АПШра унта хальхи вӑхӑтра вырӑнти халӑхсен лару-тӑрӑвӗ пирӗннинчен лайӑхрах та пуль.
Унашкал аса илсен, ав, вырӑссем хӑй вӑхӑтӗнче пире республика туса панине те аса илме пулать. Ыр япала пулнӑ вӑл, чӑвашсене сыхласа хӑварса аталанма май панӑ. Ун чухне политики ҫавнашкал пулнӑ — халӑхсене тӗрев парасси. Халь вара патшалӑхӑн тӗллевӗ пач урӑхла пулни пит лайӑх курӑнать. Ман ҫыру вара шӑп та тӳре-шара сӑмахӗсем вӗсен ӗҫӗпе тата тӗллевӗпе тӳр килменни ҫинчен.
//юрать-ха мана ӑҫтиҫук полонскисем кӑсӑклантармаҫҫӗ :)
Šyravşă // 3107.37.1769 2015-05-19 20:05: <<Путин сăмахĕ мĕн пирки калать пире:
- Российăра чĕлхене хÿтĕлес стандартсем пачах урăхла (тĕнчере урăх ниçта та ун пекки çук).
Эппин, ни Европпă, ни тĕнче оппычĕ тата саккунĕсемпе йышăнăвĕсем Раççее пырса тивмелле мар. Кунта Путин хуçа тени кăна>>.
" Анчах чӑнлӑх вӑл пӗрре. АПШ территоринче пӗтӗм Абориген чӗлхисене пӗтернӗпе пӗрех, акӑлчансем хӑйсен"
Абориген (индей) чĕлхисем, тĕрĕссипе каласан, Америкăн ĕнерхи кунĕ теме те пулать: 18, 19-мĕш ĕмĕрсем. Ну паллах вĕсен паянхи шăпи те интереслĕ. Резервацисем унта, тата ытти уни-куни...
Аляскăри çурçĕр халахĕсен пурнăçне пирĕн çурçĕр халахĕсен пурнăçĕпе танлаштарма пулать. Эскимоссем, чукчăчем тата ыттисем...
Кунсăр пуçне Америкăра испан чĕлхипе калаçакансем пайтах. Вырас чĕлхеллисем те миллионĕ-миллионĕпе. Брайтон-Бич çинчен пурте илтнĕ пуль ĕнтĕ. Тата — Чайна-таунсем, вьетнамсен кварталĕсем...
Тĕнче опычĕ вăл Америка çеç мар.
Ют Ҫын // 4175.42.3625
2015.05.19 21:35
Мӗн ҫинчен калаҫатӑр, ӑнланма ҫук. Сире кам чарат тӑван чӗлхепе калаҫма,ҫырма, юратма, юрлама? Никам та, пӗр тӗллевлисем пуҫтарӑнӑр, Админ каланӑ пек-аталанӑр. Хамӑрӑн наянлӑха федералсем ҫине йӑвантармалла мар.
Ют Ҫын // 4175.42.3625
2015.05.19 21:55
Эсир,тӑвансем, лайӑххине мӗншӗн пит часах манча кайатӑр? Атьӑрха аталанар, майсем пур чухне. Интернет мӗн калат:-"По данным на 2008 г. 72 % американских индейцев не владеют никаким языком, кроме английского и лишь 21 % индейцев говорит дома не только на английском языке.
В 2009 г. Конгресс США включил в закон о расходах на оборону заявление о принесении официальных извинений индейцам США за «множество случаев насилия, плохого обращения и пренебрежения, которым подвергались Коренные Народы со стороны граждан Соединённых Штатов»
Эпир пурте федералсем. Раççĕйре федерал мар элтеш пачах та çук. Пĕрпĕтĕм, уйрăлми, пайланми Руç-Раççей. Е эсир каллех леш хайхи "суверенитет" пирки шухăша кайнă-и? Ун пеккисене çиччас вырăна лартаççĕ.
"В 2009 г. Конгресс США включил в закон о расходах на оборону заявление о принесении официальных извинений индейцам США за «множество случаев насилия, плохого обращения и пренебрежения, которым подвергались Коренные Народы со стороны граждан Соединённых Штатов»"
Ну вăт, кун пеккине тепĕр 500 çултан Раççĕйре те кĕтме пулать. Ельцин яппунсенчен, венгрсенчен каçару ыйтнă пек.
Ют Ҫын // 1987.72.9163
2015.05.20 06:40
Каҫаруне ыйтма пулӗ, уншӑн кӗмӗл тӳлемелле мар вӗт. Анчах каҫару ыйтни вырӑнлӑ пулмалла. Санӑн тӑван халӑху пирӗн республикӑра 67 % йышӑнат тесе каларӗҫ пулмалла, кунта нумайӑшӗ вӑтаннӑ хӑй чӑваш пулнине асӑнма, нумайӑшӗ сувара куҫса кайнӑ. Вара мӗншӗн каҫару ыйтмаллине ӑнланмарӑм.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.20 08:42
Раҫҫейре наци ыйтӑвӗсем ҫивӗч тӑраҫҫӗ. Вӗсене татса пама, ҫав ыйтусене туллин тивӗҫтерме Путин командин мӗн тумалла,Agabazar тете? Пирӗн ҫав ыйтусене туллин тивӗҫтерме, сирсе яма мар-вӗсем ҫине туллин хурав пама мӗн тумалла, Agabazar тете?
Айван // 4292.84.0894
2015.05.20 10:59
Путин "системине" теме пулат,"режимне" теме пулат пур енчен те кӑтӑкласа пӑхаҫҫӗ. Пире гейсене ярса параҫҫӗ, оппозиционерсене тӗрев параҫҫӗ, НКОсене те кӗмӗлсӗр хӑвармаҫҫӗ, наци ушкӑнӗсене силлесе йӗркесӗрлетесшӗн, наркотиксем тата темтепӗр каламастӑп та. Вара ку ыр япалах пулат пек и Аҫтархар?
Станислав // 1018.70.0975
2015.05.20 11:43
Кусене вулап та Ют сын, Миккуль, Айван текенсем пурте патшалах укси синче ларакансем пек туйанассе, саванпа власа хутелессе те.
Унашкал аса илсен, ав, вырӑссем хӑй вӑхӑтӗнче пире республика туса панине те аса илме пулать. Ыр япала пулнӑ вӑл, чӑвашсене сыхласа хӑварса аталанма май панӑ. Ун чухне политики ҫавнашкал пулнӑ — халӑхсене тӗрев парасси. Халь вара патшалӑхӑн тӗллевӗ пач урӑхла пулни пит лайӑх курӑнать. Ман ҫыру вара шӑп та тӳре-шара сӑмахӗсем вӗсен ӗҫӗпе тата тӗллевӗпе тӳр килменни ҫинчен.
//юрать-ха мана ӑҫтиҫук полонскисем кӑсӑклантармаҫҫӗ :)