Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ташă кĕвви янраса кайрĕ —
Хĕрарăмсем чĕнекенни.
Палламан хĕр мана пуç тайрĕ —
Чи çамрăкки, чи чеченни.
Ăстаçă мар, çулпа та ватă
Пикешĕн эпĕ. Мĕн тăвас?
«Ташла, ташла…» — хистерĕ сасă,
Ăна эп пултăм пит хавас.
Çав самантра чун çунатланчĕ,
Вĕрерĕ юнăм çамрăкла.
Вальс çеммипе ыр ангел анчĕ
Пирĕн çине юрла-юрла…
Мĕн чул ташланă-тăр, пĕлместĕп
Пике хăçан çухалнине…
Юмах-и, чăн-и — тем тесен те
Манман çав каç ташланине.
Епле пулсан та тав тăватăп
Тĕлĕкри пек ыр пулăма.
Чăпар куккукăма калатăп —
Ан тĕрĕсле ман çулăма.
Эсĕ çук. Пултăрин. Пĕчченех киленем:
Икĕ тĕслĕ тӳпе — хăйне уйрăм çанталăк.
Мĕн пурри пĕтĕмпех — хурланса савăнмалăх,
Пĕтĕмпех — тин кăна асăрханă илем.
Ĕненеймĕп текех тĕлĕксен ултавне —
Манпа пурнăç ултавĕ ытла та юлташлă.
Хăш чухне сансăрах калама çук хаваслă,
Эп пĕлмен савăк мар телейсен сăлтавне.
Чĕрне вĕççĕн тăрса темле кайăк юрлать,
Темле йывăç çулçи чĕтренет вĕттĕн-вĕттĕн.
Паянхи çĕр темме çырмари пек сĕм тĕттĕм.
Ятсăр кайăк, ман пек, телейне, тен, хурлать.
Нихăçан пирчемен асап çеç сăвăçа
Юратма вĕрентет ырлăхри пурнăçа.
Мускав. Июнĕн 19-мĕшĕ. Челюскинцăсене кĕтсе илнĕ кун... Буржуаллă журналист Атрайт, Англири пĕр пысăк хаçат корреспонденчĕ, каç хăйсен таврашĕнчи журналистсем хушшинче нумайччен калаçса ларнă хыççăн мĕн çурçĕр иртсе ик сехетченех «хăйĕн» валли пĕр пысăк статья çырнă пулсан та çапах паян яланхинчен иртерех тăчĕ. Тăчĕ те хăйĕн ĕç йĕркисенче юлашки вăхăтра улшăну пулнине сиссе хăйне хăй çапла каларĕ: «Мĕн сăлтавпа-тăр, Атрайтăм, анчах эсĕ час та час хăвăн пурнăç регламенчĕсене пăса пуçларăн, мĕнле сăлтавпа-тăр, анчах санăн тахçанах йӳçсе хăпарса хăйсен вырăнне ларнă шухăшусем, йăлусем юлашки вăхăтра çĕнĕрен йăшăлтатма пуçларĕç», — терĕ. Атрайт ытти хăйĕн таврашĕнчи журналистсенчен хăйне хăй, хăйĕн шухăшĕсене тĕпчеме юратнипе уйрăлса тăнă. Çавăнпа вăл хăй ăшĕнчи йăшăлтатусем тапранса кайнине çавăнтах сиссе тăнă. Анчах хăйне хăй тĕпчени унăн ку таранччен тӳрем тĕплĕ çырмари шыв пек тикĕс, нимĕн чухлĕ те пăлханмасăр пынă. Вăл тĕпчев хăй çулĕ çинче пысăк, хирĕçӳллĕ кансĕрлӳсемех, аялалла-çӳлелле, унталла-кунталла тапратакан хирĕçӳсем курман. Атрайт çынна, хăйне, пурнăçа, хăй таврашĕнчи пурнăçри пур япаласене аяккарахран, инçетерехрен пăхса тĕпчекен пек пулнă. Тĕпчев процесĕ ăна питех пăлхатма пултарайман. Анчах çав япала пĕрре те вăл пурнăçа юратманнинчен, пурнăçран аякра тăнинчен килмен. Вăл пурнăçа юратман пулсан, пурнăçран аякра тăнă пулсан, унăн нимле тĕпчев те пулас çукчĕ, вăл пурнăç çинчен ытлах шухăшламан та пулĕччĕ...
Малалла
Ман хĕвеллĕ кунсем —
Иртсе кайнă çулсем
Пегас учĕ çинче, —
Ытла капăр тĕнче.
Ташлама, юрлама
Килĕшмест пуль кама;
Пурнăç çавăншăн вăл —
Ăна çӳç майлăн шăл.
Асамат кĕперне
Парнелер пĕр-пĕрне,
Алла-ал тытăнсан
Ĕç-хĕл пырĕ ăнса.
Кулă пултăр парне
Ваттине, хĕр-арне…
Пылаклантăр куççуль,
Вăрăмлантăр кун-çул.
Ман хĕвеллĕ кунсем —
Яшлăхри паллăсем.
Ӳкес мар ут çинчен,
Юлас марччĕ пĕччен.
Пачах юпмарĕ вăйăм-халăм,
Кĕçех, тен, кайăп-и тӳнсе.
Ăçта çухалтăн эс, хавалăм?
Ăçта çӳретĕн-ха сĕнксе?
Сар çунатна, ыр Пирĕштийĕм,
Мана хăв ытамна илсе.
Вĕçсе иртер-и çĕршыв çийĕн
Тĕнчемĕре куçпа виçсе?
Вара ĕненĕл — пур телейĕм,
Кайман ниçта та вал çĕтсе.
Шанăç пулсан эп йăлт çĕнейĕп!
Çунатлă тус, пыр пиллесе!
Эп кĕтмен: ăшăтать е лăскать çил сада
Мĕн аван — тен, йăлтах пулса иртнĕ ĕнер.
Эсĕ вăйлă, эппин, тытса чар вăхăта!
Чĕмсĕрсен вăййинче — вăрахрах киленер.
Тунсăхсем, хурлăхсем ман миçе-ши тата,
Миçешне тиркесе, миçешне савмалла?..
Ĕмĕтри ĕмĕтсем килес çук ман пата,
Пурăнас-тăк — вĕсен ĕмĕтрех юлмалла.
Пĕтĕм вăрттăнлăх пурнăçшăн ăнсăртлăх-им?
Пĕтĕм вăрттăнлăх — сас черетленĕвĕнче...
Тытса чар вăхăта! Вăхăт чарăнчĕ... Чим!
Хушăран этеме те тăнлать-мĕн тĕнче.
Ман телей — саншăн нимĕн те мар,
Санăн — маншăн, тен, нимĕн те мар.
Пăхса ил те — хуллен иртсе кай,
Эп çеçке вĕçтерем çиле май.
Мĕн çӳретĕн шăнса сивĕре?
Эп? Савап ĕнтĕркенĕ кĕре.
(Сан сăнна асилмешкĕн кăна.
Урамра ирттерем çак куна).
Пăхса ил те — хуллен иртсе кай,
Эп çеçке вĕçтерем çиле май.
Ăнлансассăн — ăнлан хăвăнла:
Шăп çӳрем çак кĕрхи çулçăлла.
...Ун çинчен мана Ваçлей пичче кулса каласа панăччĕ. Анчах ун чухне вăл япала уншăн пĕр чĕптĕмлĕх те кулă пулман. Мускава çитнĕ çĕре укçи виçĕ пус çеç юлнăскерĕн, çул çинче темиçе усал çăвар: «Ваçил Ванч та Ваçил Ванч» тенипе чĕри чăх чĕри пек пулса кайнăскерĕн, никам çине те этем хăюлăхĕпе пăхма пултарайманскерĕн, вырăсла пĕр çирĕм-вăтăр сăмах çеç пĕлнĕскерĕн, унăн этем кулли мар, пулă кулли те юлман. Вăл пĕтĕмпех çухалса кайнă пулнă: вăхăт иртнĕçемĕн, сехет çине сехет пусса пынăçемĕн ун ăшĕнче чăтма çук йӳçĕ кăмăл тулса пынă.
«Пурнăçăн чи наркăмăшлă тĕшши мана лекрĕ пуль, мана суйласа илчĕ пуль, — шухăшланă Ваçлей пичче. Вокзалран хулана тухнă чухне ун çурăмĕ хыçĕнче, хутаçра, пуртă пулнă та тата пĕр татăк çăкăр пулнă, çумри пурлăх пĕтĕмпех çакăнта. Килте — арăмĕпе тăватă ача. — Темĕн, темĕн, — хăра-хăра шухăшлать Ваçлей пичче. — Йăнăш турăм пуль кунта килсе, ăçта та пулсан хамăр таврарах вырнаçма тăрăшмаллаччĕ. Тен, тен, çывăхрах, Иван Егоров панчех, чăтса пурăнмаллаччĕ...»
Малалла кĕскетĕпĕр. Çакна анчах калама кирлĕ. Ваçлей пичче каялла каяйман — унăн мĕн пулсан та килнĕ çĕрех, Мускавах, юлма тӳрĕ килнĕ. Анчах пĕр вырăнта йăпатмалăх ĕç тупиччен вăл Мускав урамĕсем тăрăх, Мускав таврашĕнче чылайччен хĕсĕнкелесе, аптраса çӳренĕ.
Малалла
Сив сăмах амантать-и,
Темĕскер ыратать-и —
Çак сăлтави вара кулянма?
Юлташăмсем çук-и,
Тăванăмсем çук-и —
Чунтан калаçса йăпанма?
Юлташăмсем çук-и,
Тăванăмсем çук-и —
Чунтан калаçса йăпанма?
Кулянса ларар мар-ха,
Пуç усса ларар мар-ха,
Шанар-ха, шанар-ха ырра!
(Ă)раскăлăмăр пур-ха,
Телейĕмĕр пур-ха.
Тав та, мухтав та Турра.
(Ă)раскăлăмăр пур-ха,
Телейĕмĕр пур-ха.
Тав та, мухтав та Турра!
Кулянса ларар мар-ха,
Пуç усса ларар мар-ха,
Шанар-ха, шанар-ха ырра!
(Ă)раскăлăмăр пур-ха,
Телейĕмĕр пур-ха.
Тав та, мухтав та Турра!
Ăнланатăн-и, ăнланмастăн-и?
Ĕмĕр иртет çул-йĕр çĕтет.
Кулянатăн-и, кулянмастăн-и?
Мехел çитет — пурнăç пĕтет.
Эс туятăн-и, туймастăн-и?
Вилес килмест — пурнас килет.
Эс суятăн-и е суймастăн-и?
Пурпĕр чуна — кĕве çиет.
Ăнланатăн-и, ăнланмастăн-и?
Тĕнче çути куçра сӳнет.
Эс туятăн-и е туймастăн-и?
Пулни-иртни — манпа кӳнет.
Ăнланатăн-и?..
■ Страницăсем: 1... 95 96 97 98 99 100 101 102 103 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...