Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Любви не знавший дуралей достоин сожаленья. (Р. Берис)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353225 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

Атнер // 3913.58.4645
2015.05.20 14:17
Айван манса хорнӑ:пире ярса параччӗ япӑх ҫолсам,охмахсам нумай,йохӑнса кайнӑ ял-хоҫалӑх,коррупци тата ытти нумай ҫитменлӗхсем.Гейсане корман.Айван пӗлет полӗ.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.20 16:02
Станислав юлташӑм теем, эпӗ влаҫа пӗр пус чухлӗ те хӳтӗлеместӗп. Ку таранччен кунта канаш паракансем аркатма сӗнӳсем пуни курнат, анчах созидани валли сӗнӳ паракансем сайра. Станислав ман шутпа шет бюджетник. Эпӗ бюджетник мар, эпӗ частник патӗнче фирмӑра ӗҫлетӗп, пуш вӑхӑтра частнӑй извоз, мелкий ремонт и т.д. . Кӗскен каласан сан интуици хавшакрах. Эп яланах бюджетниксем укҫа кӗтсе ларнинчен тӗлӗннӗ, халӗ те макракансенчен тӗлӗнетӗп.
Айван // 4292.84.0894
2015.05.20 16:27
Мӗн таран колса лараччӗ пӗр пӗринчен, ҫав таран каялла каччӗ социум, халӑх.
Victor // 8318.1.1339
2015.05.20 17:05
Victor
АПШ çинчен сăмах пычĕ пулсан - испанла та чармаççĕ, Брайтон Бичра табличкăсем те вырăсла, метропа усă куракансем валли те вырăсла инструкцисем. Киттай квартталĕнче веçех киттайла. Ыттисене те чармаççĕ.
Официаллă чĕлхе çук. Де факто наци чĕлхи пур - акăлчанла.
Хавайире тата Гуамра - хавайи тата чаморро чĕлхисене чĕрĕлме патшалăх пулăшать.
Самоа утравĕнче - самоа чĕлхипе усă кураççĕ.
Пуэрто Рикора - испанла.
Аляскăн вырăнти чĕлхисене те хупăрламаççĕ.
Чероки, Навахо чĕлхисемпе калаçакансен йышĕ сахал пулин те хăйсен автономийĕсенче хăйсем хуçа - унта официаллă чĕлхе.

Пĕр сăмахпа каласан, патшалăх хÿтĕлесе "крышшевать" туса тăмасть - чармасть.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.20 17:31
А пере кам чарать чоашла попляма?.Табличка ҫакма кам чарнӑ?.Ялсанче те орам ячӗсене УЛИЦА СОВЕТСКАЯ тесе ҫырнӑ.Ме никам та тытса олӑштармас?.Ҫирӗм ҫол кон пирки мӗн чол хот ҫырман поль.Тонни-тоннипе.Тыт та ту.
Agabazar // 2465.67.3257
2015.05.20 18:46
Agabazar
Чармаççĕ, чармаççĕ, никам та чармасть... :-) Сире итлесен, чăваш тĕнчере чи начар, чи юлхав, чи пÿтсĕр, чи юрăхсăр халăх пек пулса тухать. Ав, вырăссем еплерех чаплă та пултаруллă, çавна кура вĕсен чĕлхи пур çĕрте те янраса çеç тăрать. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, чăвашăн вырăс пек пултаруллă та хăватлă пулассисем пĕтнĕ пуль çав. Хамăртан пиçмест, хамăр начар. Начар япалан пĕтмеллех пуль çав
Agabazar // 2465.67.3257
2015.05.20 18:46
Agabazar
Кунашкал халлапсене итлесе тахçанах йăлăхнă ĕнтĕ. Ялан пĕр юрă...
Ют Ҫын // 5315.7.2056
2015.05.20 23:51
Agabazar юлташ! Вырӑссен те чӑвашсен пек ҫав проблеми пур, просто вырӑссем йышлӑрах, вӗсен проблемисем куҫа курӑнмаҫҫӗ теме юрат. вӗсем хӑйсем разберутся. Атила тӗрӗс калат. кам паян чарат хавшак Agabazar-а, админа, Бор-а, Тимӗре чӑвашла урам ятсене пама, чӑвашла калаҫма, чӑвашла уявсем ирттерме? Хурав-НИКАМ та, никам та! Хурав-Пирӗн наянлӑх,вырӑссене чӑрмантарат-вырӑссен наянлӑхӗ( Мускавра,ытти мильюнлӑ хуласенче, Шупашкарта-вывескисем пӗтӗмпех акӑлчанла, юрат араб чӗлхипе мар).Ухмаха ан перӗр, намӑс. Чӑвашла, тӑван чӗлхепе калаҫма никам та чӑрмантармас.
Agabazar // 2465.67.3257
2015.05.21 00:20
Agabazar
Чармаççĕ пулсан, тытăр та кăтартăр çав чарман мухтавлăхлă япаласене? Ăçта вĕсем? Кам тумалалла вĕсене? Америксем килсе туса памалла-и? Е венесуэлăсен ĕçĕ пулмалла ку?

Мĕне кирлĕ вăл сирĕн "чарманни", чăннипе нимех те çук пулсан

<<( Мускавра,ытти мильюнлӑ хуласенче, Шупашкарта-вывескисем пӗтӗмпех акӑлчанла, юрат араб чӗлхипе мар)>>

Тÿрех каламалла, ку— халлап.
Ют Ҫын // 5315.7.2056
2015.05.21 06:11
Мӗнле халап пултӑр?Agabazar юлташ, эпӗ Шупашкарта пурӑнатӑп. Шупашкарта реклама хӑмисем ну ҫурри акӑлчанла, ку точнӑ. Тухса шутла.

Pages: 1, ... 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters