Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Люди перестают мыслить, когда перестают читать.(Д. Дидро)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353235 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

2015.06.04 14:42
Аçтахар Плотников
Ют Ҫын, миллион хут ҫын ҫемьисене кӗрсе йӑлӑхмарӑр-и ӗнтӗ? Икӗ миллион илтрӗмӗр ӗнтӗ, килте калаҫмалли пирки. Кам хирӗҫ? Чӑн та халӑха айӑпласа йӑлӑхтарса ҫитертӗр, пӗр юрӑ кӑна пӗлетӗр. Влаҫрисем ним айӑпсӑр, тап-таса. Тимӗрӗн, Лукьяновӑн тата ыттисен ачисем чӑвашла калаҫсан та ыттисем манса кайсан кампа вӗсем калаҫӗҫ? Проблема ҫине комплекслӑ пӑхмалла.
Victor // 3060.05.3730
2015.06.04 15:36
Victor
Эпĕ те халăха айăпланине хирĕç. Чăваш наццийĕн наццилĕхĕ пĕтрĕ те (конституци, президент, гражданлăх, саккунсем, чикисем) халăхăн ăçта кайса кĕрес? - чăвашсен национальнăçĕ миçе çул-тăр "Russian". Халăхран нимĕн те ыйтма пултараймастăр - пур те çăкăр çиесшĕн. Чăваш провинццийĕн пуçлăхĕсенчен те ыйтма пултаратăр, темиçе хÿтĕлекен саккун пур, вĕсем ăна пурнăçа кĕртме тивĕçлĕ. Путтинран ыйтма пултаратăр - вăл Раççей конститтуццине хÿтĕлеме тивĕçлĕ (хайхи нумай-национальнăçлĕччĕ ĕлĕк РФ)..
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.04 17:30
Админ хӑта, эс кама айӑпласшӑн тата? Пуриншӗн те халӑх винават. Влаҫ ҫавӑн пек-халӑх винават, сӑмахран, украинӑра установилась такая власть-винават украин халӑхӗ( Раҫҫее,амерсене винаватлама пулать-халӑх винават,что допустили такое вмешательство), Раҫҫейре Админа килӗшмен влаҫ-"винават" только халӑх-вӑл суйланӑ. Админ мар, халӑх. Мӗн килӗшместь. Админ,эсӗ тӑван чӗлхене "Ют Ҫын", Бор, Тимӗр ачисене вӗрентиччен малтан хӑвӑнне вӗрент. Это никоим образом не вмешательство в чужую семью.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.04 18:05
Акташ вырӑсла ҫырать статьисене: Админ,Шыравҫӑ,Акасапар эсир пурте мӗншӗн сӑмах та хирӗҫ каламастӑр.
"Халӑх винават" темӑ ҫине куҫас пулсан Киевра кабминӑн ҫурри "иносранецсем"-ку мӗне пӗлтерекен япала? Хохолсем хутла вӗренмен халӑх-им? Вӗсем пуҫӗнче "управление народным хозяйством" текен предмет вырнаҫма пултаримасть-им? Кунта украин халӑхӗ е груҫин халӑхӗ винават? Театр абсурда и вҫӗ тут.
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.04 19:46
Килте чӑвашла калаҫассине хирӗҫҫи кунта Акапасар.Мӗншӗн тесе кун пек тусан чӑваш чӗлхи тӳрех аталанса вӑйланса каять.Вунӑ ҫул шкул-шкул тесе чӑваш чӗлхи хӑрушла пӗтсе пырать.Админ та суять цыгансем цыганла пӗлменнисем пур тесе.Килте чӑвашла вӗрентме вӑтаннӑскерсем ма-ха пӗр май шкул ҫине йӑвантараҫҫӗ?.
2015.06.04 20:37
Аçтахар Плотников
Чӑваш чӗлхине аталантарма:
1) килте чӑвашла калаҫмалла,
2) шкулта чӑвашла вӗрентмелле,
3) МИХсем чӑвашла пулмалла,
4) чӑваш чӗлхи пурнӑҫра кирлӗ пулмалла,
5) влаҫрисем чӑваш чӗлхишӗн пӑшӑрханмалла.
Пункчӗсем тата та пур-ха. Анчах кусем чи кирлисем. Мӗн пӗр 1-мӗш пункт ҫине кӑна тӑрӑнатӑр? Ыттисемсӗр ҫавах вӑл пӗрремӗш пункчӗн усси пулмӗ.
//килте чӑвашла вӗренменскерсен кайран «вӑранса» чӑвашла вӗренни те тӗл пулать пирӗн пурнӑҫра. Анчах пит сайра вӑл. Килте вӗрентни 100% чӑваша ӳстерет тени те йӑнӑш.
Ют Ҫын // 3116.39.6438
2015.06.04 21:22
Килте малтан тӑван чӗлхене пӗлмесен шкулта Пӑс кӑларни ним усси те памас. Ку "таблица умножения" текен япалана пӗлмесен шкул ачи арифметикӑ та, математикӑ та,алгебрӑ та, высши математикӑ та, диф.уравнени та, аналитически геометри те, мат.статистикӑ та, мат.анализ та, кибернетикӑ та, ... вӗренимаҫ. Ҫакна ӑнлан,тархасшӑн,Админ шӑллӑм.
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.04 21:29
Админ.1мӗш пункчӗсӗр ыттисенчен усси ҫукне пурте тахҫанах ӑнланнӑ.Чӗлхе пурнӑҫра кирлӗ пулмалли каллех ашшӗ-амӑшӗ ачипе ҫуралсанах мӗнле чӗлхепе калаҫнинчен килет.Влаҫрисен пурнӑҫа лайӑхлатассишӗн пӑшӑрханмалла.А чӑваш халӑхӗ чикансенчен те айванраххине манӑн ӗненес килмест.
Agabazar // 2179.69.1309
2015.06.04 21:36
Agabazar
Timer // 4916-2612 2015-06-04 19:46: <<Килте чӑвашла калаҫассине хирӗҫҫи кунта Акапасар>>

Ия çав! Астăвăр, килте чăвашла калаçакансем: Сире çиччас Акапасар миххе чиксе

илсе тухса каять! :-)

Agabazar // 2179.69.1309
2015.06.04 21:42
Agabazar
Timer // 4916-2612 2015-06-04 21:29: <<Влаҫрисен пурнӑҫа лайӑхлатассишӗн пӑшӑрханмалла.>>

ПĂШĂРХАНСА ЛАРНИПЕ ПĂТĂ ПĔÇЕРЕЙМЕСТĔН!




Pages: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, ... 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters