Станислав // 1018.70.0975 2015-05-20 11:43: <<Кусене вулап та Ют сын, Миккуль, Айван текенсем пурте патшалах укси синче ларакансем пек туйанассе, саванпа власа хутелессе те.>>
Çук пулĕ, влаç хушнипе кунта çырса лараканĕ, ахăртнех, Акапасар пулĕ... :-)
Çемен Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" поэминче мĕн каланине астăватăр пуль?
"Хĕн-хур айĕнче" чӑваш пурӑнса йӑлӑхнӑ, вӑл страницӑна каялла уҫар мар. Паян уҫҫӑн, ҫутӑ та тулӑх йӗркелесе яма пур майсем те пур. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ертӳҫӗсем, элтепер тата ӗҫлемешкӗн тулли кӑмӑллӑ ӗҫчешсем кирлӗ. Каллех тӳрех каламалла, форумра ҫырса ларнипе,"шик" шӑхӑртнипе тулӑх пурнӑҫ пуласса шанма ҫук.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.21 20:40
Влаҫа хӳтӗлени, влаҫа хӳтӗлеменни-кун ҫинчен мӗн пӗлият ку Станислав текенскер. Енчен те ҫын обществӑра. социумра пӗрлӗх, тӗрӗслӗх хуҫалантӑр тет пулсан, енчен те ҫын "выстраданный" патшалӑх арканса ан кайтӑр тесе позици йышӑнат пулсан-ку Станислав шучӗпе влаҫа хӳтӗлени пулат. Енчен те аркатат,сирпӗтет пулсан-ку меллӗ япала. Кунта догма ҫук, тепӗр чуне хӑшпӗр ыйтусемпе влаҫа та хӳтӗлеме юрат, хӑшпӗр ыйтупа- килӗшмесӗр харкашма та юрат, тепӗр ыйтупа-пач килӗшмесен те юрат. Кунта Станислав мӗнле хушнипе лӑпланса лармалла мар.
Ют ҫынпа килӗшеп.Мана никам та чармасть.Чарма та пултараймасть.Хуть те ӑҫта пулсан та Шупакарта чи малтан чӑвашла сӑмах хускатап.Килте те чӑвашла кӑна калаҫатпӑр.Ял ятне те хамӑрах кӳршӗпе чӑвашла ҫырса хутӑмӑр чарӑнура.
Ну вăт, Таймер, сире "Чармасть" ятлă юрă çырма, ăна пур çĕрте те юрласа çÿреме сĕнетĕп.
Вăл юрра Пил Тымарланпа пĕрле дуэтпа юрлама пултаратăр.
Ав ЧНК унчченхи президенчĕ чармасса шанса парламентра чăвшла калаçнă та, лере пысăк мыскара сиксе тухнă. Темшĕн çке хăй ватăлса çитмесĕрех çĕре кĕчĕ мăнтарăн.
ЧНК хальхи президенчĕ парламентра нихçан та чăвашла калаçса курман. Унашкал плансем ун пачах та çук пулас. Кама кирлĕ кунашкал чарманлăх?
Угасловăн ывăлĕсем те чăвашла калаçса пурăнакан çынсем мар теççĕ. Кама кирлĕ кунашкал чарманлăх? Ни çăвара хыпса çиме çук ăна, ни тумтир вырăнне тăхăнса çÿреме çук. Калатăп-çке, Пил Тымарланпа е Илле Ивановпа пĕрле "Чармасть" тесе концертсенче юрлама пулать ĕнтĕ...
Çук пулĕ, влаç хушнипе кунта çырса лараканĕ, ахăртнех, Акапасар пулĕ... :-)
Çемен Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" поэминче мĕн каланине астăватăр пуль?
"Кунти ĕçсене тăвать-тĕр Чакка..." ©
Пахом мар, Чакка!