Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ăсталанăччĕ эп сулă,
Илĕртетчĕç инçетсем.
Аллăмра — илемлĕ сулă,
Ĕмĕтре — сенкер хумсем…
Ман тытас килетчĕ пулă,
Вĕлкĕшетчĕç парăссем.
Шел, çыранĕ пулчĕ чуллă,
Юхса иртнĕ шыв-шурсем.
Пурнăç çулĕ сăртлă-туллă.
Чăрмавсем — вĕт-шак чулсем.
Пулмасассăн пит хăюллă
Парăнмаççĕ çӳл тусем.
«Сăввусем мĕн-ма-ши хурлă?» —
Шав ыйтаççĕ пĕлĕшсем.
Ырату çуратмĕ кулă,
Вăй-хал памĕç сурансем.
Сарă чечек, ай, пулса
Лартăм çилпе тайăлса.
Тинкертĕм çӳл тӳпене,
Туртăнтăм хĕвел патне.
Анчах ĕмĕт инçе çав.
Вĕлкĕштерсен те ялав
Шевле мана курмарĕ,
Çинçе пĕве савмарĕ.
Сарĕ кайăк, ай, пулса
Юр юрларăм савăнса.
Шантăм хĕвел илтессе,
Кун-çулăма пиллессе.
Анчах сив çил сассăма
Салатрĕ ют таврана.
Хĕвел юрра илтмерĕ,
Эп кĕтнине пĕлмерĕ.
Сарă пике, ай, пулса
Саврăм ăна парăнса.
Мантăм йăлт, кунне-çĕрне…
Сĕнтĕм чунăн туйăмне.
Анчах суя çулпала
Чуптартăм кун-сулăма.
Савнă тусăм савмарĕ,
Урăххине куçларĕ.
Раççейри кашни кĕтесе пĕр паллă пулăм пĕрлештерсе тăрать, вăл - Аслă Аттелĕх вăрçи. Эпир вăрçă курман, анчах та çак пулăмăн ахăр саманине кинофильмсем пăхса, асатте-асаннесем каласа панă тăрăх, хайлавсем вуласа пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра ялсенче хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветеран салтаксем юлмарĕç те ĕнтĕ. Вĕсемпе пĕрле 70 çул каялла пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă тапхăр та хыçа юлать. Пирĕн, 21-мĕш ĕмĕрте пурăнакан çамрăксен, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пур паттăрĕсене асра хăвармаллах. Кашни çулах Çĕнтерӳ кунне уявлама эпир Пысăк Енккассинче ларакан палăк патне пуçтарăнатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансассăн çак ялтан 158 çын тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, вĕсенчен каялла таврăнайман. Вăрçăн пур тискерлĕхĕпе асапне тӳссе каялла сывă таврăнма тӳр килнĕ çынсенчен пĕри вăл- Василий Гурьевич Гурьев. Шăпах манăн сире 1920- мĕш çулта кун çути курнă Василий Гурьевич Гурьев шăпипе паллаштарас килет. Василий Гурьевич хресчен çемйинче çуралнă, çемьере асли пулнă, çавăнпа та ашшĕ-амăшне пур ĕçре пулăшса тăнă, çамрăкранах çĕр синче ĕслесе пиçĕхнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çамрăка Вăрмарти çар комиссариачĕ çара кайма юрăхлă тесе палăртнă, В.Гурьева 1941-мĕш çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче çар службине ăсатнă. 1942-мĕш çулхи январĕн 20-мĕшĕнче вăл 981-мĕш номерлĕ çыхăну ротин салтакĕ пулса тăрать. Шăп çак çулхи июнĕн 2-мĕшĕнчен Сталинград хулинче Василий Гурьевăн вăрçă çулĕ пуçланнă, вĕсен роти çар подразделенийĕсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă. Июнĕн 17-мĕшĕнче фашистсем Сталинград хулине тапăнса кĕнĕ, Атăл хĕрринчи хулана тăшман аллине парас мар тесе пурте паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, пĕр утăм та каялла чакман. 981 номерлĕ связистсен роти те пĕр минутлăха та çыхăнăва пĕтерме юраманнине лайăх ăнланнă, мĕншĕн тесен фронтри лару-тăру вĕсенчен ытларах килнĕ. Хаяр çапăçу вăхăтĕнче связистсен 30-40 хутчен татăлнă кабельсене сыпăнтарма лекнĕ, шартлама сивве пăхмасăр шăнса кӳтнĕ алăпа юр çийĕн çыхăнăва йĕркелеме тивнĕ. Хăш-пĕр чухне связист çыхăнăва йĕркелесе çитерейменни те пулнă, çавăн чухне телефонист кирлĕ сведенисене çуран чупса кайса калани те пулкаланă. Сталинградшăн пынă 200 кунхи çапăçу 1943-мĕш çулта пирĕн салтаксен çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ. Çак вăхăталла фронта ытларах танксем çитнĕ, механизациленĕ корпуссем йĕркеленнĕ, 981-мĕш çыхăну роти те 3-мĕш танк армийĕн шутĕнче çапăçнă. Ăна П.С.Рыбалко генерал-лейтенант ертсе пынă, В.Г. Гурьев сержант çыхăну ротин командирĕ шутланнă, рота армипе механизациленĕ корпус хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă.
Малалла
Эпир санпа телейлĕ мăшăр —
Венчет çĕрри алăсенче.
Яланлăха упранса тăтăр
Чĕресенче çурхи тĕнче.
Венчет çĕрри — çемье тĕвви,
Мăшăрлă пурнăçăн тĕрри,
Ăнăçлă ĕмĕрĕн кĕвви,
Турă парни — венчет çĕрри.
Кĕмĕл те ылтăн… туй кĕрлетĕр, —
Шăпамăрсем пӳрнĕ пулсан
Венчет çĕрри ан тĕксĕмлентĕр
Йывăрлăхсем айне юлса.
Иккĕн пĕр сывлăшпа сывлатпăр, —
Эпир — пĕр тĕвĕ, пĕр çеçке…
Телейлĕн юратса утатпăр,
Сукмак ан пултăрччĕ кĕске.
Шухăшсене паян
Эп пухăва чĕнсеччĕ.
Шел, килеймерĕç курăнать —
Пуç пуш-пушах...
Тусăмсене паян
Эп хăнана чĕнсеччĕ.
Пушанаймарĕç курăнать —
Пӳрт пуш-пушах...
Савнийĕме паян
Тĕлпулăва чĕнсеччĕ.
Пăрахрĕ курăнатъ,
Каллех хăрах...
Çунасси — çунать,
Сӳнесси — сӳнет.
Мĕн тĕлĕнес-ха усăсăр?
Кур, тӳпе кулать.
Юр — ӳксе ӳлет:
Пылчăк çăрса та утăпăр.
Кăлăхах кĕтни.
Мĕн чĕнес ахаль.
Кăмăл йĕме пуçтарăннă.
Тунсăху патне,
Вăрттăн шăплăха,
Çулçăлăх витĕр кайрăнам?
Çунасси — çунать,
Сӳнесси — сӳнет...
Сăнăм кăна йӳçенкĕччĕ:
Çулçă ал сулать,
Ал сулать — ӳкет.
Куçрĕ чуна çӳçенчĕкĕ.
Юрататăп пулсан
Пăшăлтатăттăм эп:
«Кай...»
Утса кайăттăм хам
Çиле хирĕç те мар —
Май!
«Кӳлĕри уйăха
Илсе пар-ха» тесе
Мар,
Калăп эп: «Авăра
Путарар-и шуçă —
Ма?!
(Юрататăп пулсан,
Эп —
Сан...)
Пилешкасси ялĕнче çĕнĕ шкул пулать тесен пурте чунтанах савăнчĕç. Ачасем пуринчен те ытларах хĕпĕртерĕç: йĕпе-сапа вăхăтĕнче физкультура урокĕ спортзалта иртĕ-çке. Халиччен пур уява та пĕр-пĕр класра е коридорта ирттернĕ пулсан малашне вĕсем те акт залĕнче пулĕç вĕт! Чуна тыткăнлакан савăк туйăм нумай кĕттермерĕ, чăнах та тепĕр вĕренӳ çулĕ тĕлне таçтанах курăнса ларакан илемлĕ шкул хăпарса та ларчĕ. Ашшĕ- амăшĕсем хăйсен ачисене çавăтса юмахри кермен пек çĕре çул тытрĕç, кашниех хăйĕн ачине çак шкулта вĕрентме ĕмĕтленчĕ. Ара камăн хăтлă, çутă, ăшă шкулта вĕренес килмĕ? Тата шкулта пур предметпа вĕрентекенĕсем те вырăнта, ачасен пуласлăхĕшĕн нимĕн кулянмалли те çук.
Часах авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ çитрĕ. Çак кун Николай Григорьевич Яковлев вĕрентекен те ирех вăранчĕ, чӳрече каррине кăшт уçса шкул еннелле шухăшлăн тинкерчĕ. Акă вăл икĕ хутлă çĕнĕ шкул. Сусăрскер, кашни кун пĕр хутран тепĕр хута вăхăтра улăхса анайрĕ-ши, урока вăхăтра ĕлкĕрĕ-ши, ачасем вăл класа çитиччен шавласа каймĕç-ши? Анчах вĕрентекен часах çак шухăша пуçран кăларса пăрахрĕ те хăй юратнă ĕçне кайма пуçтарăнчĕ.
Малалла
Анне çыхнă кăчкă перчетке
Тăхăнатăп ăна хушăран.
Юр пек çакскер, çемçешке.
Чуна ырă ытла ăшăран.
Музейри пек, арча тĕпĕнче.
Вăл унта чылайран упранать.
Алла тытрăм анне килĕнче,
Яшлăх таврăннă пек туйăнать.
Тăхăнатăп анне парнине,
Пĕр кĕве те çимен курăнать.
Мантармасть вăл çаплах аннене,
Унăн ĕçĕ çаплах пурăнать.
Аллунта кăсăя çеç пултăр — санăн,
Ан ăмсан тӳпери тăрнана.
Чăн юлташ хаклăрах — сылтăм алă,
Мĕн пулсан та пăрахмĕ сана.
Йăлтăркка япала — ылтăн мар вăл,
Çав-çавах илĕртет хăть кама.
Чĕлхипе — йăпăлкка, чунĕ — хăвăл,
Ан васка, тăхтасам ал пама.
Йăнăша кайран тин ăнланатпăр.
Чавса çывăх — çыртма çук ăна.
Пăт тăвар çинĕ хыççăн калатпăр:
— Çĕр çинче эпир пĕчĕк хăна!
■ Страницăсем: 1... 94 95 96 97 98 99 100 101 102 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...