Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки


— Эп кунта хам кăмăлпа килмен, — йĕкĕлтесе калаçнăшăн воеводăна кăшкăрса пăрахмасăр аран чăтса тăчĕ Сахиб-Гирей. — Мана Хусан княçĕсемпе мăрсисем хăйсем чĕнсе янă. Ахаль пулсан çурхи шыв-шурпа тем тума асапланса çӳретĕп эп кунта!

— Мĕншĕн асапланса çӳренине лайăх пĕлетпĕр, пĕчĕк ачасем мар, — терĕ Поджогин. — Крымра сана тахçан хан тăваççĕ-ха унта! Пиччӳсем ытла йышлă-çке, хăçан черет çитет кĕçĕн Гирее хан пулма! Хусанта хан пулма çăмăлтарах терĕн пулать. Виççĕр çынлă йышпа пырса кĕретĕп те вырăссемпе касимовецсене вĕлерсе тăкатăп, Шигалее хăваласа ярса хан пулатăп, Мускава юнама пуçлатăп терĕн апла?

— Саншăн ку тем пек аван мар пулсан та тӳррине тӳрĕ калама тивет, воевода, вырăссем тытса тăракан Хусана илме виç çĕр çын та çителĕклĕ. Çапла мар-и вара?

— Ку вăл сирĕн паттăрлăх мар, ку вăл пирĕн йăнăш, — çирĕппĕн тавăрчĕ Поджогин. — Паллах, ку йăнăш пире хакла ларать. Хусан мăрсисем икĕ питлĕ те ултавлă пулнине пĕле тăркачах эпир кунта хамăра хӳтĕлемелĕх çар тытмарăмăр. Ку вăл чи малтан ман йăнăш тесе шутлатăп эпĕ…

— Юрĕ-çке, тепринче ăслăрах пулăр, — кулма пăхрĕ хан. — Анчах мĕнле кайса кĕретĕн-ха ĕнтĕ, Василий Юрьевич, Мускава? Василий патша сана тем тесен те кутăн çакать-çке? Чĕрĕлле çиет Хусана çапла çăмăллăн панăшăн. Тен, сан Тавридăна е Литвана тармалла, воевода?

Поджогин ун çине чăр-р пăхса илчĕ те нимĕн те чĕнмерĕ. Чылай ларсан тин хан ун сăмахне кĕтнине сиссе каласа хучĕ:

— Эпĕ сана ăслăрах тесе, хазрет Сахиб-Гирей. Итле эсĕ, вăрă-хурахла майпа престола йышăннă, хăвна кура мар мăн кăмăллă та вĕçкĕн хан! Эпĕ Мускава пырса кĕме хăрамастăп, мана аслă князь айăпласси шиклентермест, эпĕ пачах урăххи çинчен шутлатăп…

— Воевода! — хăйĕн вырăнĕнчен сиксе тăчĕ Сахиб-Гирей. — Эс калаç та, анчах виçине пĕл! Ху ăçта ларнине манса ан кай! Унсăрăн…

— Ан пӳл! Мана кунта чĕнтертĕн пулсан эп каланине итле! — терĕ Поджогин. — Эпĕ çак самантра урăххи çинчен шутлатăп. Хусана çапла майпа килсе кĕрсе эсĕ, хазрет Сахиб-Гирей, пĕлсе-и, пĕлмесĕр-и, тӳрех вăрçă çулĕ çине тăтăн. Мускавпа Хусан хушшинчи туслă çыхăнусене ĕнерхи кунран вара пĕтнĕ тесе шутлама пулать. Мускав эсир кунашкал хăтланнине каçарас çук. Асту, хазрет Сахиб-Гирей, туслăх вăл кĕленче пекех, пĕр çĕмĕрĕлсен ăна юсама питĕ кансĕр.

— Крым пурне те виçсе пăхнă, пурне те шута илнĕ, — терĕ хан. — Эпир вăрçăран хăрамастпăр, ăна сиртен малтан хамăр пуçлама та хатĕр.

Кун хыççăн палатăра никам та калаçмарĕ. Поджогин хăйĕн кăвак куçĕсене кăшт кăна хĕссе хан çине куларах пăхса ларчĕ, Кучак уланпа Булат Ширин, паçăртанпах пĕр сăмах та хушманскерсем, пуçĕсене пĕксе ялан кавир çине тинкерчĕç, вĕсем ку харкашу часрах пĕтессе кĕтрĕç пулас, Сахиб-Гирей вара, воевода сăмахĕсемпе чунтан эрленсе те вĕчĕрхенсе ӳкнĕскер, кунти сывлăша шăршласа пĕлме тăрăшнă пек, вĕçĕмсĕр сăмса çунаттисене вылятрĕ.

— Апла, воевода, вăрçă вăрçма тивет-и-ха? — кăмăла пусакан шăплăха чăтаймарĕ Сахиб-Гирей.

— Хăвăнах чухламалла, — лăпкăн хуравларĕ Поджогин.

— Ман тахçанах ал тупанĕ кĕçĕтетчĕ, ку хĕç тытасса пулнă иккен! — вырăнĕ çинчен тăрса утса çӳреме тытăнчĕ хан. — Пысăк вăрçă пулать-и? Пирĕн вара Мускав патнех çитмелле пулать-и?

— Çапах та мĕн тери каппайчăк та вĕçкĕн эсир, Крым мăрсисем! — терĕ воевода. — Хăвăра хăвăр такам вырăннех кайса хуратăр тата ытлашши шанатăр хăвăра! Вăрçа ăна пуçлама пулать, тепĕр чух Мускав патне çитесси те пулĕ, анчах пĕр пуçланă вăрçа пĕтерме пит йывăр-çке. Эс çавăн çинчен шутласа пăхнă-и, урăх çĕр-шывсене туртса илекен «чаплă» стратилат?

— Эп хам палатăра хама мăшкăллама ирĕк памастăп! — урипе тăрст! тапрĕ Сахиб-Гирей, унтан хăвăрттăн алăк патне утса пырса аскерсене чĕнчĕ. — Илсе кайăр! Аллисене çыхăр, урисене таканлăр та каллех нӳхрепе пăрахăр! Тутанса пăхтăр Хусанта мĕн тутлипе мĕн йӳççине! Эп ăна Шах Али хыççăн Мускава ăсатас тенĕччĕ, çук, ниçта та ямастăп эп вăл усал воеводăна!

Аскерсем вăл мĕнле вăрçнине илтсен тӳрех ăнланчĕç: хан тарăхнă, хан туллашать, ун патне тек вырăссене кĕртме юрамасть. Сахиб-Гирейĕн Крымранах илсе килнĕ эмирĕ (советникĕ) палатăра ĕнер Шигалейпе пĕрле пулнă, унпа пĕрлех нӳхрепе хупса лартнă мăрсасене илсе кĕме хушрĕ. Кун çинчен Сахиб-Гирее пĕлтерсен лешĕ тĕлĕнсе кайрĕ.

— Мăрсасем? Эсир вĕсене те нӳхрепе лартнă-и? Кам хăтланнă кăна сиртен? Калăр, кам хăйнă вĕсене тытса хупма?

— Эпир вĕсем камне пĕлмен, аслăран та аслă Гирей-хан…

— Парăп эп сире пĕлмен! Ак хăвăра мăрсасен аллине паратăп та, вĕрентĕç вĕсем сире Хусан мăрсисене мĕнле тытса хупмаллине!

Ку сăмахсене алăк хыçĕнче тăракан мăрсасем хăйсем те илтрĕç, вĕсем çĕнĕ ханран сехĕрленсе тăрасси çавăнтах таçта кайса çухалчĕ, хăйсен аллисене салтса ярсан вара вĕсем хан вĕсене чăнах та нимĕн те тăвас çуккине сиссе хăюллăн палатăна кĕпĕрленсе кĕчĕç.

— Каçарăр, хаклă мăрсасем, — терĕ Сахиб-Гирей вĕсене хирĕç утса пырса. — Пăртак кăна йăнăш пулчĕ пулмалла.

— Йăнăш пулчĕ, йăнăш пулчĕ! Эпир Шигалейпе пĕрле нӳхрепре ларма тивĕçлĕ-и вара, мухтавлăран та мухтавлă хан? — питĕ шавлăн калаçрĕ Девлизер мăрса. — Çăкăр-тăварпа хирĕç тухас чухне ак халь манăн сана паян тин саламлама тивет, тата ак çак тумтирпе! — хăйĕн йĕпенсе, вараланса пĕтнĕ сăхманне кăтартрĕ мăрса. — Эпир ханствăшăн мĕнле тăрăшни çинчен ак пирĕн улу карачи каласа пама пултарать. Ман улуссенче, Сĕве таврашĕнче, клан пуçтарнă, харадж пуçтарнă, тутунсаны пуçтарнă — пурте йĕркеллĕ, аллаха шĕкĕр! Çавăн пирки пĕлтерме килтĕм те, мана вырăссемпе пĕрле нӳхрепе хупса лартрĕç! Калатăп, эп Девлизер тетĕп, вĕсем хăлхана та чикмеççĕ. Вăрç вĕсене, аслă хан, хытă вăрç. Мăрсасене ан кӳрентерччĕр сан аскерусем!

Сахиб-Гирей пӳлĕмри мăрсасемпе пуринпе те паллашса тухрĕ. Хăйĕн кĕлеткипе, илемлĕ пит-куçĕпе тата ăмăрткайăкăнни пек хăюллă сăн-пичĕпе ăна пуринчен ытла Тукай мăрса кăмăла кайрĕ пулас, вăл унпа юнашар ларсах калаçрĕ.

— Эп пĕлеп, Тау ягы — пысăк çĕр-шыв, мана каласа пачĕç ĕнтĕ, — терĕ хан. — Унти мăрсапа паллашма питĕ хавас. Май пулсан, тен, пырса та курăп сирĕн енне. Сан улусу Атăл хĕрринчех тетĕн? Тем тесен те çитетпĕр унта, Чулхулана кайнă чухне кĕрсе хăна пулатпăр…

Хан хушнипе аскерсем палатăна темĕн чухлĕ ĕçме-çиме илсе килчĕç, вара Сахиб-Гирей мăрсасене Шигалейрен юлнă сим-пылпа сăйлама пикенчĕ.

— Малтанхи черккене эпир, манăн хаклă тусăмсем, — терĕ пысăк карачи Булат Ширин, — хамăрăн чаплăран та чаплă çар пуçĕшĕн, хамăр патшалăхпа тĕн шанчăкĕ пулса тăракан мухтавлă Сахиб-Гирейшĕн — Герай ханшăн çĕклетпĕр. Вăл çĕр çинче ик çĕр çул пурăнтăр, унăн чапĕ ĕмĕртен ĕмĕре пытăр!

Унтан пысăк карачи сывлăхĕшĕн, Кучук улан сывлăхĕшĕн ĕçрĕç, мăрсасемшĕн темиçе черкке пушатрĕç, часах вара пĕр талăк хушши выçă ларнă мăрсасем ӳсĕрĕлсе те кайрĕç. Хан хăй ӳсĕрĕлмерĕ, вăл, ахаль те кĕл тĕслĕ лараканскер, симпыл ĕçнĕçемĕн ытларах кăвакарса çеç пычĕ. Юлашкинчен, шапăлти мăрсасем ăна йăлăхтарчĕç пулас, вăл хăнасене пĕчĕккĕн киле ăсатма хушрĕ.

Булат Ширин Тукая хăйĕнпе пĕрле илсе кайрĕ.

— Эс ман патăмра пулса курман-ха, куназ Тукай, — терĕ вăл. — Çĕнĕ хан сана нӳхрепе хупса терт кăтартнă хыççăн пĕрре иртĕхер-ха иксĕмĕр. Мур тĕпне вăл хансене! Пĕри килет, тепри каять, инкек кăна вĕсемпе!..

Пысăк карачи çул тăршшĕпе Шигалейпе Сахиб-Гирее вăрçса пычĕ. Ханлăхшăн сахал тăрăшаççĕ имĕш вĕсем, ытларах хăйсен чапĕ çинчен шутлаççĕ. Сахиб-Гирей Шигалее начар лашапа кăларса ярса тĕрĕс мар тунă пулать, вырăссене вĕлерни те, купсасене çаратни те ытлашши япала. Тепĕр енчен, Сахиба та хĕрхенмелле имĕш, пиччĕшĕ вăл хан пуласран хăраса ăна кунта юри хăваласа янă. Тукай, тин кăна шар курнăскер, ун сăмахĕсем çине ним калама аптрарĕ. Вăл çав-çавах ăнланмарĕ-ха: савăнать-и Булат Ширин Шигалее хăваласа янăшăн е хурланать, килĕштерсе пурăнма шутлать-и вăл çĕнĕ ханпа е ун умĕнче ахаль çеç йăпăлтатать?

Тукай пысăк карачине Карамыш çинчен каласа парасшăн пулчĕ, анчах кунта та ăнланмалла мар тытрĕ хăйне Булат Ширин.

— Тупнă пăшăрханмалли! — кулчĕ вăл. — Мăрсасем çапăçмасăр ăçтан пурăнччăр! Çапăçура пулса курмасан çивĕч хĕç те мăкалать! Ак тепре тĕл пулсан Карамышпа каллех пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларатăр та ыталанса ĕçетĕр! Çапла-и?

— Çук, пуль, — терĕ Тукай.

— Мĕн çук пулĕ унта, Тукай мăрса! Карамыш халь шăпах Хусана килнĕ. Халех лав яратпăр ун патне, ман пата чĕнетпĕр ăна!

— Апла эп пымастăп, — чипер утнă çĕртен тăпах чарăнчĕ мăрса.

Булат Ширин ахăлтатса кулса ячĕ.

— Эсир чăнах та хытах вăрçнă пулмалла! Ну, юрĕ, куназ Тукай, эп сире килĕштерекенни пулап. Атя, атя, — ăна çурăмран тĕртрĕ вăл. — Пымасан мана çиллентеретĕн.

Тукайăн вара ирĕксĕрех малалла утмалла пулчĕ. Чылай кайсан вĕсем посадăн кăнтăр енчи урамне пырса кĕчĕç.

— Акă вăл ямпах урам, — терĕ Булат Ширин. — Çакăнта пурăнатăп ĕнтĕ эпĕ. Ĕнер çапла чипер кăна чӳрече умĕнче лараттăм, пăхатăп — урампа юлан утсем вăльть те вăльть иртеççĕ. Ман кĕçĕн ывăл Нуралей чупса кĕчĕ. Папай, Крым çыннисем çитнĕ, ав крепоçе çĕмĕрме каяççĕ тет. Крым çыннисем-и тетĕп. Çавсем çав, Шах Алине вĕлерме килнĕ. Сана тивмеççĕ-и вĕсем, папай, тет. Пĕлместĕп-ха, тен, тивмĕç тетĕп.

Пысăк карачипе Тукай мăрса пылчăкпа çăрăнса тăракан урам урлă аран-аран каçса хапхисемпе чӳрече янаххисене эрешлесе сăрласа пĕтернĕ пĕр чаплă çурт патне çывхарчĕç. Çын килнине аякранах сиссе картишĕнче пĕр тăруках темиçе йытă вĕрсе ячĕ. Шал енчен сăнчăр чанкăртатрĕ те, хăнасем йышăнмалли кĕçĕн хапха хăй тĕллĕнех йăрлатса уçăлчĕ.

— Тархасшăн, куназ Тукай, — терĕ хуçа. — Ку вăл хан керменĕ мар, кунта хăрамасăрах кĕме пултаратăн.

13. Сĕрен хыççăн

Вăрман таврашĕнчи çĕр-шывра çуркунне тени уйрăм-мăнах хитре пулать. Малтанхи ăшă кунсем çитсенех йывăçсем çуркуннене саламласа хăйсен лапсăркка шурă çĕлĕкĕсене хываççĕ, унтан вăрман хĕрринче е уçланкăсенче тумла ташлани илтĕнсе каять. Çанталăк чипер ăшăтма та ĕлкĕреймен — çӳçе кăчкă кăларма та пуçланă, юр кайса пĕтмен-ха — унта та кунта кăвак çеçпĕл шăтса тухнă. Хурăн вулли тăрăх шарлатса пылак сĕткен юхать, хырлăхра сухăр шăрши кĕме тытăнать. Унччен те пулмасть — çĕмĕртпе палан чĕнтĕрлĕ кĕпе тăхăнаççĕ, вĕсем хăйсен тумне хывнă çĕре хурăн çырли аврисем шап-шур çеçкене лараççĕ. Тата кăшт вăхăт иртет — вăрман йăва çавăрса чĕпĕ кăларакан кайăксен сассипе, çĕнĕ пыл пухма тухнă хурт-хăмăр кĕрленипе тулса ларать. Юнашарах тата нумай пулмасть шăтăкран тухнă упа пĕтĕм вăрмана тустарса çӳрет. Пурне те тĕрĕслет вăрман хуçи — шăршлать, чĕлхипе çуласа пăхать, ăçта та пулин вĕлле пекки тупсан çӳлелле кармашать, хуртсем пыл тултарнă янкарлă йывăçа йăвантарма хăтланать. Ку вăхăтра ăна чăтлăхра пуçтахланса çӳреме никам та кансĕрлемест: сунарçăсем халь пурте тенĕ пекех хирте, ака-суха ĕçĕнче, хĕрарăмсемпе ачасем вăрмана шала кĕмеççĕ, вĕсене кирлĕ сертепе пултран тата тĕрлĕ кĕпçе çывăхра та тем чухлех.

Тăсăласса та çуркунне ку таврари çĕр-шывра нумая тăсăлать. Пур çĕрте те курăк ешерсе тухнă ĕнтĕ, çынсем ака-суха туса пĕтернĕ — вăрманти çырмасенче çав-çавах юр выртать. Çуллахи чăн-чăн шăрăх кунсем çитиччен сыхлать вăл хĕл сиввине упа варĕсемпе кашкăр çырмисенче.

Çулсем те час типмеççĕ вăрманта. Хирте ав урапа иртмессерен тусан мăкăрланать, кунта вара лавпа килсе кĕресси çинчен шухăшламалли те çук.

Çурхи чи хитре те илĕртӳллĕ кунсенче тутарсем яланхи йăлипе курбан-байрам, чăвашсем сĕрен ирттерчĕç. Темиçе кун хушши алла нимле ĕç те тытмарĕç ытти чухне нихçан ахаль ларман хĕрсемпе каччăсем, стариксемпе карчăксем. Чи лайăх тумтир тăхăнса хăнаран хăнана çӳрерĕç, пĕр-пĕрне тутлă шерпетпе те сим-пылпа сăйларĕç, юрăпа та ташăпа киленчĕç. Тутар курбан-байрамĕ те, чăваш сĕренĕ те икĕ куна пынă чаплă сапантуйпа (ака туйпа) вĕçленчĕ. Таврари кăçал качча кайнă е çураçса хунă мĕн пур хĕрсенчен пухнă тата хăш-пĕрисем хушса панă парнесене илессишĕн çынсем чăм шыва ӳксе кĕрешрĕç, лаша пуррисем — хăйсен лашипе, лаша çуккисем çын лашипе ут ячĕç.

Ахтупай кăçалхи ака туйне пĕтĕм чунтан çуйкăнланса кĕтнĕччĕ. Ăна пурте çитĕннĕ каччă тесе шутлатчĕç ĕнтĕ, Юмансарта вăл кăçал пĕрремĕш парнене никама та парас çук тетчĕç. Хăй те çапла сĕмленетчĕ Ахтупай, сĕрен умĕн каçсерен урамра пухăнса тăнă чух е ял тулашĕнче пĕр-пĕр çерем çинче тантăшĕсемпе, вăйлăрах шутланаканскерсемпе, тытăçа-тытăçа пăхатчĕ. Анчах хальхинче те ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмерĕ. Пĕррехинче, шăп кăна сĕрен пуçланас умĕн, Тукай Ахтупая ытти тĕкĕрçĕсемпе ухă пĕкечисем авнă Çĕртен чĕнсе илчĕ те хăйĕн чи лайăх учĕсем тăракан витене илсе кайрĕ.

— Акă сана виçĕ лаша, — терĕ вăл, — паянтан ухă таврашĕсемпе аппаланма пăрахатăн, çак утсене ака туйне хатĕрлеме тытăнатăн. Ăнлантăн-и?

— Ăнлантăм, — хĕпĕртерĕ-ха малтанах Ахтупай.

— Мана Нухрат каласа пачĕ, эсĕ лаша çӳретме пит ăста тет иккен. Хăвна валли тата икĕ ача туп та кашни кун хăвала пĕр вунă-вун пилĕк çухрăма çак урхамахсене. Асту, ака туйĕнче вĕсем чи малта пулмалла. Ăнланатăн-и?

— Ăнлантăм, — тепĕр хут тавăрчĕ Ахтупай. — Мĕнле вара, ака туйĕнче те хамăнах каймалла пулать-и вĕсемпе?

— Çук, ывăлăм, эсĕ ытлашши йывăр, ут яма пĕчĕкрех ачасем туп, ӳкесрен ик аллипе çилхерен тытса пыраканнисем пулччăр. Тутарсем мĕнле ут янине курман-и вара эсĕ?

— Курнă, Тукай мăрса.

— Апла сана вĕрентме те кирлĕ мар. Шăп çавăн пек малайсем туп. Анчах асту, — мăрса качча пӳрнипе юнарĕ, — намăс кăтартас пулсан тирне сĕветĕп санне! Вара ман куç умне ан та курăн.

— Тен, урăх çынна хушатăн ку ĕçе, Тукай мăрса? — кунта ырри ним те çуккине тинех сисрĕ Ахтупай.

— Эпĕ пĕр ĕçе темиçе çынна хушмастăп, — татса каларĕ мăрса. — Пĕр сăмаха темиçе хут калама та юратмастăп. Кĕлешсе тăма кунта пасар мар. Çапла.

Тукай, çӳллĕ пӳллĕскер, асăрхамасăр пуçне мачча каштинчен çаптарчĕ те çиллессĕн витерен тухса кайрĕ, Ахтупай лашасемпе пĕр-пĕччен юлса чылайччен шухăша кайса тăчĕ. Лашапа çӳреме тем пек кăмăлласан та вăл мăрса хушнă чăрмавлă ĕçшĕн пĕрре те савăнма кирлĕ маррине лайăхах чухларĕ ĕнтĕ. Виçĕ лашана ака туй валли çӳретме тытăнмалла, виçĕ урхамахшăн унăн, тарçă вырăнĕнче шутланакан ахаль тĕкĕрçĕн, явап тытмалла. Çак хушăра лашисене кирек мĕн пулас пулсан е ака туйĕнче малти вырăна йышăнаймасан? Вара никам та мар, Ахтупай айăплă пулать иккен. «Айван, — терĕ вăл хăйне, — ака туйĕнче çын лашисемпе чапа тухма килĕшрĕн апла, хирĕç пĕр сăмах та чĕнеймерĕн. Хамăр юпах тихана Урасмет туртса илсен пулăшмарĕ пире, ун чухне эпĕ кирлĕ марччĕ, халь ав тĕкĕрçĕ пулса таçта-таçта çӳрени çитмест, лашисене те манăнах пăхма тытăнмалла. Ара, мăрсана парнесем кирлĕ мар-и? Мĕнле чăттăр вăл, чăваш ĕмпĕвĕ, ака туйĕнче урăх çын лашисем мала тухнине!»

Ака туй пуçланасси темиçе кун юлсан, Тукай хăйĕн виçĕ урхамахне те уя илсе тухрĕ. Чылайччен тĕрĕслерĕ вăл лашисен юрттине, вĕсене хăй те çӳретсе пăхрĕ. Нимĕн те каламарĕ, кăмăлĕ тулчĕ пулас.

— Чĕрĕ апат ан парăр, типĕтнĕ сĕлĕ çеç çитерĕр, — терĕ те куçран çухалчĕ.

Ахтупай кĕтнĕ пекех, мăрса учĕсем иккĕшĕ те (хуçа Юмансар ака туйне икĕ утне çеç илсе тухма хушрĕ) пилĕк ялпа ирттернĕ ăмăртура пĕрремĕшпе иккĕмĕш парнесене илчĕç. Курчĕ каччă: чи хисеплĕ вырăнта саркаланса ларакан Тукайпа арăмĕ умне ака туй пуçлăхĕсем — кĕреçе сухаллă икĕ старик — темĕн чухлĕ хаклă парне пырса тăкрĕç. Ахтупай вăл парнесем хушшинче мĕн-мĕн пуррине те курса ĕлкĕреймерĕ, ăна ачасенчен йышăннă утсене кăштах çерем тăрăх çӳретме хушрĕç. Çапла ĕнтĕ вăл тарçă ĕçĕ, чĕлпĕр тыт та пуçна пĕксе çын лашисене çавăтса кай!

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 ... 20