<<Пӗр Чӗмпӗр облаҫӗ пуль кӑшт уйрӑмтарах тӑрать — ку ӗнтӗ вӑл пирӗнпе юнашар вырнаҫнипе ҫыхӑннӑ.>>
Чĕмпĕр облаĕнче тĕпрен илсен Чăнлă районĕнче çеç тытăнкаласа тăрать чăвашлăх. Ку тĕлешпе пуçаруллисем, ертсе пыракансем унта Чăвашстанран куçса пынă çынсем темелле. Валентина Тарават, авă, Тутарстанран куçса пынă Чăнлă тăрăхне. Халь çĕре кĕнĕ Анатолий Чебанов та çавăнтанах пулнă.
Шупашкарти Арбатра чикан хӗрарӑмӗ хӑйӗн шӑпӑрланӗсемпе ҫӳрет.Пырса курӑр.Тӗлӗнтерчӗ:ачисемпе чиканла калаҫать?.Ыйтрӑм:-Сире шкулта чиканла вӗрентеҫҫӗ-и?.Ты дурак,штоли-терӗ.Зачем в школе цыганский,если и так все знают с рождения.Ма вӗсем телевизора,интернета пула тата шкулта" сахал "чиканла вӗрентнине пула вырӑсланса кайма шутламаҫҫӗ?.Нимвушлӗ вӗсен хӑвӑртрах вырӑсланас килмест?.Чӑвашсем пек?.
Таймер юлташ, чикансем çине пÿрнепе тĕллесе кăтартма кирлĕ мар.
Чикан пурнăçĕ вăл пĕртте çăмăл мар. Кинора çеç вăл аван пек.
Ăмсанмалли пурнăç пулсан тĕнчере пурте чикана тухса пĕтĕтчĕç.
Эй, ара, чиканӗсем те расна вӗт. Чиканла пӗлменнисем те, ҫутта тухнисем, сахал мар. Пирӗн унашкал ҫапкаланчӑксене тӗслӗх пек илсе кӑтартас марччӗ ӗнтӗ.
//ман тӑван, ак, пур. Ачине чӑвашла вӗрентрӗҫ. «Вырӑсла вӑл хӑех вӗренет», — тесе. Анчах вӑл ҫемьене ниепле те тӗслӗх пек кӑтартма май ҫук — ҫав ачанах ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗклех вӑрра вӗрентнӗ (учётра тӑрать, шкула та вӗренме ҫӳресшӗн мар). Хӑруш пурнаҫҫӗ. Анчах! ачине чӑвашла вӗрентнӗ.
Атила... юлташ!
Мĕн нушаран çак халлапсене пырса çыхланатăр?
Ну, калăпăр, Таймера е бора çÿлтен çапла хушма пултараççĕ тейĕпĕр. А сирĕн ма çак терехтерккесемпе мекĕçленмелле???????
Ну хăваласа ямалла-им мĕнпур чăваш халăхне, чăвашла калаçас текенсене, Лăпкă Океанри пĕр-пĕр утрав çине? "Земля Санникова" текенни çинчен илтнĕ пуль?
Ну хăлхана йĕрĕнтеретĕр: Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават, Чăваш хăй винават,....
Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, Чăвашран пиçмест, ...
Тьху! Сăмах пулать-и çакă!.... :-(
Ют Ҫын // 7797-9392
2015.06.04 13:55
Agabazar юлташ, хӑвӑн тӗслӗхпе кӑтарт пире килте тӑван чӗлхепе миҫе минут калаҫнине. Кампа калаҫнине пӗлместӗп, те пур арӑмӗ-те ҫук, те пур ачисем -те ҫук. Килте калаҫмастӑн пулмалла та, кунта чунна уҫасшӑн пулмалла.
Чĕмпĕр облаĕнче тĕпрен илсен Чăнлă районĕнче çеç тытăнкаласа тăрать чăвашлăх. Ку тĕлешпе пуçаруллисем, ертсе пыракансем унта Чăвашстанран куçса пынă çынсем темелле. Валентина Тарават, авă, Тутарстанран куçса пынă Чăнлă тăрăхне. Халь çĕре кĕнĕ Анатолий Чебанов та çавăнтанах пулнă.