Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Не существует фактов, есть лишь их интерпретация.(Ф. Ницше)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353242 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

Тимӗр // 4916-2612
2015.05.23 15:11
"...Не занятые в процессе СВОБОДНОГО и серьезного труда"тенӗ пулсан вӑйлӑрах пулатчӗ пуль,Бор хӑта. Тата "пристращаются к водочке,вину ҫумне "к пиву"тесе хушар мари?.
Agabazar // 4112.98.9922
2015.05.23 17:16
Agabazar
Timer // 4916-2612 2015-05-23 11:03: <<Тӗрӗссипе каласан пӗр Архипоф кӑна мар конгрессран симӗс ҫӗлене пула уйрӑлса кайрӗ пиртен.Эрехе ҫӗнтерекенни пулман никам та халиччен.>>

Эрех вăл симптом çеç. Эрех çине ан йăвантарăр. Эрех мар хальхи тата унчченхи Конгресăн тĕп инкекĕ. Тепĕр тесен, тытса тăнă вĕт унта Арххиппăфа влаç çыннисен тивлечĕпе. Эрех ĕçекенсенчен мар, тăп-тăр уррисенчен хăрамалла. Уррисемех ертсе-хавхалантарса пыраççĕ усал, йăнăш ĕçсене те.

<<"...Не занятые в процессе СВОБОДНОГО и серьезного труда"тенӗ пулсан вӑйлӑрах пулатчӗ пуль,Бор хӑта. Тата "пристращаются к водочке,вину ҫумне "к пиву"тесе хушар мари?.>>

Хăвăр макаронизмсемпе çăрăлни çитмест, тата ыттисене те çавăншăн мухтаса-хавхалантарса пыратăр-иç! Еплерех "маттур"!

Атила юлташ, тепĕр хут ыйтатăп: мĕншĕн Архипов хоспочын ватăлмасăрах çĕре кĕчĕ?
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.23 21:40
Акапасар юлташ.Мӗншӗн ялсенче ватӑлмасӑрах арҫынсем ҫӗре кӗрсе пӗтрӗҫ?.Мӗн ,хӑрушла вӑрттӑнлӑх-им?.Тӑватӑ ҫул каялла Архипоф та инфаркт хыҫҫӑн аран чӗрӗ юлнӑ.Ельцин пек унӑн чӗрине те "шунтировани"тунӑ.Ерех ӗҫме мар пӑхма та юраман.
Agabazar // 4112.98.9922
2015.05.23 21:45
Agabazar
Эпĕ сирĕн шухăша пĕлетĕп, Таймер юлташ. Атила шухăшне пĕлесшĕнччĕ. Тахçанах ыйтнăччĕ. Хурав çук. Шăпăрт.
Ют Ҫын // 3509.29.3189
2015.05.23 22:01
тахҫанах ӑнланмалла ыттисен, эпӗ нумай пулмас ҫырма пуҫланӑ, Agabazar макаронизм, пуш параппан тенине аталантарат. Ним ҫукран нимӗр, ҫавӑнпа форума никам та кӗмес.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.25 19:22
Архипов мӗншӗн пиртен ир кайнине ыйтӑр Костя Портновран.Кафе ҪӐЛУКҪра час-часах пӗрле ларнӑ вӑсам.Чӗри йапх полсан та чайпа кӑна ҫырлахман ӗнтӗ.Йолашки каҫ та ҫавӑнтах полнӑ теҫ.Пер каланӑ она:ан ӗҫ тесе.Итлемерӗ.Йывр тпри ҫмл полтр.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.25 19:51
Ара Акасапарӗ нивушлӗ Геннадий Николайччӑпа пӗрле пӗрре те ларман? Чей курӑкӗнчен чей пылпа ӗҫме, чӑваш хӗрарӑмӗ пӗҫернӗ сӑра та ытлашши пулмасть. Ну "Чӑваш пукечӗ" тенӗ шӗвеке те астивме юрать. Тӗлӗнтереть ҫак Акасапар- чӑвашсен элтеперӗпе пӗрле ларман пурӑннӑ чухне.
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.26 21:48
Шел пулин те пӗлсе тӑрсах паянхи кун ни савнӑнӑҫне ,ни хуйхине ҫав наркӑмӑшсӑр ирттерсе яраймастпӑр.Бор калашле,кам чарать пире лайӑх чейпе е килте тунӑ сӑрапа кӗрекере ларма?.Тата мӗн чулӗ ҫухату тӳсмелле мирлӗ вӑхӑтра ҫав эрехе пула?.Бор хӑта!.Пач ӗҫмесӗр пурнаймӑпӑр-им?.
Ют Ҫын // 3683.40.7313
2015.05.26 22:12
Ҫапла, Тимӗр юлташ, ҫухату пит те нумай. Раҫҫейре кашни ҫул Афганра темиҫе ҫул хушшинче ҫухалнӑ чухлӗ ҫын тӑкӑнат теҫҫӗ те автоаварисене пула. Леш наркӑмӑшпа унран та ытларах пулӗ ҫав.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.29 11:19
Кам айӑплӑ?.Ача ҫоралат-эреке ӗҫепр.Ҫын вилет-каллях эрекесӗр пытрма полмас.Той полсан виҫ кон ӗҫмелле.Конгресс ирттерет праҫник-ещӗкӗпе сӑра-наркӑмш.А кнеке илме окҫа хӗрхенепр.Сайта полӑшма Платника кӗмӗл шалккӑ.Атьӑр тарӑхнипе пач прахапр эрекине.Акапасар хирӗҫ мар поль?.

Pages: 1, ... 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters