Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


Йăлтах иртĕхсе кайрĕ юлашки вăхăтра Сиди улан. Ĕнер вăл, Поджогин воевода крепоçре çуккине пĕлсех пулас, хан патне юри йышăнăва килнĕ. Шигалей ăна кĕртме хушмарĕ. Лешĕ сĕмсĕрленсе аскерсем урлă тепĕр хут ыйтрĕ, хан вара тарăхнипе ăна крепость хапхинчен хăваласа кăларса яма хушрĕ.

Сисет Шигалей, Сиди княçсемпе мăрсасене Крым майлă çавăрасшăн, ун çыннисем Бахчэ-Сарайпа çыхăну тытаççĕ, лери Гирейсем Крым майлă тăракан ушкăна Мускав лартнă хана часрах хăваласа яма хĕтĕртеççĕ.

— Ĕнер Федор Карпов элчĕ пĕлтерчĕ-ха: Сиди çак кунсенче çурхи шыв-шура пăхмасăр Тавридăна посольство янă имĕш, нухайсемпе Крым майлă тăракансем кăнтăр енчен çар килессе кĕтеççĕ. Сисет Шигалей, халиччен ăна парăнса пурăннă, ун палатинчен тухма пĕлмен княçсемпе мăрсасем те пăрăнса çӳреме тытăнчĕç, тем пăшăлтатаççĕ. Хусанта темле улшăну пуласса кĕтеççĕ.

«Мур тĕпне кайман Сиди, — терĕ хан ăшра. — Мĕн чухлĕ çĕр патăм эп ăна, мĕн чухлĕ çаран патăм, унпа та тăранмарĕ, ĕмĕтсĕр! Кăна пĕлнĕ пулсан Хусана килнĕ çулах пĕр-пĕр ăвăсран кутăн çакмаллаччĕ вăл улана е кил-йышĕ-мĕнĕпех Крыма хăваласа ямаллаччĕ. Пурăнтăр пулатчĕ унта Мухаммед-Гирейпе çапăçса».

Шигалей паян элчĕпе пĕрле Касимова е Мускава çыру çырма шутласа хунине аса илчĕ. Унсăрăн юрамасть терĕ вăл. Ытларах çар ярса паччăр. Хусан ичкисене шаннипе кунта нумаях тытăнса тăраймăн. Лару-тăру питĕ йывăрланчĕ шĕкĕр хулара, ахаль мар ав вырăс элчипе воевода та самаях шикленсе ӳкнĕ. Поджогин каçсерен йĕркеллĕ çывăрма та пĕлмест, крепость хапхисем патĕнчи хурала хăй туха-туха тĕрĕслет. Шигалее вăл нимĕн те каламасть, анчах воевода хăйне мĕншĕн канăçсăр тытни ахалех паллă мар-и вара?

Кăнтăрла çитнĕ ятпа намаз тунă хыççăн хан элчĕпе воеводăна кĕтсе илеймесĕр ханлăхăн тĕрлĕ дарутĕсенчен килнĕ хакимсемпе мăрсасене йышăнма тапратрĕ. Кун пек тем тесен те ху хан пулнине туйса тăратăн, тата вăхăт иртни те сисĕнмест.

Хан патне пушкăрт княçĕ Салтанбекпа ун аслă ывăлĕ, çармăс княçĕсем Мамич-Бердайпа Болтуш, Сĕве таврашĕнчи чаплă мăрса Девлизер тата ыттисем те кĕрсе тухрĕç. Юлашкинчен ун умне, кавир çине, Хусана тин çеç çитнĕ Тукай мăрса вырнаçса ларчĕ.

— Саламлатăп, саламлатăп, ман шанчăклă тусăм, сана курма питĕ хавас, — терĕ хан ăна ылтăн вазăри иçĕм çырлипе пан улмие тутанса пăхма сĕнсе. — Мĕнле кĕтсе илтĕн эсĕ унта Борис Иванч Лупин-Горбатăя?

Тукай ăна хăй Чалăма мĕнле кайса килнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама хатĕрленнĕччĕ, анчах сăмах хушма та ĕлкĕреймерĕ, палатăна Поджогин воевода чупса кĕчĕ. Хан ăна курсан сехĕрленсе ура çине сиксе тăчĕ.

— Мĕн пулнă, воевода? Сан çине пăхма хăрушă! — терĕ вăл.

— Федор Андреевич Карпова вĕлерме тăчĕç. Халь посадран лавпа турттарса килтĕмĕр.

— Камсем, камсем тапăнчĕç ăна?

— Сиди ывăлĕпе Бозек ывăлĕ. Вĕсемпе пĕрле ытти мăрсасемпе улансем те нумайччĕ унта. Кайрăмăр, хан, элчĕ санпа Касимовран васкавлă çар илсе килесси пирки калаçасшăн. Ĕçсем начар пирĕн, хан. Крым майлă тăракан мăрсасемпе улансем крепоçе çĕмĕрсе кĕрессипе хăратаççĕ. Таçтан нухайсем йышлăн пуçтарăннă хулана, вĕсем те Сиди улан çыннисемпе пĕрлех явăнса çӳреççĕ.

— Сидине тытса хупас пулать, воевода, — терĕ Шигалей ыттисем хыççăн палатăран тухса. — Вăл пуçтах улана ирĕкре хăварма юрамасть, паянах тытса хупмалла! Çав пăтратать хулана, нухайсене те никам та мар, çав пуçтарать.

— Пĕлетĕп, — терĕ сиввĕн воевода, — йăлтах пĕлетĕп.

— Пĕлетĕн пулсан ма часрах тытса хупмастăн тата?

— Кая юлтăмăр, хан, кая юлтăмăр. Сиди ĕнтĕ пĕтĕм хулана хускатма ĕлкĕрнĕ. Посадра халь тесен халь хĕç-пăшаллă тытăçусем пуçланассине кĕтме пулать. Юрать-ха сеид чарса тăрать улансене пăлхавăр тапратма, унсăрăн пирĕн ĕçсем тата начартарах пулмалла.

— Апла мĕн тумалла пирĕн?

— Халех калаçатпăр, — элчĕ алăкĕ çинелле кăтартрĕ Поджогин. — Пурин пирки те калаçса татăлатпăр…

Ханпа воевода элчĕ пӳлĕмне кĕме ĕлкĕреймерĕç, алăк патĕнче вĕсене кунта васкаса чупса çитнĕ хурал пуçлăхĕ тытса чарчĕ.

— Çăлăнăр, тăвансем, çăлăнăр! — кăшкăрчĕ вăл аран-аран сывлăш çавăрса. — Пĕтрĕмĕр, воевода! Хусана Крым тутарĕсем персе çитнĕ. Мĕн кăна пулса иртмест унта, посадра! Мускав çыннисене, тĕл пулнине, вĕлереççĕ, купсасене çаратаççĕ. Халăх йăлт урса кайнă! Пытанăр часрах, вĕсем халех кунта килсе тухаççĕ!

— Парăп эп сана пытанăр! — ăна икĕ аллипе те кăкăртан ярса илчĕ воевода. — Ма çывăрса пурăнтăн эсĕ ку таранччен? Посада кам кĕртсе янă вĕсене? Крым çыннисем хула патне çывхарнине ма никама та пĕлтермерĕн?

— Пирĕн хуралçăсене пурне те вĕлерсе тăкнă. Ара, эп хам та пĕлмен. Посада вĕсем вăйпа çĕмĕрсе кĕнĕ. Эп нимĕн чухлĕ те айăплă мар, воевода! — макăрас пек калаçрĕ хурал пуçлăхĕ.

Поджогин ăна çиллессĕн тĕртсе ярса хăйĕн умĕнчен сирчĕ те часрах крепость картишне чупса тухрĕ. Калама çук пысăк инкек килсе тухнине вăл çийĕнчех ăнланчĕ ĕнтĕ. Анчах тăшмана крепоçе кĕме памалла мар-çке-ха. Хапхасене мĕнле питĕрнине тĕрĕслемелле, хурала пур çĕрте те вăйлатмалла. Карпова посада шанчăклă çын патне ăсатмалла.

Воевода крепоçре юлнă мĕн пур ратниксене пĕр çĕре пуçтарнă тĕле тĕп хапха умĕнче Крымран килнĕ юлан утсемпе хулари пăлхавçăсем йышлансах пычĕç. Вĕсем урам енчен чул таткисем ывăтма, ухăпа пеме, кĕрсенех пурне те вĕлерсе тăкассипе хăратса тем те пĕр кăшкăрашма тытăнчĕç. Çавăнтах аскерсен ушкăнĕ хӳме çине улăхса кайрĕ, хуралçăсене хапхана уçма хушрĕ. Хуралçăсем итлеменнине кура аскерсем хăйсем шалалла сикрĕç, темиçе çынна вĕлерсе хапхана яри уçса ячĕç.

Пĕр хапха патĕнчен тепĕр хапха патне чупкаласа çӳрекен воевода ăнланчĕ: хирĕç тăни усăсăр. Тем пек кӳренмелле пулсан та вĕсен Крым аскерĕсен мăшкăлне тӳссе курма тивет.

12. Ямпах урам

Тукай мăрса хăйне хăравçă теме хăякан çынна çавăнтах питрен сурнă е хĕçпе чиксе пăрахнă пулĕччĕ. Вăрманта упапа кĕрешнĕ чухне, вăрçăра тăшманпа çапăçнă чухне Тукай нихçан та вилĕм çинчен шухăшламан, нихçан та хăйне хĕрхенсе тăман. Анчах паçăр хан палатинче пĕр-пĕччен юлсан тата каярахпа Сахиб-Гирей аскерĕсем ăна унтан та кунтан ятагансемпе тĕрткелеме пуçласан, тĕрĕссипе калас тăк, вăл чылаях сехĕрленсе ӳкрĕ. Мĕн тесе шутлатăн эс — ним мар касаççĕ те пăрахаççĕ! Хĕç вăл эс камне, санăн вилес килнипе килменнине тата эсĕ айăплипе айăплă маррине пăхса тăмасть. Халăх акăш-макăш урса кайнăччĕ крепоçе кĕрсенех!

Çапах та Тукай чĕрĕ юлчĕ, аскерсем ун кĕсйинчи укçана çеç йăлтах кăларса илчĕç. Юлашкинчен мăрсана таçти кĕтесри нӳхрепе, Шигалей, Карпов, Поджогин тата ыттисем ларакан çĕре, кайса хупрĕç. Унăн ярлăкне хальхинче никам та пăхасшăн та пулмарĕ.

Çĕр айĕнчи лаша вити евĕр туйăнакан нӳхрепре калама çук нӳрлĕ, сывлăш таса мар — темле çĕрĕк кăмпа шăрши кĕрет тата тĕттĕм, куçран чышсан та нимĕн те курăнмасть. Поджогинпа Карпова аскерсем хытă хĕненĕ пулас, вĕсем юнашар йывăррăн ахлатса выртаççĕ, Шигалей нӳхрепре те хана тивĕçлĕ вырăн тупнă — пĕртен-пĕр каска пуканĕ çинче ларать.

— Тукай мăрса, эсĕ-и ку? — терĕ вăл шартах сиксе хăйне тĕреклĕ алăсем хыпашлама тытăнсан.

— Эпĕ, эпĕ, — лăплантарма васкарĕ мăрса.

— Эс ытлашши ан кулян, Тукай мăрса. Чăт пăртак. Пире аллах пăрахас çук. Аллах хăйĕн пирĕштийĕсене çапла каланă: эпĕ эсир пĕлменнине те пĕлетĕп тенĕ. Аллах хăйне шанса тăнă çынсене яланах пулăшать; темле асап кăтартсан та, аллах пире çавах ырлăх ярса парать…

Тукай, коран сăмахĕсене хăй те начар мар пĕлекенскер, вăл мăкăртатнине итлесех каймарĕ, типĕрех кĕтес тупрĕ те çурăмпа чул юпа çумне таянса пĕчĕккĕн тĕлĕрме тапратрĕ.

Кунти çынсенчен никам та йĕркеллĕ çывăраймарĕ. Çĕрĕпе иртĕхрĕç Сахиб-Гирейпе килнĕ виç çĕр аскер крепость картишĕнче. Çĕрĕпе илтĕнсе тăчĕ хăйсене асаплантарнине тӳсеймесĕр кăшкăракан çынсен сасси. Ирхине малтан Шигалее, унтан черетпе ыттисене Сахиб-Гирей патне илсе кайрĕç.

Вăрăм пӳллĕ, çинçешке пилĕклĕ Сахиб-Гирей, симĕс чекмень тăхăннăскер, хан хыçлă тенкелĕ çинче ларать. Унăн тĕксĕм сăнĕ, сухалне яп-яка хыртарнăран-и е кĕçĕр çĕнĕ вырăнта йĕркеллĕ çывăрайманран, кĕл сапнă евĕр тĕссĕррĕн курăнать.

Хан палати пĕтĕмпех чаплă çынсемпе тулнă. Сахиб-Гирейпе килнĕ темиçе çынсăр пуçне кунта чи хисеплĕ вырăнта Хусанти вырăс ушкăнĕн тăшманĕсем лараççĕ: паллă князь Урак, Сиди улан, Апай улан, княçсем Бахты-Гильды, Казы, Табай, Отуча, Мамăш. Хан çывăхне, сулахай енне, пысăк карачи Булат Ширинпа ытти карачисем тата сеид вырнаçнă.

Шигалей хăйне палатăна илсе кĕрсенех сисрĕ: Сахиб-Гирей Хусана çаратма анчах килмен иккен, вăл кунта Крым ушкăнĕнчен кама та пулин престола лартнипе те çырлахасшăн мар, Хусанта хăй хан пуласшăн. Ку çынсене вăл тем тесен те диван вырăнне пуçтарнă. Ним те калаймăн, чее Сахиб-Гирей, курăр тет ĕнтĕ вăл, эпĕ сирĕн кăмăлтан иртме шутламастăп, халăхри ĕçсене, патшалăх ыйтăвĕсене йăлтах эсир хăвăр татса паратăр, эпĕ, аллах ирĕкĕпе çакăнта килнĕскер, эсир хушнине туса пыраканĕ анчах.

Шигалей, ахаль чухне хăйне именчĕклĕн тытăканскер, палатăна кĕрсенех аллисене кăкăр çине хурса княçсемпе мăрсасене пуç тайрĕ те Сахиб-Гирей умне хăюллăн пырса тăчĕ.

— Аллаха кӳрентеретĕн эсĕ, хазрет Сахиб-Гирей! — терĕ вăл.

— Чи малтанах хăвна чăн-чăн мусульман çынни пек саламласа сывлăх сунма ирĕк пар, хазрет Шах Али, — май пур таран çемçен калаçма тăрăшрĕ Сахиб. — Эсселям-мегеляйкум, пуçу çине ырлăх çуса тăтăр, хазрет Шах Али!

— Вегеляйкем-эсселям! — тавăрчĕ Шигалей. — Анчах та аллаха кӳрентертĕн эсĕ! Мĕн тивĕçпе ĕнер мана, Хусан ханне, тытса хупма хушрăн, мана, вăрă-хураха лартнă пек, йĕпе те сивĕ нӳхрепе лартрăн? Хусанти чи чаплă княçсемпе мăрсасем, улансемпе юзбашисем умĕнче, сеидпа улу карачи умĕнче ыйтатăп санран!

Çак сăмахсем хыççăн Шигалей Сахиб-Гирей патнелле тепĕр утăм турĕ, халь-халь çапăçма пуçлас пек, аллине хĕç тыткăчĕ çине хучĕ.

— Хазрет Шах Али! — терĕ йăпăлти сасăпа Сахиб-Гирей. — Эс кĕçĕр нӳхрепре ларнишĕн çакăнта пуçтарăннă диван та, эпĕ те нимĕн чухлĕ те айăплă мар. Эп ырă çынсем патĕнче хăнара пулнă хушăра ман аскерсем кăшт ытлашширех хăтланнă кунта. Вырăссен çар ушкăнне йăлтах пĕтернĕ, Карпов çуртне аркатса тăкнă. Сана та сив нӳхрепе лартнă ав. Уншăн санран каçару ыйтатăп, хазрет Шах Али. Халăх пăлханнă вăхăтра ун пекки, паллах, пулма пултарать вăл, кăмăлна йывăра ан ил ĕнтĕ, тархасшăн. Ну, эсĕ манран диван умĕнче ыйтатăн пулсан сана ун умĕнчĕ калам. Эсĕ халĕ çеç асăннă мĕн пур чаплă çынсем — Хусан княçĕсемпе мăрсисем, уланĕсемпе юзбашисем, сеидпа карачи аллах умĕнче сана ханран кăларма сăмах пачĕç. Вĕсем çапла шутлаççĕ: санăн, ку юрта тăшман çĕр-шывĕнчен килнĕ çыннăн, Хусан халăхне тытса тăма нимле тивĕç те çук. Крым султанĕ, Хусана яланах хăйĕн юрчĕ тесе шутлаканскер, кунти княçсемпе мăрсасем, улансемпе юзбашисем, сеидсемпе бексем, эмирсемпе мулласем ыйтнипе, Хусан ханĕ пулма хăйĕн шанчăклă çыннине ярса пачĕ. Эпир, хазрат Шах Али, чăн-чăн мусульмансем пулса сана çапла сĕнетпĕр: пуçу сывă чух, аллу-уру тĕрĕс чух эсĕ часрах тухса кай кунтан, унсăрăн урса кайнă халăх мĕн те пулин тăвас пулсан куншăн эпĕ явап тытмастăп.

— Хăрататăн! — терĕ Шигалей. — Кăнтăр кунĕнче вăрă пек килсе кĕтĕн те халь хăратма пăхатăн!

— Хăратмастăп, хăвна хĕрхенсе калатăп. Эпĕ сан пек хытă чунлă мар. Эсĕ кунта икĕ çул хушшинче темĕн чухлĕ ырă çынна çака-çака вĕлернĕ. Эп сана тивместĕп. Лав паратăп, хăвăн конюшийне ил те арăмна лартса вĕçтере пар! Сывă пул, Касимова чипер çит, хазрет Шах Али, — йĕкĕлтенĕ пек пуç тайрĕ Сахиб-Гирей.

— Вырăс воеводипе вырăс элчине мĕншĕн хупса усратăн, вĕсене ма кăларса ямастăн? — кайма тăнă çĕртен ыйтрĕ Шигалей.

— Вĕсене ирĕке кăларма май çук, ăна ан та ыйт, хазрет Шах Али, — терĕ Сахиб-Гирей.

Мускав воеводипе тата вырăс элчипе Сахиб-Гирей каярахпа, диван салансан тин, калаçрĕ. Палатăра унпа юнашар ĕнтĕ халь иккĕн çеç ларчĕç — Крымран килнĕ самаях ватă улан Кучак тата пысăк карачи Булат Ширин. Тĕрĕссипе, пысăк карачи кунта ирĕксĕртен тенĕ пек кăна юлчĕ, мĕншĕн тесен ăна вĕсен куçĕ умне курăнма аван мар тесе тем пек тархасласан та Сахиб-Гирей киле кайма ирĕк памарĕ.

— Ним те мар, — терĕ çĕнĕ хан. — Тăшмана куçран пăхма вĕренес пулать, тăшманпа хире-хирĕç тăрса калаçма та хăнăхас пулать. Ĕнер вĕсем саншăн воеводăпа элчĕ шутланнă, сана хушма, вĕрентме, ирĕксĕрлеме пултарнă, паян, аллаха шĕкĕр, сан умăнта çыхса пăрахнă халлĕн йăраланаççĕ. Ак пăхса тăр, уруна çуласа каçару ыйтĕç…

Анчах вырăссем каçару ыйтмарĕç. Карпов, хытă хĕненипе тăрса ларайми аптраса ӳкнĕскер, Сахиб-Гирейпе калаçма пачах килĕшмерĕ, вара ăна хан палатине илсе те кĕмерĕç. Поджогин пĕтĕм шăм-шакĕ сурса тăнине пăхмасăр палатăна хăй тĕллĕнех, никам çавăтмасăрах утса кĕчĕ те тӳрех тĕпелелле иртрĕ.

— Лар, воевода Василий Юрьевич Поджогин, — унпа хивре калаçу пулассине пĕлнĕ пек, хыçлă тенкел çине лайăхрах вырнаçса ларчĕ Сахиб-Гирей. — Сывлăх сунатăп сана, Василий Юрьевич! Чипертерех пăх-ха, эсĕ мана палласа илеймесне?

Поджогин ун çине тинкерсе пăхса илчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ.

— Ма чĕнместĕн, воевода? Е эпир санпа калаçма тивĕçлĕ çынсем мар пек туйăнать-и?

— Эс Константинопольре пулнă-и, хазрет Сахиб-Гирей? — ыйтрĕ Поджогин лăпкăн кăна.

— Пулнă, пулнă! — савăнăçлă тавăрчĕ хан. — Икĕ çула яхăн пурăнтăм Сулейман султан патĕнче. Ун çăкăр-тăварне нихçан та манас çук. Ак çак хĕç вăл — аслă султан панăскер, — Сахиб-Гирей хăйĕн хĕçне чĕркуççи çине хучĕ.

— Эс хĕççӳпе ан мухтан! — сиввĕн тавăрчĕ Поджогнн. — Тата çакна кала-ха: Бахчэ-Сарайра хăвăн пиччӳ ют çĕр-шыв çыннисемпе мĕнле калаçнине курнă-и?

— Курнă, курнă! — сăмах мĕн çинчен пынине часрах ăнланса илесшĕн пулчĕ хан.

— Мускавра пирĕн аслă князь патĕнче пулма тӳр килнĕ-и сана?

— Унта та пулса курнă.

— Пулнă эппин?

— Шăп вун пĕр çул каялла хамăн тăван мар аннепе Нур-Султанпа пулнăччĕ. Калама çук чаплă йышăнчĕ пире Василий князь!

— Сан аллусене каялла çыхнăччĕ-и ун чухне? — терĕ воевода.

— Каçар, Василий Юрьевич, эп санпа урăхла калаçма пултараймастăп, — вырăнтан та хускалмарĕ хан. — Паянхи лару-тăрура… хăвах пĕлетĕн…

— Ху çапах тивĕç çинчен калаçатăн! — хыттăн каларĕ воевода. — Апла пирĕн нимĕн çинчен те калаçмалли çук. Сывă пул!

Вăл çаврăнчĕ те майĕпен алăк еннелле утрĕ. Хан вара тӳсĕмне çухатрĕ, вырăнтан сиксе тăрса кăшкăрса ячĕ:

— Ичкисем! Воеводăн кĕсйисене тĕрĕслĕр те аллисене салтса ярăр! Часрах! Василий Юрьевич, ан васка, ман санпа калаçу пĕтмерĕ-ха!

— Мĕн çинчен калаçасшăнччĕ? — пысăк утăмсемпе ун умне пырса тăчĕ воевода.

— Лар, Василий Юрьевич, — юнашар тенкелех тĕллесе кăтартрĕ хан. — Манăн санпа пĕрре те вăрçас килмест, воевода, ăслă çынпа тата хам тахçанах пĕлекен çынпа калаçнă пек калаçас килет.

— Апла эпир авалхи пĕлĕшсем пултăмăр-и-ха? — кулчĕ Поджогин.

— Çапла, Василий Юрьевич. Эпĕ сана 1510 çултанпа пĕлетĕп. Астумасна, эс пире, Нур-Салтанпа ун свитине, аслă князь Василий Иванович хушнипе Звениг утравне çитиччен ăсатса ятăн? Эп Хусанта пĕрремĕш хут мар-çке. Магмет-Эминь амăшĕпе пĕрле килсе курнă…

— Астăватăп, — терĕ Поджогин, — Нур-Салтан Василий Ивановича куççульпе тархасларĕ, эп Хусанти ĕçсене хутшăнма шутламастăп, унта хамăн юратнă ывăлăма курма çеç каятăп тесе ĕнентерчĕ. Кунта çитсен вара Магмет-Эмине Мускава хирĕç вăрçăпа тухма хĕтĕртме тапратрĕ. Эс ун чухне çамрăкчĕ-ха, айванччĕ, халь ак ӳссе çитнĕ те хан пулма шут тытнă. Пиччӳ куçĕнчен пăхас килмерĕ апла, хăвăн хан пулас килчĕ?

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 20