! Эх, эпĕ курнă асапа кăтартасчĕ сире, вара Хусан мĕн иккенне пĕлĕттĕр!

— Унта халь лăпкă-çке-ха, çĕн хан килнĕ хыççăн тăнăç пурăнаççĕ Хусанта, — ӳкĕте кĕмерĕ Чураппа.

— Кĕтсех тăр — лăпкă. Хусан халь вăрçа хатĕрленет! Курмаснам, Атăл тапраннăранпа Хусаналла вырăс купсисем пачах иртмерĕç. Апла тăк вырăссемпе тутарсем халĕ те килĕштереймен.

— Пире кайма юрать, тутарсем пире тивес çук. Хăнара пулса курас килет манăн Хусан мăрсисем патĕнче.

— Ан васка, — терĕ Тукай. — Ак хăйсемех кĕпĕрленсе çитĕç, нӳхрепрен апат-çимĕç йăтса та ĕлкĕреймĕн.

— Çук, хăйсем ан килччĕр, — терĕ Чураппа. — Эп вĕсене пăхса йăлăхрăм ĕнтĕ. Тата манăн сана кăларса ярас кăмăлăм та çук. Хусантан кам та пулин килсен эсĕ вара нихçан та килте лармастăн, сана е Чалăма илсе каяççĕ, е урăх çĕре.

Тукай тĕрĕс каларĕ, акатуй хыççăн темиçе кунранах мăрса хапхи умне иçниксен пысăк ушкăнĕ çитсе чарăнчĕ. Тинкеререх пăхрĕ те мăрса малти çӳрен ут çинчи çамрăк çын Булат Ширинăн аслă ывăлĕ Шемердень пулнине палласа илчĕ.

— Тукай папай, — терĕ вăл мăрса ăна тухса саламланă хыççăн, — эпир сан патна ырă хыпарпа килтĕмĕр: часах сирĕн яла аслă Герай-хан çитет. Атте мана маларах систерме ячĕ.

— Кунтан инçе-и вĕсем? — тӳрех ыйтрĕ мăрса.

— Пĕр вунă-вун икĕ çухрăмра.

Тукай Шемердене хăйĕн çыннисемпе пӳрте кĕме сĕнчĕ, анчах аслă карачи ывăлĕ лаши çинчен те анмарĕ.

— Аслă хан киличчен эпир пӳрте кĕрсе ларма пултараймастпăр, юрамасть ун пек, Тукай папай, — терĕ вăл.

Мăрса вара мĕн пур тарçăсене ура çине тăратрĕ, часрах çывăхри тĕкĕрçĕсене чĕнтерчĕ те иçниксен пĕр ушкăнĕпе пĕрле хан свитине хирĕç тухса кайрĕ. Чураппа лаçри пысăк хурансем айне вут чĕртсе яма, пĕр тарçине така тытса пусма, хĕрарăм тарçăсене малти пӳрте тĕрлĕ ĕçме-çиме йăтма хушрĕ, хăй çӳпçине уçса ака туй хыççăн çеç хывнă кĕмĕл мăй çыххине, пурçăн кĕпипе сарă ичегине çĕнĕрен кăларчĕ.

Тукай кил-çуртĕнче пуçланнă шуйхану самантрах пĕтĕм яла сарăлчĕ. Хусан ханĕ килет тесен çынсем пурте сехĕрленсе ӳкрĕç. Нумайăшсем пур пек выльăхне вăрмана хăваласа кайрĕç, кĕлетри хаклăрах япаласене ăçта кирлĕ унта чавса чикрĕç, ашшĕ-амăшсем хăйсен çитĕннĕ хĕрĕсене вăрманта шаларахра ларакан ялсене ăсатрĕç. Кам пĕлет, темшĕн килет Хусан ханĕ пысăк эшкерпеле! Тем тесен те, вăл ял çыннисемшĕн ырлăх илсе килес çук. Хан текенни вăл Тукай мăрса патĕнче çеç хăна пулĕ-ха, ял çыннисене тивмĕ, ун иçникĕсем вара вăл хушăра яла айĕн-çийĕн çавăрĕç, бакшиш шыраса лаçсемпе кĕлетсене, пăлтăрсемпе лупас айсене тустарма тытăнĕç.

Тукай мăрсасăр пуçне, ялта мĕн пурĕ те пĕр çын çеç нимле япала та пытармарĕ иçниксенчен. Вăл хăна-вĕрле килес пулсан намăс курмалла ан пултăр тесе амăшне ĕçме-çиме хатĕрлесе хума хушрĕ те юлан утпах мăрса патне кайма тухрĕ.

— Пирĕн алманчă та Хусан çыннисене йышăнма вĕçтерчĕ, пăхăр-ха, мĕнле васкать, тăван ашшĕ килнĕ тейĕн шĕкĕр хуларан! — кулчĕ ăна куçпа ăсатса Ятламас.

— Атьăр ĕнтĕ эпир те урама тухар, — терĕ пӳртре ларакан кӳршĕсенчен пĕри. — Хан та хан теççĕ, курар ĕнтĕ, мĕнлескер вăл — мăйракаллă-и, мăйракасăр-и? Мĕн чухлĕ ясак тӳлетпĕр ăна, хăрах куçпа та пулин пăхса юлар.

Пӳртри çынсем урама тухма хăймарĕç, хан отрядне хӳме шăтăкĕсенчен вăрттăн пăхса çеç ăсатса ячĕç. Юлан утсем тусан вĕçтерсе сиккипе иртсе кайсан тин халăх урама тапса тухрĕ. Кураканни курчĕ Хусан ханне, нумайăш нимĕн те асăрхаймарĕ. Темиçе çĕр юлан утран ăçтан уйăрса илетĕн-ха — тахăшĕ хан вĕсенчен, тахăшĕ ахаль иçник!

Тукай пурчĕ патне мăн çынсене мар, пĕчĕк ачасене те çывăха ямарĕç. Хапха умĕнче тапăри пек халăх кĕпĕрленсе тăчĕ — иçниксем, тĕрлĕ мăрсасен хуралĕсем. Хан пӳртре хăна пулнă хушăра вĕсем хăйсен ывăннă лашисене тăрантарчĕç, хăйсем те мĕнле килнĕ çапла апат тукаларĕç. Иçниксем тем пек тапăнчĕç пулин те, улансем вĕсене ял тăрăх саланма памарĕç: хан кунта çĕр выртмасть иккен, ушкăн часах Чалăма тухса каймалла.

Акă мăрса пусми çинче Герай-ханăн тăсланкă кĕлетки курăнса кайрĕ. Ун патне пĕрре куç хупса иличчен урхамах илсе пычĕç, хан ун çине çăмăллăн утланса ларчĕ те мăрсасене часрах тапранма хушрĕ.

Чураппа сăмахĕ тӳрре килчĕ: хан кил хуçине те хăйĕнчен хăвармарĕ. Тукай арăмĕпе тата хĕрĕпе васкавлăн сывпуллашса иçниксем хыççăн пĕтĕм тĕкĕрçисене ертсе Атăл тăрăх тăвалла çул тытрĕ. Чунĕпе вăл сисрĕ: ку чăн-чăн вăрçă мар-ха, анчах вĕсен йĕрĕпе ĕнтĕ вăрман сĕмĕпе вăрçă мĕлки сĕтĕрĕнсе пырать. Мăрсаран ытларах кăна ту енчи çĕр-шыври тĕрлĕ ялсенчен пуçтарăннă тĕкĕрçĕсем туйса тăчĕç. «Сахиб-Гирей Чалăм патне уçăлма кайса килесшĕн», «Сахиб-Гирей çармăс вăрманĕнче сунара çӳресе пăхасшăн» текен сăмахсене вĕсенчен никам та ĕненмерĕ.

Чалăмра Герай-хана пищальсемпе тата мушкетсемпе персе чыслăн кĕтсе илчĕç. Карамыш, хăйĕн патне çакăн чухлĕ хăна килнĕшĕн савăнса кайнăскер, хан ячĕпе чаплă сăй пачĕ. Икĕ кун тутар юрри илтĕнсе тăчĕ крепоçпе ун таврашĕнче. Икĕ кун çывăхри ялсенчен крепоçе, крепоçрен — ялсене вĕçĕмсĕр юлан утсем хутларĕç. Кунти нӳхрепсене пушатнă тĕле Сăр таврашĕнчен Сарри, Юнкă тăрăхĕнчен Бурнаш, Парат тăрăхĕнчен Ковяж мăрсасем ĕçме-çиме турттарса килчĕç. Ăна та йăлтах тирпейлерĕç вăйлă ĕçсе-çисе хытă шавлама юратакан мăрсасем.

Ӳсĕр çынсем хушшинче хăй тĕллĕнех тавлашу хускалчĕ. Малтан иçниксемпе тĕкĕрçĕсем, унтан княçсемпе мăрсасем ут яма, ухăран тупăшса пеме тата алла-аллăн тытăçса кĕрешме пуçларĕç. Юлашкинчен кунта ĕç самаях хĕрсе кайнине кура ку тавлашăва хан хăй те хутшăнчĕ, вăл крепость çывăхĕнчи тӳремлĕхре «пĕчĕк сапантуй» туса ирттерме хушрĕ.

— Тен, каярахпа тăвăпăр вăл сапантуя? — пăшăлтатрĕ Булат Ширин хан хăлхи патне пĕшкĕнсе. — Çапăçса каяççĕ вит пирĕн куназсем, куратни, пурте вил ӳсĕр. Сунара кайса килсен ирттерĕпĕр.

— Пирĕншĕн çавах мар-и, улу карачи? — кулчĕ Герай-хан. — Куç умĕнче çапăçаççĕ-и вĕсем е куç хыçĕнче… Ав миçе мăрса çĕмрĕлнĕ пит-куçне тутăрпа çыхса янă.

— Тукай ĕçĕ вăл, аслă Герай-хан. Упа вăрмана çĕмĕрнĕ пек, пĕтерет Тукай куназ кăшт ĕçсессĕн мăрсасене.

— Çав териех вăйлă-и вара?

— У-у, пырса та ан çыхлан! — терĕ Булат Ширин.

— Чĕнĕр-ха эппин ăна, — юри тунă хӳтлĕхе кавир çине вырнаçса ларчĕ хан.

Ун патне Урасмет ĕçкĕпе йăлтах суптăрканă Тукай мăрсана хул хушшинчен тытса çавăтса пычĕ.

— Тукай мăрса, — терĕ Герай-хан чеен куç хĕссе. — Сана паттăр та паттăр тесе мухтаççĕ. Кĕрешетни пирĕн сапантуйра?

— Кĕрешетĕп, аслă Герай-хан! — ун умне саркаланса тăчĕ Тукай. — Пурне те çĕнетĕп эпĕ кунта!

— Эс малтанах ан мухтан, Тукай куназ! — сăмах хушрĕ Булат Ширин. — Малтан упине тыт, вара тирне сӳ.

— Пурпĕр çĕнетĕп, — нимĕн чухлĕ те именмерĕ Тукай. — Ан та çыхланччăр манпа!

— Илтрĕр-и, хисеплĕ княçсемпе мăрсасем, улансемпе юзбашисем? — çерем çине пуçтарăннă мăрсасене пăхса çаврăнчĕ хан. — Ну, кам тухать Тукай мăрсапа кĕрешме?

— Никам та çук, — терĕ Булат Ширин.

— Ай-ай-ай. Пĕр паттăртан пурте хăраса тăраççĕ. Çĕнтертĕн, кĕрешмесĕрех çĕнтертĕн! — ахăрчĕ хан.

— Унпа ман конюший Овяз çеç кĕрешме пултарать, — терĕ Сиди улан. — Ирĕк пар, халех чĕнсе илетĕп.

— Çу-ук, — терĕ хан. — Мăрсапа мăрса çеç кĕрешме тивĕç, ыттисене уйрăммăн кĕрештеретпĕр.

Çав вăхăтра мăрсасен ушкăнне аллине илемлĕ кăкшăмпа алтăр тытнă Карамыш çитсе тăчĕ.

— Пĕрремĕш алтăра ăна пар, — терĕ хан аллипе Тукай çине кăтартса.

— Мĕн тивĕçпе ку?

— Пурне те çĕнтерчĕ. Паттăра тухрĕ.

Карамыш кăкшăмпа алтăрне хан умне кавир çине лартрĕ.

— Мана çĕнтермен-ха, — терĕ вăл.

— Ну, тух эппин часрах.

— Тухатăп, аслă Герай-хан, тухатăп, — пилĕкри пиçиххине хытарчĕ Карамыш. Вăл хăюллăн Тукай патне утса пычĕ те кĕрешме хатĕрленсе урисене чаркаларĕ, Тукай хускалма ĕлкĕриччен ăна пилĕкрен тытма хăтланчĕ.

— Тăхта, Карамыш! — кăшкăрчĕ Герай-хан. — Эп каламасăр пуçламастăр. Ну, эп алă çупасса кĕтĕр…

Тукай, хăй ӳсĕрне сирсе ярас пек, пуçне лăстăр! силлерĕ, хан ал çупсанах Карамыш çине тапăнса пыма пикенчĕ. Карамыш, унран нумай лутрарахскер, ăна ниепле те пилĕкрен тытма памарĕ, хăй вара ялан Тукай айне кĕресшĕн пулчĕ. Çапах та, йĕри-тавра çаврăннă май тем пек тарса çӳресен те, Тукай ăна пăчăртаса илчĕ-илчех, унтан хăвăрттăн кăна кукленсе Карамыша çӳле çĕклерĕ. Чылайччен тытса тăчĕ вăл сывлăшра урисемпе тапкаланакан мăрсана, вара, йывăр вутсыппине пăрахнă пек, сасартăк çĕре ывăтрĕ.

Ытти мăрсасем ку Карамыша вĕлермерĕ-ши тесе хыттăн ахлатса илчĕç. Карамыш чиперех хан çывăхне пырса ларчĕ.

— Пур пĕрех тавăратăп сана, усал! — терĕ вăл пурне те илтмелле.

— Ут янă чух тавăратăн ак, — тӳрлетме пăхрĕ ун сăмахне Булат Ширин.

Çук, ут янă чух та, каярахпа та çĕнтереймерĕç Карамышпа ытти мăрсасем Тукая. Хăйне кура лаши те пит йăлттам иккен чăваш мăрсин. Икĕ кун лайăх каннă Асамат пилĕк çухрăма ут янă чух ытти утсене нумай кая хăварчĕ. Хусан уланĕсен çăмарта пек учĕсем çитеймерĕç ăна. Тукай мăрса ыттисене кĕвĕçтерме хан аллинчен тепĕр алтăр сим пыл ĕçрĕ, унăн тĕкĕрçи Ахтупай мăрсаран пĕр алтын укçа илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Герай-хан хăйĕн конюшийне витерен пĕр юпах тиха илсе килме хушрĕ.

— Хаклăран та хаклă тата паттăртан та паттăр Тукай мăрса! — терĕ вăл конюший çӳрен юпах тихана ташлаттарса килсе çитсен. — Сан ырă ĕçӳсемшĕн, çак пĕчĕк сапантуйра пире савăнтарнăшăн эпĕ сана юпах тиха парнелес тетĕп. Пирĕн аслă ханлăхра сан пек паттăрсем йышлансах пыччăр, пирĕн патшалăхăн чапĕ тăшмансене хурлантарса кунран-кун ӳссе пытăр…

Кăнтăр апачĕ тунă вăхăтра хан мăрсасемпе улансене çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ.

— Паянтан, — терĕ вăл, — эпир пурте хисеплекен Карамыш мăрса Хусан крепоçĕн коменданчĕ пулать, пирĕн хисеплĕ те паттăр Тукай мăрса Чалăм крепоçĕн коменданчĕ пулса тăрать. Халĕ эсир, икĕ мăрса, çĕнĕ вырăн илнĕ ятпа пире икĕ янтав сим пыл лартатăр та, эпир сирĕнтен уйрăлса Сăр шывĕ Атăла юхса кĕнĕ çĕре сунара кайса килетпĕр.

Крепоçре тата ун тулашĕнче каллех ĕçкĕ пуçланчĕ, — хальхинче ĕнтĕ Карамышпа Тукая хан çĕнĕ вырăн панă ятпа. Ĕçкĕ хан эшкерĕ тухса кайсан та нумая пычĕ — Карамыш аскерĕсем хăйсем кунта тек хуçа пулас çуккине пĕлсе нӳхрепсенчи мĕн пур ĕçме-çимене туртса кăларчĕç.

— Ăçта Тукай? Мана мăрсана парăр! Виллине те пулин илсе килĕр унăнне! — çухăрашрĕ Карамыш. Вăл алăран вĕçерĕнсе ялан таçта каясшăн пулчĕ, анчах хăйĕн çыннисем ăна пӳртрен ниçта та кăлармарĕç. Урасмет Тукай пăлтăрта шăналăк айĕнче харлаттарсах çывăрнине курчĕ те халь ĕнтĕ вăл кансĕрлес çуккине ăнланса тӳрех Карамыш пӳрчĕ еннелле утрĕ.

Ирхине пурне те тĕлĕнтерекен хыпар сарăлчĕ: кĕçĕр çĕрле Тукай мăрса Асаматне тата хан панă юпах тихана вăрласа кайнă. Нумайăшсем кăна ĕненесшĕн те пулмарĕç — мăрса учĕсем крепость картишĕнчи витере тăнă-çке-ха, ытти лашасем пек тăлă вĕççĕн вăрманта çӳремен. Тукай малтан хăй те мăрсасем унпа вăл çĕрĕпе ӳсĕр выртнăран шӳт тăваççĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, анчах хуралçă мĕнле хыпăнса ӳкнине курчĕ те, унăн нимле иккĕленӳ те юлмарĕ: лашасене чăнах вăрланă. Вăл Урасметпа пĕрле крепость картишĕнчи витене кĕчĕ. Ытти лашасем чиперех сĕлĕ çисе тăраççĕ, Асаматпа хан панă юпах тиха çук. Лаша пăхма хăварнă Яхуте хӳме айккинче выртать. Вăл вил ӳсĕр. Мăрса урăлтарас тесе ун çине тулли витре сивĕ шыв чашлаттарчĕ, анчах та ахалех пулчĕ. Яхуте кайран та хăйне кам ĕçтернине калаймарĕ. Лашасене вăрласа кайнине пĕлсен ухмаха ернĕ пек çари-и! çухăрса ячĕ те, çунакан вутран тин çеç йăтса тухнă çын евĕр, вĕçĕмсĕр çерем çинче йăваланчĕ, унтан йăраланса тăрса мăрса урисене икĕ алăпа ытакла-ытакла ĕсĕклесе йĕме тапратрĕ.

— Ай, Тукай мăрса, ан пĕтер мана! Ай, Тукай мăрса, хĕрхен ман ачасене, ĕмĕр-ĕмĕр сан чуру пулăп, ĕмĕр-ĕмĕр саншăн турра пуç çапăп! — йăлăнчĕ вăл куççуль витĕр.

Тукай çиллине шăнараймасăр ун еннелле лач! сурчĕ те Урасмет патнелле пăрăнчĕ.

— Эсĕ те çав териех ӳсĕр пулнă-и, алманчă? — ыйтмасăр чăтаймарĕ вăл.

— Ӳсĕр пулнă, Тукай мăрса, нихçан ураран ӳкменннне мунчала пек пулса кайнă.

Çав вăхăтра хăйĕн пӳртĕнчен ĕнер чаплă хăнасене сим пыл ĕçтернĕ кăкшăмĕпе тӳпеттей вĕççĕн çеç Карамыш мăрса тухрĕ, Тукая асăрхаса тулли алтăрпа тӳрех ун патнелле утрĕ.

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 20